«Шӳт»
Инкек! Ни вĕлермест, ни чĕрĕлме памасть — нимĕç осколокĕ чĕререх ларать. Врачсем кăларма юрамасть теççĕ. Çавна пула кашни виçĕ уйăх урлă районти кардиологсем патне килетĕп. Паян та акă кĕрсе тухрăм та, вăхăта кĕскетес тесе, больницăран тӳрех столовăйне утрăм. Манăн автобусĕ сехет çурăран тин каять-ха.
Эпĕ апатланса пĕтернĕ вăхăта ман сĕтел патне сухал пусса кайнă вăтам пӳллĕ çын пырса тăчĕ. Çийĕнче тĕсне çухатнă, çанни вĕçĕсем ситрелсе пĕтнĕ кивĕ кăвак фуфайка; хыçĕнче çавнашкалах пысăк мар кутамкка.
— Аркадий Фролович, эсир-çке ку! Аван-и? — терĕ ал парса. — Эпĕ шăпах пĕр-пĕр палланă çынпа тĕл пуласшăн хăшкăлса çӳретĕп. Акă, тупăнчĕ те! — тутисене култарчĕ палламан çын.
— Салам, салам! Çулу ăнса пыни лайăх-ха вăл, — тетĕп хирĕç ал парса. — Мана атте ячĕпех чысласа чĕнетĕр пулсан, тем тесен те эпĕ эпех пуль çав, — куланçи тăватăп ăна хирĕç.
— Эсир ав çаплах шӳтлетĕр, Аркадий Фролович. Ĕлĕкхи пекех тăратăр, сахал улшăннă. Эпĕ акă сакăр çул харамра ирттертĕм. Саккăрăшне те хытă режимра... — ассăн сывларĕ вăл. Пырĕнче тем хăйăлтатса, хăрăлтатса кайрĕ.
Эпĕ тин çеç çак сухап пусса кайнă çын пирĕн ĕлĕкхи колхоз председателĕ иккенне тавçăрса илтