Асаплă сăмахсем
Хăш-пĕр вĕренекенсем географипе историе начар пĕлеççĕ.
Хаçатсенчен
Амăшĕ сĕтел хушшинче пуçне хыçкаласа ларакан ачи çине шывланнă куçĕсемпе пăхать:
— Йывăр-и-мĕн вĕренме?
— Йывăр, анне! Мĕн вĕренни пуçран тухсах пырать, — терĕ ача картишĕнче юлташĕсем шавланине итлесе.
— Ан хăра! Испытанире лайăх калатăн.
— «Лайăх» теме аван сана. Калаймасан вара?
— Çуркунне калайманнине халĕ калатăнах ĕнтĕ. Тепĕр класа куçатăнах.
— Çук, куçаймастăп пулĕ, аннем.
— Ан хăра. Авă сан кĕнекӳсем мĕн чухлĕ.
— Эсĕ, анне, манран çак кĕнекесем тăрăх ыйт-ха! — тет ача амăшĕ çине ачашшăн пăхса.
— Ыйтма пĕлĕп-ши?
— Пĕлетĕн. Пĕр-пĕр кĕнекине уçса хур та мĕн тухнине вуласа ыйт. Эсĕ хăш кĕнекерен ыйтнине пĕлмелле ан пултăр тесе эп сан еннелле çурăмпа çаврăнса ларăп, пăхмăп.
— Ну, юрĕ, — терĕ те амăшĕ пĕр кĕнекине уçса хучĕ. Вăйсăр куçĕсемпе чылайччен пĕр тĕле пăхса ларнă хыççăн: — Кам пулнă вăл Желябов? — тесе ыйтрĕ куçне кĕнеке çинчен илсе.
— «Кам» мар. «Мĕн». «Желябов» вăл — Атăл тăрăх çӳрекен пăрахут ячĕ. Нумай пулмасть Сĕнтĕрвăрринелле кайрĕ...
— Çапла пулĕ, — терĕ амăшĕ кăмăллăн килĕшсе. — Пĕлетĕн пулсан кĕнеки тăрăх тĕрĕслемесен те юрĕ. Ак тата «Гапон» тенĕ кунта. Кам пулнă Гапон?
— Гапон? Гапон мар, купон пулĕ. Облигаци купон пулать.
— Тен, аплах та пулĕ. Куçлăхсăр кураймастăп çав. Куçлăх илсе килес-и?
— Ан илсе кил. Ку çăмăл ыйту. Йывăртараххине пар.
— Рио-де-Жанейро мĕн вăл?
— Вăл-и? Китай генералĕ.
— Ак тата тепĕр çĕртен. Мĕн вăл Фурье?
— Утрав ячĕ. Инди океанĕнчи мăн утрав, çапла-и?
— Çапла пулĕ. Мĕнле кĕнеке çине пăхнă чухне вулаймарăм? Кала-ха тата: мĕн вăл Тасмани?
— Тасмани-и? Лермонтовăн «Пирĕн вăхăтри герой» произведенийĕнчи хĕрарăм. Ах, анне, пит илемлĕ хĕр пулнă тет вăл Тасмани. Хамăр шкулти Таньăран та илемлĕрех пулнă пулĕ тесе шутлатăп.
Амăшĕ ачи çине чылайччен юратса пăхса тăчĕ. Унтан тепĕр ыйту пачĕ:
— Халĕ мана Парагвай çинчен каласа пар.
— Парагвай. «Кай» сыпăкпа чăваш поэчĕсен ячĕсем вĕçленеççĕ. Парагвай — чăваш поэчĕ. Поэма сыпăкĕсем çырать.
— Пĕлетĕн пулсан кĕнеки çине пăхмастăп та. Мĕн вăл Алма-Ата?
— Эпир унта çитеймен-ха, анне.
— Аха. Цейлон мĕн тата?
— Цейлон тесе тинĕс çинчи вăйлă çил-тăвăла калаççĕ. Смерч тесе...
— Китайра мĕнле шывсем юхаççĕ?
— Миклуха-Маклай, Яунзем...
— Хăçан пулнă Пелопоннес вăрçи?
— Белопаннэс... Бело-пан — поляк улпучĕ... Шур поляксен вăрçи 1918—1919 çулсенче пулнă.
— Кам вăл Прудон?
— Планета.
— Кала-ха: мĕнле тусем пур Вăтам Азире?
— Ху-малай, Мăн-план, Курак-Кум.
— Оренбург ăçта?
— Оренбург-и? Оренбург Мускавра пурăнать. Вăл писатель.
— Алла мар пулмалла, — тет амăшĕ кĕнеки çине пăхса.
— Эсĕ мана арпаштарса яма ан хăтлан-ха, аннеçĕм! Çаплах вăл. Кӳр-ха кĕнекӳне, хам пăхам.
Ачи кĕнеки çине пăхать, тути унăн чĕтрет.
— Пĕтĕмĕшпех арпашса тулчĕç. Вĕçĕ-хĕррине шуйттан та тупас çук. Эп луччĕ урама каятăп.
Амăшĕ ерипен ура çине тăрать, пуçне сулласа илет те вăрăммăн сывласа:
— Асаплантараççĕ çав ачасене! — тесе хурать.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...