Сетреслу ĕмĕрĕ


Оля сасса илтсе шарт сикрĕ. Мĕн пулнине калама пултарайсанччĕ-и вăл.

— О-оля, тухатман-и сана темле ют куç? — илтĕнчĕ каллех Аннетта сасси.

Ют куç. Мĕнле ют куç. Чим-ха. Куçсем... Чуна чĕрĕллех тăпăлтарса кăларма хăват çитерекен сăхă та вылянчăк хура кăмрăк куçсем. Ăçта курнă вĕсене Оля? Чӳречерен пилеш йывăççи тайăлса коридоралла тинкерет. Ăс-тăнне темле пăлхатсан та çав куçсене ăçта курнине аса илме пултарайманран Оля, симĕс пилеш сапакисемпе кăсăкланнăн, унталла пăхрĕ. Ешĕл туратсем хушшинче темĕн хура япала вĕлт турĕ те çухалчĕ. Йывăç вулли тăрăх хура кушак чĕрмеленсе хăпарать-мĕн. Ольăна питрен хыттăн çупса ячĕç тейĕн. Слива пек чăмăр куçĕсем пушшех те пысăкланчĕç. Ăшра темĕн татăлса кайрĕ, пуç миминче темĕн ӳссе, пысăкланса ларчĕ. Аса илчĕ вăл пĕтĕмпех! Аса илчĕ! Хăрушă, хăрушă... Анчах ăс-тăна çухатмалăхах мар.

— Анне-етта-а! — кăшкăрса ячĕ Оля мĕн вăй пур таран.

Пӳлĕме кĕрсе çухалнă юлташĕ çиçĕмле хăвăртлăхпа коридора сиксе тухрĕ. Сăмах чĕнсе ĕлкĕреймерĕ вăл, Оля васкаса ыйтрĕ:

— Аннетта, ăçта Вениамин Сергеевич? Ман ăна çак самантрах курмалла...

— Унтах вăл... Аллейăри сак çинче тем шухăша кайса ларать, — çĕтнĕ сасăпа пĕлтерчĕ Аннетта.

Урама çĕмрен пек ыткăнчĕ Ольга. Поленов, чăнах та, акаци айĕнчи хыçлă сак çинче пĕчченех ларать. Вĕçнĕ пек килекен Ольăна курсан йăпăр-япăр сиксе тăчĕ вăл. Студентка ун тĕлне çитсен чарăнчĕ, сывлăш çавăрса илеймесĕр чылай вăхăт пашкаса тăчĕ.

— Вениамин Сергеевич... Лайда... Лайда килмен-и? — татса-сыпса ыйту пачĕ вăл нимле мар тăракан Поленова.

— Килмен. Анчах мĕн тума кирлĕ пулчĕ сана Лайда? Чипертерех каласа ăнлантар-ха эсĕ, — ни унталла, ни кунталла тăчĕ преподаватель.

— Пуçра тем пăтраннă пирки çеç нимĕн те астуман эпĕ. Халь аса илтĕм, пĕтĕмпех. Хура кушака курнипе аса илтĕм, — пăлханса калаçма пуçларĕ Оля хашкама чарăнсан. — Пĕлетĕр-и, пурнăçра мар-тăр, юмахра пулчĕ пуль ку. Ĕненес килмест, Вениамин Сергеевич. Пĕтĕмпех каласа паратăп акă, анчах Лайда...

— Лайда тăхтать, эсĕ малтан мана каласа пар. Йĕркипе, — сак çине лартрĕ студенткăна Поленов.

— Хăру-ушă истори, — çӳçенсе илнĕ пек пулчĕ Оля. — Куçпа курмасан ĕненме хĕн... Акă мĕн пулчĕ вара, Вениамин Сергеевич.

... Вĕсем ун чухне, чăнах та, Лайдăпа урам йӳпленнĕ тĕлте уйрăлчĕç. Лайда аялти каспа çӳреме кăмăл турĕ, Оля вара çӳлти урама хăпарчĕ. Хĕвел ансан пĕр çур сехетсем пек иртсен, укăлчара тĕл пулма калаçса татлăчĕç. Ара, çулла хĕвел анса ларсан та час каç пулмасть-çке. Ĕнтрĕк иленнĕ вăрманпа утасси вара вĕсемшĕн пĕр ырлăх. Иккĕшĕ те вăрманлă тăрăхра çитĕннĕрен каçхи вăрманта хăрасси-тăвасси çук вĕсен. Тата нумай та утмалла мар-çке. Пулсан пулĕ çухрăма яхăн. Студентсем вăхăтлăх пурăнакан интернат шăпах вăрман хĕрринчен пĕр икçĕр метрта вырнаçнă. Çамрăк çыншăн çак çул тăршшĕ вăрăм пулать-и вара. Пĕр пилĕк минут сывлăш çавăрмасăр чупмалăх, е, тавралăхпа киленсе пырас тăк, çирĕм минут утмалăх та çук вĕт вăл.

Оля, палламан çынсемпе ытлашши сăмах ваклама юратсах кайманскер, урампа танкăшрĕ те танкăшрĕ. Никамран нимĕн ыйтмарĕ. Пӳрчĕсем пĕринчен тепри хăтлă курăнаççĕ. Нихăшне те: «Кунта карчăк е ват старик пурăнать», — тесе калама май çук. Çапла утсах урам вĕçне тухрĕ вăл. Малалла пăхрĕ те — ытти пӳртсенчен уйрăм ларакан хăрах чӳречеллĕ пĕр тайлăкрах йывăç пӳрте асăрхарĕ. Мунча пекскер. Пӳрт тăррине çурри таран хăмапа лăп-лап витнĕ, тепĕр çуррине улăм сарнă. Пӳрчĕ пекех чалăшнă хапхи умĕнче лаштра юман саркаланса ларать. Калăн, ку пӳрте çĕр çулхи аваллăхран хальхи пурнăçа темле асамлă вăй куçарса лартнă. Юман тăрринчи çăхан усаллăн кра-анк! — туса илчĕ те, Оля хăй сисмесĕрех кăрт сикрĕ: «Юмахри тухатмăш çурчĕ евĕрлех, чăх ури çеç çитмест», — шухăшларĕ вăл йӳççĕн кулса. Юмах тенĕрен, савăнăçпа тулчĕ хĕр чĕри. Ара, ăçтан пĕлес, тен, шутсăр паха юмахçă пурăнать-ха кунта. Телей пуç çинех йăтăнса анать мар-и хăш чух. Иккĕленӳ, шикленӳ туйăмĕсене хӳтерсе ячĕ те Оля, хăрах куçлă ват çынна аса илтерекен çурт енне çирĕппĕн утса кайрĕ. Ниçталла мар таçталла хапха шал енчен питĕрĕнчĕк пулнă пирки, тĕксĕм карăпа картланă чӳречерен пырса шаккас тенĕччĕ вăл, анчах ĕлкĕреймерĕ. Тăкăртаттарас тесе аллине тăснă самантра карă, хĕре шарт сиктерсе, сулахай еннелле хăвăрттăн уçăлчĕ те чӳречере пĕркеленчĕк питлĕ, ватăран та ватă карчамас сăнĕ курăнса кайрĕ. Карчăкăн çулне кура мар чĕррĕн çунакан кăмрăк евĕрлĕ куçĕ çамрăк хĕре сăнă пекех тăрăнчĕ. Оля, ахаль те именчĕкскер, çӳçенсе илсе пĕр-ик утăм кутăн чакрĕ. Тем калама та тăчĕ вăл, анчах чĕлхи самантрах çыхланса ларчĕ. Калас тенĕ шухăш тахăш вăхăтра, пуçра пулман евĕрлех, ирĕлсе çухалчĕ. Мĕн чухлĕ тăчĕ-ши Оля çакăн пек хытса — карчăк шăлсăр çăварне карнăран хăй ăçта тăнине тинех аса илчĕ.

— Кинемей!.. — терĕ вăл хăйне илттĕр тесе хыттăн. — Манпа калаçса ларма кăмăл тумăр-ши.

