Телейсĕр çемьери пĕчĕк ача шухăшĕсем
Мĕншĕн пурăнатăп эп? Пĕлместĕп.
Пурăнмах çуратнă-çке мана.
Телей пур-ши? Эпĕ ĕненместĕп.
Ма куççуль тухать-ши яланах?
Юрату пирки тем калаçаççĕ.
Эп пĕлместĕп, мĕн вăл юрату?
Аттепе анне те ăнланмаççĕ,
Чĕрере, чунра та ырату.
Çынсене курсан куççуль юхать-çке —
Çав тери телейлĕ-çке вĕсем.
Пирĕн çеç килте ялан вăрçаççĕ,
Пирĕн çеç арканнă ĕмĕтсем.
Эпĕ тĕнчене килмен пулсассăн,
Тен,анне те хуйхă курас çук?
Тен, çавна пулах сывлать вăл ассăн
«Мĕншĕн качча килтĕм?» — тенĕ чух...
Тен, эп тĕрĕс мар шутлатăп пулĕ:
Аттепе аннен те айăп мар.
Вăл хăех çапла пуль, пурнăç çулĕ...
Шухăшсемшĕн, Турăçăм, каçар!
Ĕçмесен атте йĕркеллĕрех пек,
Эрехе пулах пуль вăл усал.
Ыррине кăна ĕмĕтленес-тĕк
Пăрахсамччĕ çак «хаяр туса»!
Эп килтен тухма та пит хăратăп
(Шăллăм урамра вылятăрах,
Эп унччен кăштах çемье сыхлатăп:
Аттепе анне ан вăрçчăрах...)
Кайăрах, туссем, выляс пулсассăн,
Урама ан чĕнĕр çеç мана.
Хирĕçӳ килте сиксе тухсассăн
Айăпли те пулăп эп кăна...
Темшĕн ак каллех килте вăрçаççĕ.
Чирлемех пуçларĕ ман чĕре.
Хирĕçни çеç мар-çке — тытăçаççĕ.
Ма хурлантараççĕ-ши пире?
Ан йĕрсем, аннеçĕм, ан хурлан-ха.
Усалли пирки те ан шутла.
Аттене ан чĕн-ха, ну лăплан-ха —
Усси çук-çке, ӳсĕр вăл ытла.
Ах, аттеçĕм, ку вăл эсĕ мар-çке!
Ман атте чĕресĕр пулас çук.
Ку эрех усалĕ халь санра-çке,
Ус курать санпа эс ӳсĕр чух.
Ма çапла-ши пирĕн çитмен пурнăç?
Ма пире йĕртет-ши ку шăпа?
Лăплансам, анне. Шанатăп, пулĕç
Пирĕн те кунсем хаваслăхпа.
Пит ан васкăр, эп те çитĕнетĕп.
Шăллăм та куллен патвартах.
Эп лапкаç пулма ĕмĕтленетĕп —
Ĕçлесе илесчĕ ытларах...
Эс лăплан, анне, ытла ан макăр.
Атте, эс те урса ан çӳре.
Пирĕн пурнăç çулĕ пулĕ такăр,
Юрату та пулĕ çемьере!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...