Пиллесемĕр, ватăсем!
Мĕнпур чăвашăн ваттисем!
Сăваплă мăн асаттесем!
Мухтав та чыс паян сире —
Пĕтмен-ха йăхăр тĕнчере.
Хăй çăкăрне хăех çиет,
Çынна валли те ун çитет.
Тĕлĕнтерет маттурлăхпа,
Татуллă вăл ытти йăхпа.
Тытмарăмăр ялан асра,
Паян шыратпăр пурсăра.
Паян уяртрĕ самана,
Суя тухса пырать чăна.
Тĕнчемĕр пăтрансассăн та —
Аваллăх чĕрĕлет унта.
Кĕтет сире те çав шăпа,
Килсемĕрех мĕн пур йышпа!
Курса йăпанăр хальхипе,
Танлаштарса авалхипе.
Юлсамăр хамăр хушăра,
Пире парсамăр ăсăра.
Йăшсах çитетпĕр-çке кас-кас.
Ăна епле сирсе тăкас?
Çапла пĕрле пулсассăн çеç
Кал-каллăн пырĕ пысăк ĕç.
Шăпах çав шухăш ертнипе
Сăмах пуçларăм сирĕнпе.
Сĕм авалтан паян кунччен
Чăваш мĕн-мĕн тӳсни çинчен.
Кĕрнеклĕ курăнтăр чăваш,
Çӳретĕрччĕ ялан вăш-ваш.
Эй, ватăсем, парсамăр пил.
Ан сӳнтĕр пирĕн хăтлă кил!
Сăмахăм юхтăр юрăхлă,
Килсе ан тухтăр урăхла.
Тăсма хистетĕр несĕлне
Асаттесен ĕçне-хĕлне.
Парсамăр ăс айван пуçа,
Парсамăр вăй айван куçа.
Эй, вут чĕлхеллĕ ăстасем —
Тăван сăмах асамçисем!
Вĕрентĕр чăн ăсталăха —
Сăмах витертĕр халăха.
Ыр ăс çутаттăр пуçăма,
Ыр кăмăл тыттăр чунçăма.
Эй, пиллесемĕр чĕлхене
Тăван сăмах асамлăхне!
Çав хӳтлĕх пуласса туйса
Тăратăп пуçăма тайса.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...