Хăмла юрри
Пĕрремĕш çавра
Ши кайрăм,
пи кайрăм,
пуçа
хĕвеле май тайрăм.
Çĕр çаврăнчĕ
тĕнĕлĕ тавра,
хам
шăчă тавра çаврăнтăм,
çӳле улăхса çитрĕм те
йăва çавăртăм.
Тĕп тунамăн тĕрекне,
çич хунавăн хăватне,
тĕнчен тăватă енне туртăнан
утмăл та ултă тымарăм пур,
тăрантакан сĕткенĕн çулĕ пур,
вĕсенчен те хаклăрах
ӳтлентернĕ анне варĕ пур,
пурнăç кăкăрĕ пур.
Кăвапана ĕме-ĕме
çивиттине те сиртĕм эп,
çич папкама кăлартăм эп,
мăя тăсса кармашрăм эп,
çут тĕнчепе паллашрăм эп,
шăрăх чухне ĕсĕклесе
анне сĕтне шырарăм эп,
ун кăкăрне шырарăм эп.
Çĕр çаврăнчĕ
тĕнĕлĕ тавра,
хам
шăчă тавра çаврăнтăм,
çӳле улăхса
йăва çавăртăм,
çĕр-аннеме юратса
юрă юрларăм.
Иккĕмĕш çавра
Тĕп тунамăн тĕрекне,
çич хунавăн хăватне,
тӳпен тăватă енне туртăнан
çитмĕл те çичĕ çулçăм пур,
сĕткен чуппине чĕртекен çулăм пур,
вĕсенчен те хаклăрах
пуçран ачашлакан аттеçĕм пур,
атте кулли пур.
Çивиттине эп сиртĕм те,
çич папкама кăлартăм та,
çут тĕнчепе паллашарăм та
çакна ăнлантăм,
ӳтлентерекен те кирлĕ çав,
кăкăр çитерекен те кирлĕ çав.
Куçа уçсан, пĕве кайсан
ăшшăн ачашлакан та кирлĕ çав…
Çивиттине эп сиртĕм те
çакна ăнлантăм.
Çут тĕнчепе паллашрăм та
атте енне кармашрăм эп,
ши кайрăм та,
пи кайрăм та
тата çакна ăнлантăм эп,
атте-анне сивех ан пултăр,
ытла сивви –
тăн ӳкнĕн,
пепкийĕн кун-çулне амантĕ те
шантарĕ.
Ытла ăшши
тата хăрушăрах,
пепкейĕн ăш-чикне пăтратĕ те
çунтарĕ.
Çивиттине пĕр сиртĕм те
шăрăх кунне еĕтӳсрĕм эп,
анне сĕтне шырарăм эп.
Çак тĕнчепе паллашрăм та
хура куна та куртăм эп,
атте ăшши шырарăм эп.
Çĕр çаврăнчĕ
тĕнĕлĕ тавра,
хам
шăчă тавра çаврăнтăм,
çӳле улăхса
йăва çавăртăм,
хĕвел-аттеме юратса
юрă юрларăм.
Виççĕмĕш çавра
Тĕп тунамăн тĕрекне,
çич хунавăн хăватне
аялалла авăнса тăракан
сакăр вун сакăр сапакам пур,
юнсене хăвалакан хăватăм пур,
вĕсенчен те хаклăрах
пурнăçа тытса, йĕркелесе тăракан
этем алли пур,
хуçа алли пур.
Кăвапама ĕмнĕ чух
анне сĕчĕ
çитмерĕ,
этем алли çитерчĕ.
Çут тĕнчене тухнă чух
пурнăç çулне
пĕлмерĕм,
этем алли кăтартрĕ.
Ши каяс чух,
ӳсес чух
атте ăшши
çитмерĕ,
этем алли ăшăтрĕ.
Сакăрвун сакăр сапакам пур,
юнсене хăвалакан хăватăм пур.
Аллă кăшăллăх авмалăх,
кĕр кĕреки кĕрлемелĕх,
хуçа чапне çĕклекен хăватăм пур.
Çивиттине эп сиртĕм те,
çич папкама кăлартăм та,
çут тĕнчепе паллашрăм та
çакна ăнлантăм,
анне кăкăрĕ те кирлĕ çав,
атте ăшшийĕ те кирлĕ çав.
тата çĕр хут та ытларах
этем аллийĕ кирлĕ çав.
Çĕр çаврăнĕ
тĕнĕлĕ тавра,
хам
пичкере йӳçсе çаврăнăп,
кĕрекере кăпăкланса
хăна пуçне çавăрăп,
этем ĕçне мухтаттарса
виçĕ çавра
юрă юрлаттарăп.
1973, пуш.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...