Тав сана, аннеçĕм


Пĕкечеллĕ сăпкара

Юрласа сиктернĕшĕн,

Пĕчĕкрен ачашласа

Юратса ӳстернĕшĕн —

Тав сана, мухтав сана,

Пул телейлĕ яланах!

 

Алхассан, харсăрлансан

Чарнăшăн, ятланăшăн,

Çӳреме çунат парса

Тĕнчене кăларнăшăн —

Тав сана, мухтав сана,

Пул хисеплĕ яланах.

 

Хĕвеле, çĕре, шыва

Пуç тайма вĕрентнĕшĕн,

Халăха та çĕршыва

Юратма пилленĕшĕн —

Тав сана, мухтав сана,

Пурăн çăлтăрпа танах.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Шанчак (2013-08-19 14:03:48):

Анне санарне пите хухем калаплана автар. Амашне чунтан хисеплекен, юратакан сын кана сапла сырма пултарать тесе шухашлатап эпе. Пите пысак тав автара.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2013-08-21 18:14:04):

Сирĕн аннӳ Сирĕнпе мухтанма пултарать.Тавах ăна!Сăвă чуна тыткăнлать,çунат хушать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: