Мĕн тăвас?


Ял варринче школ ларать,

Чӳречисем пит пысăк.

Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать,

Пĕтĕм урам пылчăк.

Тухса кĕме май çукран,

Аллисене хреслесе,

Школ çуртĕнче çамрăк çын,

Чунпа, ӳтпе чĕтресе,

Ларать пысăк шухăшпа.

«Епле пулчĕ-ши капла?

Иккĕмĕш çул вĕрентеп:

Çак тĕнчери этемсем

Нумай, тĕплĕ вĕренсен,

Ытти тăван çынсенчен

Чи маттури пулĕç, теп.

Ман сăмаха илтеççĕ,

Ик[кĕ]ленмесĕр ĕненеççĕ.

Ĕçин патне çитсессен,

Эп каланă сăмахах

Тĕп йĕрĕпех манаççĕ.

Эрех сиен кӳнине

Эпир пурте пĕлетпĕр.

Вăл этемĕн сывлăхне

Вăхăтсăрах пĕтерет,

Нуша пана укçине

Тĕпсер çĕре пытарать.

Ăна пурте пĕлеççĕ,

Ун сиенне сисеççĕ,

Анчах эрекне ĕçме,

Ялĕпелех кӳпеççĕ.

Вăл темĕнтен хаклă-мĕн:

Унпа ĕçсем тăваççĕ;

Старостана кĕрекентен

Витре эрех ы[й]таççĕ.

Вăл витрине парсассăн,

Ухмахне те суйлаççĕ.

Вара пĕлмен старости

Ялин ĕçне пăтратать.

Епле ĕçе епле май

Тума пĕрре те пĕлмест.

Ялĕ сиенне курать,

Хăй старостине хурлать;

Анчах пĕтĕм айăпĕ

Ял çинчине хăй пĕлмест.

Ялан йăла çак пултăр,

Улăшу-тăву ан пултăр,

Тесе пĕри шухăшлать те,

Тепĕр ăсли, ыр çынтан,

Патша Пух[ăв]не кайнăшăн,

Эрек ытма тытăнать...

Ах, турăçăм! ыр турă!

Ку çын мĕнле ĕç турĕ?

Шухăшлама пĕлет-ши?

Хăйĕн савнă эрекне

Ĕçме пăраха пĕлет-ши?..»

Çапла школăн çуртĕнче

Çамрăк ача шухăшлать.

«Эп каланă сăмаха

Халăх час-часах илтет,

Анчах ялан кăлăха

Ман сăмаха кăларать»,

Тесе ача шухăшлать.

Ик çул ĕнтĕ вĕрентет

Вăл çак тĕттĕм халăха;

Хăй куççулне шав шăлать

Ырхан, хытнă аллипе...

Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать,

Пĕтĕм çĕре йĕпетет

Çанталăкĕ пит тискер;

Йĕпе сивĕ çил вĕрет...

Мрилерен1 темĕскер

Хытă сасăпа мĕкĕрет:

«Ан йĕр, ача, эс ан йĕр,

Малалла та хыт тăрăш,

Ху тăванна — хресчене

Тĕттĕмрен тухма пулăш...

Санăн çулă2 пит тĕрĕс,

Эсĕ пĕр[т]те аташман...

Ялан унпа пырсассăн

Усăсăрах тăрăшмăн»...

 
1 Мăрьерен
2 çулу

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: