Çурçĕр иртсен
Çу уйăхĕ каçсенче
Çурçĕр иртсе кайнă чух,
Автансем те авăтса
Йăлт чарăнса ларнă чух
Çанталăк тĕлĕнмелле
Лăпах пулса тăп тăрать!
Этем сасси ун чухне
Анчăк сасси илтĕнместь,
Çил кашлани туйăнмасть!..
Çу уйăхĕ каçсенче
Çу пек çемçе, ачаш каç
Ăшă, тутлă, уç сывлăш
Хумханмасăр тĕлĕрет.
Çулçисене чух йăтса
Лăпсăр йăмра йывăçсем
Тĕлĕнсе шухăшласа
Кашламасăр лараççĕ!
Авăс çулçисем анчах
Каçхи тĕнче шăплăхне,
Тĕлĕрекен сывлăшне
Кăшт вăрантарас тесе,
Шĕлтĕртетсе сикейсе,
Чĕлтĕртетсе лараççĕ!..
Карăш тапса авăтать
Нӳрлĕ курăк ăшĕнче,
Ешĕл калча хушшинче.
Хура вăрман хĕрринчен
Лӳ-лӳ тапхăр çил анать,
Тутлă шăрăш сарăлать!..
Çил те кăштах вĕрейрĕ,
Юратакан çамрăксен
Чечен, ачаш питсене
Çемçен кăштăр шăлайрĕ!
Çу уйăхĕ[н] тут сывлăш[ь]
Кăштах сĕртĕннипеле
Çамрăк чунĕ çемçелчĕ,
Юрату юн вĕрерĕ!
Лапсăр йăмра кашларĕ:
Хăй шухăшлă лăпсăрне
Ерипе кашлаттарса,
Час çут хĕвел çуталса
Тухассине систерчĕ,
Юратакан чунсене
Киле кайма пĕлтерчĕ!
Çунаттипе хыт çапса,
Шарт-шарт! туса харăссăн,
Ял автаньсем авăтрĕç;
Тĕлĕрекен сывлăш та
Вăранмашкăн тытăнчĕ. [...]
Хĕвелтухăç хĕрелчĕ,
Ун малтанхи çутисем,
Вăйлă çутă па[йă]ркисем,
Пĕлĕт тӳпине ӳкрĕç,
Уйăх йăлт сăнран кайрĕ...
Çĕнĕ пурнăç хускалчĕ,
Ун вĕçĕ те курăнмасть,
Шухăшласан — ăс çитмест!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...