Кинемейĕн тути ейĕлчĕ — те кулни пулчĕ çавă, — сивлек сăнĕ пушшех те килпетсĕррĕн хытрĕ.

— Халь ма-ар, хĕрĕм... Халь ма-ар, — юрланă евĕрлĕ сасă илтрĕ Оля. — Хĕвел ансан кил...

Карă мĕнле уçăлнă çаплах хăвăрт хупăнчĕ. «Мĕншĕн хĕвел ансан?» — нимĕн те ăнланмарĕ хĕр. Хулпуççине сиктеркелесе илчĕ те лапчăк çурт умĕнчен пăрăнса утрĕ.

Яра куна мучисемпе кинемейсем патне килтен киле çӳренĕ хушăра кун каç еннелле сулăнчĕ. Хĕр каллех тайлăк çурт умне пырса тăчĕ.

— Хĕ-ĕрĕм, килях... килях, — илтрĕ вăл çак самантра юрланă пек çемçе сасса.

Ниçта та никама та курманран, шалтах аптрана ерчĕ хĕр. Тинкеререх пăхрĕ те — хапха хушăкĕнче такам мĕкĕлтетнине асăрхарĕ. Тикĕтлемен урапа сасси кăларса калинкке яри уçăлчĕ те алăкра паçăрхи кинемейĕн курпунлă кĕлетки курăнса кайрĕ. Пуçне çыхнă хура тутăрĕ айĕнчен чăлт шурă çӳç пайăркисем тĕлли-паллисĕр тухнă.

— Хĕвел анать халь, хĕрĕм, нумаях юлмарĕ... Халь кĕме юрать, — хăйпе хăй сăмахланăн юрласарах калаçрĕ карчăк. — Кăмăл тусам, хĕрĕ-ĕм, кăмăл туса-ам...

Картиш пеккине кĕрсе тăчĕ Оля. Çурчĕ евĕрлех тайăлса кайнă лупасайсăр пуçне нимĕн те курмарĕ вăл унта. Картишĕнче талккăшĕпех вĕлтĕрен ашкăрать. Çав вĕлтĕрене хуçса, ава-ава таптаса тунă сукмак пекки алкум алăкĕ тĕлĕнчен хапха патне çити тăсăлать. Оля кунашкал ӳкерчĕке нихăш ватă патĕнче те курма май килменрен, самаях тĕлĕнчĕ. Çавăнтах ялти çынсенчен никам та вăл миçе çултине калама пултарайман кинемее шеллесе те илчĕ — пулăшакан çук-тăр ĕнтĕ мĕскĕнĕн. Çак самантра хĕр çара ура тунине вĕлтĕрен çатăр-р чĕпĕтсе илнĕрен айлатса вĕтеленĕ вырăна аллипе яп! ярса тытрĕ. Сукмакпа хыçалта пыракан карчăк сасартăк хаваслăн лĕхлетнĕн туйăнса кайрĕ Ольăна. «Ватă пуçпа çын инкекĕнчен мĕн кулса пымалли-ха.» – пĕр тарăхса, пĕр тĕлĕнсе илчĕ вăл. Сăмах вакламасăрах карчăк çенĕк алăкне уçрĕ те, Оля сăмсине тăкăскă шăршă кӳ-ӳ пырса çапрĕ. Ай-уй!.. Мĕнрен килет ку. Урай тулли чапăр курăкĕ сарса тухнă-мĕн. Лапкăшпех. Пушă вырăн ниçта та курăнмасть. Тек чĕнмесĕр пыма тӳсĕм çитереймерĕ Оля, ыйтрĕ:

— Кинемей, эсир пĕчченех пурăнатăр-им?

Кинемей вăртах çаврăнчĕ. Кăмрăк пек хура куçĕпе хĕре наркăмăшлă çĕлен сăнни пек тăрăнчĕ. «Çамрăк чухне мĕнлерех хӳхĕм пулнă пулĕ унăн куçĕ», — хăй сисмесĕрех шутласа илчĕ Оля.

— Ку çуртра эпĕ кăна калаçатăп, — темле шăл витĕр сăрăхтарарах каларĕ ватă çын. — Туятăп, хĕрĕм, эсĕ мĕншĕн килнине те... Юмах-халапа манран ытла пĕлекенни çук, хĕрĕ-ĕм...

Карчăк чапăр курăкне пусса иртме тăчĕ кăна, таçтан муртан хаяррăн мяув! туса тĕм хура кушак чалт! сиксе тухрĕ те карчăкран малтан пӳртелле ыткăнчĕ. Тĕлĕнмелле! Алăкĕ, Оля асăрханипе, хупăччĕ — мĕнле кĕрсе çухалма пултарчĕ-ха унта кушак? «Карчамасăн кавир вырăнне сарнă япали пулчĕ пуль ку ахăртне», — шутларĕ хĕр курăк çине асăрханса пускаланă май. Шутларĕ кăна, шалтан ăш пăтранса килнине туйса илчĕ. Анчах ку самантлăх пулăм çавăнтах иртрĕ. Пӳлĕме кĕчĕç. Айтуру! Урай тулли каллех çав чапăр курăкне сарса хунă. Мĕне пĕлтерет ку, чăннипех те?

— Ларса-ам, хĕрĕ-ĕм, çавăнта... — паçăрхи юрланă чухнехи пек сасăпа каларĕ карчăк вăрăм сак çине шĕвĕр пӳрнипе тĕллесе.

Оля сап-сарă пуличчен хырса тасатнă сăрламан сак çине пырса ларчĕ. Пӳлĕм ăшчиккине пăхса çаврăннăçемĕн ыйтма хăйрĕ:

— Кинемей, каçарăр та, эсир миçе çулта.

«Ку çуртра эпĕ çеç калаçатăп!» — Мансах кайнă ун çинчен Оля. Карчăкăн куçĕ тĕксĕм пӳлĕмре симĕссĕн çуталса илчĕ. Чим-ха, паçăр хура тĕслĕ марччĕ-и-ха вара вĕсем? Халь акă темшĕн кушакăнни евĕрлех ялтăрарĕç пек. Е туйăнчĕ кăна-ши? Туйăм-сисĕме ĕмĕрлĕхе пăр пек шăнтса яракан сивлек куçсем ĕнтĕ кусем.

— Эпĕ миçе çултине хам та тахçанах манса кайнă. Ялти çынсем пушшех те пĕлмеççĕ, — терĕ карчамас çиллине палăртмасăр.

Оля пĕрех вăл чунтан калаçманнине туйрĕ. Татах та ыйтас кăмăлĕ пурччĕ унăн, анчах вăхăтра шăлне çыртрĕ. Карчăк сĕтел хушшине пырса вырнаçрĕ те хĕре куçран пăхса хытса ларчĕ. «Тухатакан куç тейĕн », — шутлама ĕлкĕрчĕ Оля. Карчăк хыттăн «ăх-хăм!» — терĕ те хĕр çумнерех куçрĕ. Вара вăрттăн япала пĕлтернĕ чухнехилле пăшăлтатса калаçма пикенчĕ.

— Хĕрĕм, илте, çакăн пек халап ярса паратăп сана! Тен, чăн та, пулнă-и çапла, пулман-и, ăна ху чухлăн... Питĕ-питĕ ĕлĕк, темиçе çĕр çул каялла, çак ялта пĕр пике пурăннă. Чăтма çук чипер курăннă. Унăн хура хурлăхан пек икĕ куçĕ виçесĕр тарăн пулнă. Хирĕç тинкерекене пĕрре пăхнипех çӳçентерме те пултарнă çав куçсем, анчах хăй мĕн тери чиперрине ăнлансах çитеймен-ха сарпике. Каччăсем ăмсанса пăхма тытăнсан кăна хĕр хăй хитре пулнине тинех туйса илнĕ. Вара ытти тантăшĕсем хушшинче пуç каçăртса çӳреме пуçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн калама çук чурăс кăмăллă пулса кайнă хăй пуринчен илемлине чунĕпе туякан хĕр. Юрату мĕнне пĕлме те вăхăт çитнĕ унăн, анчах пике пĕр йĕкĕте те тивĕçлипе хакламан. Вăл пĕр хăйне кăна юратнă. Сасартăк пурнăç урапи тĕк пынă çĕртенех чалăшса кайнă. Хĕрсен килĕнче инкек сиксе тухнă: çурт-йĕрĕ тĕппипе çунса кĕлленнĕ, ашшĕпе амăшĕ те çав пушартах пĕтнĕ. Хĕр çеç тĕлĕнмелле майпа çăлăнса юлнă. Хăр пĕччен тăрса юлнăскер, пĕр пуян патне тарçа кĕрĕшет вăл. Çак пуянăн ара çитнĕ ывăлĕ пулнă. Ял тăрăх пуç каçăртса çӳренĕ саркайăк хăйсен килне çапла майпа пырса лекнĕшĕн шутсăр савăнса ӳкнĕ вăл. Куштан хĕре хăйĕн хурри туса хурсан куçран пăхтарма ĕмĕт тĕвĕленет унăн. Пĕр тулли уйăхлă хитре каç хĕре тĕнчере çук мăшкăл кăтартать, ăна ирсĕррĕн мăшкăллать. Хайхи чиперкке пусăрăнать, çамрăклах инкек мĕн тути каланине астивнĕскер, вăхăтлăха йăлт шăлне çыртса тӳсме шутлать, анчах хăçан та пулин çак пуян ывăлне тавăратăпах тесе тĕв тăвать. Çапла ун чĕринче çамрăклах вăраннă мăнкăмăллăхпа курайманлăх ӳссе-ӳссе пыраççĕ те, юлашкинчен ун чунĕнче аçтаха-çĕлен пуçне çĕклет. Тăхăр уйăх иртет. Пуян ывăлĕпе пулса иртнĕ çылăхран пепке çуралать. Качча каймасăр ачаллă пулни ялта чăтма çук килпетсĕр ĕç тунипе танлашнă. Мăн кăмăллă, чипер хĕртен çакна кĕтме пулнă-и вара? Таврашри çынсем хăйне тиркевлĕн сăнанине туякан хĕр чĕринче курайманлăх пушшех те йӳçсе, вĕресе çĕкленет. Çуралнă ывăлĕ çылăха кĕртекене аса илтернĕрен, хĕр урăх чăтса тăраймасть, вăрмана каять те хăй ачине хăй аллисемпех пăвса вĕлерет. Ан аса илтерсе пурăнтăр вăл ăна хурлăх каçĕ çинчен! Хĕр, хăй мĕнле хăрушă ĕç тунине пепки сывлама пăрахсан çеç ăнланса илнĕскер, ачине çаплипех хăварса тара парать. Çакна пĕтĕмпех арçурисен аслийĕ, пуçлăхĕ, курса тăнă пулнă. Пырать те вăл ача вилли патне, ун ăшне хăйĕн усал чунĕн пĕр пайне вĕрсе кĕртет. Ачаран арçури пулса тăрать. Хура кушака çаврăнать те хайскер амăшĕ хыççăн йĕре-йĕре чуптара парать. Хăваласа çитет те çын вĕлерен амăшне хыçран уртăнать. Улшăнса, улшăнса каять хĕрĕн сăнĕ-пичĕ. Хурлăхан пек хура куçĕсенче асамлă хура вăй йăва çавăрать. Тухатакан куçсемпе тинкерет вăл йĕри-тавралла. Унччен кăкăрта кăшт çеç йăшăлтатнă хура çĕлен инкек курнă çамрăкăн пĕтĕм чунне çатăрласа илет. Çак вăхăтра шăпах хĕвел аннă пулнă...

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Надежда Евдокимова (2016-11-04 19:56:51):

Çак хайлава студент çулĕсенчех вуланăччĕ. Унтанпа нумай сул иртрĕ.Алла тухатмăшсем çинчен çырнă чылай хайлав лекрĕ, вĕсене тулли кăмăлпа вуларăм.Кашни вуламассерен "Сетреслу ĕмĕрĕ" куç умне тухса тăратчĕ. Ăна вулас тесе темле журнал та пăхса тухрăм, анчах нимле те тупаймарăм. Тавах электронлă вулавăша, халь çак хайлава савăнсах вуларам.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: