Вĕçленми кĕнеке


Тăван халăхăн икĕ пин çул хушшинчи кун-çулĕ тумхахлă та мухтавлă. Халĕ вăл уççăнрах та курăнса пырать. Мăн асаттесем II ĕмĕр варринче Алтай енчен Çурçĕр Кавказа çитеççĕ те кунта Сăвар, Ылтăн Пăлхар, Хасар патшалăхĕсем йĕркелеççĕ. X ĕмĕр тĕлне Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ вăй илет. Пирĕн йăх-несĕл кайран тутарпа вырăса тухма шутламан. Юлашки ĕмĕрсенче чăваш чунĕ çĕнĕрен вăй илчĕ. Унăн сасси тĕнчери халăхсем хушшинче илтĕнсех тăрать. Чăваш ачи уçлăха та çĕкленсе курчĕ.

Чăваш çыравçисем çак вăрăм тапхăра сахал мар сăнласа панă. Ку тĕлĕшрен чи малтан Н. Шелепи, И. Тăхти, Г. Тал-Мăрса, М. Юрьев, И. Петрова, К. Турхан хайлавĕсене асăнмалла. Хальтерех тухнă кĕнекесенчен Юхма Мишшин романĕсемпе паллă çынсем çинчен çырнă очеркĕсене уйрăмах палăртмалла. Б. Чиндыков, Н. Сидоровпа В. Сипет те чăваш сцени валли трагедисем хайларĕç. Аваллăха çутатса паракан сăвă ярăмĕсемпе халапсем чылай поэт пултарулăхĕнче тĕл пулаççĕ. Анчах кусем пурте уйрăм тапхăрпа уйрăм çынсем çинчен кăларнисем шутланаççĕ. Халăхăн кун-çулне пĕтĕмлетекен хайлавсем кирли сисĕне пуçларĕ. Капан пек пысăк çак ĕçре пĕчĕкçĕ кĕнекем кĕлте вырăнне пулмĕ-ши тетĕп.

Поэзи мелĕпе малашне Фирдоусин «Шахнаме» поэми пек пысăк калăплă хайлав та ăсталама май пур. Чăваш кун-çулĕпе ăс-хакăлĕ çинчен çавăн пек пысăк кĕнекесем çырмалăхах пуян та илемлĕ. Çак ĕç «аслă, çивĕч ăслă кĕнекеçĕсем» çине тиенет. Ун пеккисем тупăнасси иккелентермест ĕнтĕ. Вĕсене пирĕнтен пехил! Хальлĕхе вулакана хамăн пур-çук сăвă ярăмĕсене сĕнетĕп. Тӳр килсен вĕçленми кĕнекен çĕнĕ сыпăкĕсене те çырăпăр. Чипер çӳренĕ чухне мĕн çырнă пеккине йĕркене кĕртсе хăварни кирлех тесе шутларăм. Чăвашăн шăпине сума сăвакан вулаканăмăр та çакна кĕтет мар-и?

«Чăваш юрри» поэма пирки те малтанхи евĕрлех каламалла. Тăван юрă пуянлăхĕн илемĕ çинчен пайтах шухăша кайма пулать. Хам çырнине эпĕ пуçласа панă сăмах вырăнне кăна хуратăп.

Кĕнекене пичете хатĕрлеме Ирина (Эрине) хĕрĕм чылай пулăшрĕ. Уншăн ăна чунтан тав тăватăп.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: