Менелник умĕн
— Халь техника тем тума та çитет, — тавăратчĕ Лев Петрович.
— Çитет, — йĕкĕлтесе илет ветврач. — Атом вăрçи пулсан, вилĕ япала вăл. Ăна шывпа тапратаймастăн. Тăшман чи малтан машинăсене горючисĕр хăварма тăрăшать.
— Лаша чĕрех юлать-и тата?
— Лаша вăл — ялта. Ял кирлĕ мар тăшмана. Ялăн ĕçлес пулать, ялăн çĕршыва тăрантармалла, — хирĕçлет старик. Çав самантра ăна чăнласах пĕтĕм çĕршыв пуласлăхĕ хумхантарать, старик ятлаçать, чĕререн пăшăрханать.
— Çӳлерех çыр эс, — юĕнет Лев Петрович.
— Мансăрах ăслисем нумай унта. Семен Михайлович Буденный хӳтĕлекелет-ха лашасене. Стариксем çав эпир, итлесшĕн мар пире. Стариксем...
Кайран, пенсие тухсан, «Каракуль» рысакне вăл МТСа парнелерĕ. Ун чухне директорăн çăмăл машина пурччĕ, те конюх тытса усрас мар тесе, тепĕр çултанах рысака сутса ячĕç. Старик пĕр виçĕ çул юнăхса çӳрерĕ, МТСа пырса та курмарĕ. Кайран, МТСа пĕтерсен, тĕрĕс турĕç тесе савăнчĕ, МТС çумĕнче хăй ветврачра ĕçленĕ тапхăра та «ухмахла тапхăр» терĕ; мана, аллă çул ветврачра ĕçленĕ çынна, вилĕ техника çумне кăкарса хурасшăн пулчĕç. Намăс, ачасем, намăс, терĕ.
Вăрçкаларĕ, вăрçкаларĕ те лăпланчĕ. Ăçта каян тата, механизаторсем патне каймасан? Вăл вĕсен поселокĕнче пурăнать, ăна МТС хваттер панă. Сайра хутра старик ветеринари станцине кайкаласа килет, вара тепĕр тапхăр савăнăçлă çӳрет.
— Çăмăлланчĕ ĕçлеме ветеринарсене. Колхозсенче халь апат тулăх. Эй, хам ĕмĕрте пайтах çакса таратнă выльăха сыватнă. Пайтах. Халь пулсан еплерех ĕçлемелле эп.
Выльăх тухтăрăсене вăл этем тухтăрĕсенчен ăслăрах тесе шутлать, врачсене «экскулап» тесе вăрçать.
— Чирлĕ этем вĕсене хăй чĕлхипе каласа паратъ, вĕсем тепĕр чухне тĕрĕс диагноз лартма та пĕлмеççĕ. Выльăхăн чĕлхи çук, анчах ку таранччен эп пĕрре çеç тăрĕс мар диагноз лартнă, ытти чирсене йăлтах тĕрĕс пĕлнĕ.
— Мĕнле тĕрĕс мар диагноз? — ыйтнăччĕ Лев Петрович.
— Пĕр ухмах тимĕрçĕ лаша урине ашĕ çине çапса таканласан. Лаша урнă пулĕ, терĕм, мана пата та ямасть. Тапать, çыртатъ. Персе пăрăхмалла пулчĕ.
— Кайран епле пĕлтĕн?
— Пĕлтĕм. Чăн-чăн тухтăр вăл юмăçран та вăйлă.
Андрей Ермолаевичăн мухтавĕ — кĕнекесем. Вĕсем унăн тепĕр районти библиотекăран та нумай: тăватă пысăк шкаф, урайĕнчен маччана çити икĕ çӳлĕк. Кашни эрнерех вăл кĕнеке магазинне утать, почтăпа çырăнса илет. Кĕнекисем унăн тĕрлĕрен: Маркс, Энгельс, Ленин, Сталин сочиненийĕсем, тĕнчипех чапа тухнă писательсен кăларăмĕсем, ялхуçалăх литератури. Кивĕ интеллигенцие вăл ырлать, çамрăккисемпе «çăвăр автан» тесе ятлаçать. Имĕш вĕсем, виçĕ пуслăх пĕлеççĕ те, çынсене пилĕк пуслăх вĕрентме тăрăшаççĕ.
Андрей Ермолаевич питех те ырă кăмăллă, палламан çын пырсан та апат лартмасăр ямасть. Хăйне кăна шел, ватлăха пĕччен ирттерет. Хавшарĕ ав, ытла та хавшарĕ, — ассăн сывлать Лев Петрович. Каярахпа, мĕн хушăра çывăрса кайнине те сисмест.
4
Ирхине Тая çăмарта ăшалать, каллех сăмавар лартать. Тул çутăласси катара, анчах Лев Петрович мастерскойне ирех кайма хăнăхнă, паян ачисене те шкула хатĕрлесе ярас пулать, хăйĕн те ĕçе васкамалла.
Андрей Ермолаевичпа Лев Петрович иккĕшех ирхи апат çиеççĕ. Ачасем вăранман-ха.
— Левушка, шăматкун ман пата пырăр.
— Санăн çуралнă кун ун чухне. Манман-ха эпир, пырăпăр.
— Сакăрвун саккăр тултаратăп.
— Аптрамастăн-ха халь. Шăлусем те иккех ӳкнĕ.
— Пурăнасчĕ, Левушка, вилес килмест. Пурнăç çулран-çул юсанса пырать. Çынсем пурăннине курас килет.
— Тая эрнекун пулăшма пырать.
— Пытăр çав. Çавна каласшăн.
Андрей Ермолаевич апат çисе чей ĕçнĕ хыççăн тав тăвать, Тая аллине чуптăвать, кĕсйинчен кăларса уçă тыттарать.
— Эп килте пулмасан, хăвах уçса кĕр. Виçмине уяв пекки ман. Ыран каçхине кăштах апат-çимĕç хатĕрлеме пулăш, Тая.
— Хăв ĕçместĕн. Камшăн хатĕрлес?
— Хăвăр пыратăр. Ветстанцинчен икĕ мăшăр, сирĕн директора чĕнес. Кам ыр сунать старике — пырĕç.
Вĕсем Лев Петровичпа урама тухаççĕ. Çаплипех шартлама сивĕ тăратъ. Тӳпе ярах уçăлса кайнă, таçти вĕçĕмсĕр уçлăхран килекен сивĕ те йăлтах çĕр çине аннăн туйăнать.
— Ан ман, Левушка. Кĕрсе тухкала, — алне парать Андрей Ермолаевич.
— Шăматкун, Андрей Ермолаевич.
5
Эрнекун каçхине Лев Петрович Шупашкартан кая юлса çитрĕ. Шофер ăна тӳрех килне леçсе хăварчĕ. Пӳрте вăл пысăках мар чăматан çĕклесе кĕчĕ. Вовка кăна-мĕн.
— Аннӳ ăçта? — ыйтре вăл унран.
Кĕнеке тытса ларнă ывăлĕ çĕкленчĕ, хăй пĕлекен хыпара пытармасăр пĕлтерчĕ.
— Андрей Ермолаевич вилнĕ. Анне унта.
Лев Петрович аллинчи чăматан çĕре татăлса анчĕ.
— Епле вилнĕ? — ыйтрĕ вăл тĕлĕнсе.
— Ватăлса вилнĕ, — тавăрчă ывăлĕ.
— Çуралнă кунĕ ун ыран. Парне илтĕм эп ун валли. Кролик тĕкĕнчен çыхнă свитер, сурăх тирĕнчен çĕленĕ ăшă пушмак.
— Анне çана çитсенех пыма хушрĕ.
Лев Петрович урайĕнчи чăматана çĕклерĕ, ăна лартса хăвармасăрах пӳртрен тухса ыткăнчĕ.
Çанталăк çемçелнĕ ĕнтĕ. Тӳпене кăвак пĕлĕтсем сырса илнĕ. Çил те тухнă. Вăл йывăç турачĕсем, пралуксем çинчи паса çĕре тăкать. Çул хытти те çемçелнĕ. Лев Петрович юпасем çинче çакнă лампочкăсем çутинче хăй килнĕ машинăн йĕрне курса кайрĕ.
Сакăр хваттерлĕ çурт патне çитсен кăна чупма чарăнчĕ, сывлăшне çавăрса ячĕ. Аялти хутри алăка питĕрмен, унтан сас-хура илтĕнет, анчах сăмахĕсене уйăрма çук. Сахал килнĕ-и кунта Лев Петрович? Кашни уявра тенĕ пек пулнă. Тăван та мар вĕсем, пĕр-пĕринпе паллашнă та уйрăлман урăх, тăванран та çывăх пулнă.
Вăл алăка тĕксе уçрĕ. Тăксĕм те пĕр кантăксăр пӳлĕмре лампочка саррăн тĕлкĕшсе çунать. Çынсем зала пухăннă. Лев Петрович малтанах Тайăна асăрхарĕ, унтан Андрей Ермолаевич кӳршине, трактор бригадин бригадирĕ пулнă Петр Григорьевича, унăн арăмне Анфиса Васильевнăна курчĕ. Çӳллĕ те хытанка Анфиса Васильевна Лев Петрович кĕрсен сăмахне тепĕр хут çирĕплетрĕ:
— Кăнтăрла кроликĕсене тухса апат панине хам куртăм.
Лев Петрювич çапла ăнланчĕ: Тая пырса кĕрсен пӳлĕмре никам та пулман иккен. Шала, Андрей Ермолаевич çывăракан пӳлĕме, кĕме хăйман вăл. Люсьăпа Петя амăшĕ патне килсен аташкаласа шалти пӳлĕме кĕреççĕ те каялла чупса тухаççĕ.
— Анне, Андрей мучи те килтех, çывăрать, — теççĕ.
Тая чĕри тин сиссе илет. Кĕрет те: Андрей Ермолаевич хытнă та ĕнтĕ, пуçелĕкĕ умĕнче кăна пĕчĕк кĕленче выртать. Те эмел ĕçсе вилнĕ, те чирлесе?
— Акă, — терĕ Тая, — сĕтел çинче сан валли çыру выртать. Конвертне çыпăçтарнă, уçас темерĕмĕр.
Лев Петрович çырăва уçрĕ, Андрей Ермолаевич почеркне палларĕ.
«Левушка, тусăм! Манăн юлашки ыйтăвăм çапла: хăв аçуна пытарнă пек пытар мана. Эп сана хам ывăлăма юратнă пек юратрăм, халь те юрататăп. Анчах çĕр-анне — ĕмĕрех хыт кукар карчăк — малтан вăл пире пурне те çуратса пăхса ӳстерет, кайран хăй патне илет. Тупăкне, Левушка, юманран тутар, часах çĕрсе кăям мар, палăкне эс хăв аллупа ту (ку енĕпе эс ăста, сахал мар çынсене ыр турăн). Тупăкăма трактор çуни çине лартса илсе кайăр. Халь тинех ăнлантăм: тĕнчере паян выльăх мар, техника хуçаланать. Пытарсан, виçĕ хутчен пăшалтан перĕр. Эпĕ — полковник, вунпĕр çул вăрçăра ирттертĕм. Апла пулсан, эп — салтак, мана та салтак пек пытарăр.
Карпэнт туа пома нэпотэс, тенĕ латынь, е вырăсла куçарсан: плоды твои внуки поделят, тени пулать. Эсĕ манăн ывăлăм, манăн пĕтĕм япала санăн. Хваттере, май пулсан, районти ветеринари музейĕ тăвăр. Кунта ялхуçалăх литературин библиотекине хăвар, унтах — районти ветеринари историйĕ. Ытти кĕнекисене хăв патна куçарса кай. Мана пытарнă чух укçана ан шелле, перекет кассинче çителĕклех. Юлашкипе ача сачĕ валли никĕс хывăр, туса пĕтермелĕх патшалăх укçа парĕ.
Больницăна касма илсе ан кайăр. Вĕсене хамах диагноз лартса паратăп: недостаточяая деятельность миокарда е тата пуç мимине юн кайма пултарать.
Халăхшăн пурăнтăм, Левушка, халăхпа пытарăр. Сисетĕп: аннемĕр-çĕр чĕнет мана. Ак менелнике ирттерĕпĕр, сана çак çыру ăçта выртнине ун чухне калăп. Эп вилсен уç эс ăна. Ан макăр. Малашне те хăвах пул: эс пуçаруллă, эс талантлă, сана калама çук телейлĕ пурнăç кĕтет. Аудентэс фортуна адьюват — хăюллине шăпа та пулăшать. Ĕçре эс яланах хăюллă, малашне те çавăн пек пул.
Усалпа ан асăн. Çуркунне вилтăпри çине чечексем акса хăвар, пĕр хурăн ларт. Ваттисем хурăн лартма хушман, анчах маншăн хурăн Тăван çĕршыв пек туйăнать. Телейлĕ эп. Ют çĕршывсенче те пултăм, ун чухне мана вилĕм тивмерĕ. Халь тăван çĕрте выртăп.
Пурте сыв пулăр.
Е. Е. Ермолаев».
— Мейĕр, вулăр, — терĕ вăл, юхса аннă куççуль тумламĕсене шăлса. — Эх, Ермолайч, Ермолайч... Эп сан валли парне илсе килтĕм. Ма пурнас мар сан хăвăн менелникуччен?!
— Темскерле эмел ăçсе вилмен-ши вăл? Кĕленчине тухтăрсене кăтартас, — терĕ Петр Григорьевич.
— Коньяк вăл, — тавăрчĕ Лев Петрович. — Манран та пытараттăн хăв чирне, анчах эп пĕлеттĕм.
— Епле коньяк? — чăтаймасть кӳрши. — Вăл пилĕк çул эрех сыпмасть.
Чăтаймасть Лев Петрович калаймасăр:
— Ĕмĕрне эмел ĕçмен вăл. Коньяка чĕрепе аптрасан сыпкăмшар сыпнă. Ăнлантăн-и? Ку хутĕнче, ав, ĕлкереймен. Пурнатчĕ атту.
Андрей Ермолаевич Петр Григорьевича хисеплеменнине пĕлет вăл. Вĕсене хыт кукар пулнăшăн, кашни пус укçана перекетленĕшĕн кăмăлламастчĕ старик.
— Çавах тухтăрсене кăтартас.
— Кăтартăр ара, — тесе Лев Петрович тухса каять.
— Ăçта каян эс? — чарма хăтланать Тая.
Инженер Вася бугров слесаре кайса чĕнчĕ, мастерсскойра вĕсем иккĕшĕ çур çĕр çитичченех ĕçлерĕç: хулăн тимĕр листисем касса хучĕç, ирхине ирех пырса палăка электросваркăпа çыпăçтарса тухрĕç, вĕçлекине çăлтăр касса лартрĕç, сарларĕç.
Хăй хушша хăварнă пекех пытарчĕç Андрей Ермолаевича. Хĕрлĕ бархатпа витнĕ юман тупăка трактор çунапа туртса пычĕ, салхуллă кĕвĕ калакан оркестр сасси мотор шавĕпе хутшăнса керлерĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, сунарçăсем пăшалтан виçĕ хут печĕç. Чечек кăшăлĕсен шучĕ те çук: КПСС парти райкомĕнчен, райĕçтăвкомран, колхоз правленийĕсенчен, районти хаçат портретпах некролог пичетлерĕ. Халăх пасарти пекех кĕшĕлтетрĕ. Хуларан та, таврари ялсенчен те пухăнчĕç. Пурăннă чух, юлашки çулсенче ун патне никамах та çӳремерĕ. Халь, ак, вилсен кăна халăх епле ырă çынна çухатнине туйса илчĕ, хăйне çак вилĕмшĕн парăмри пек туйрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...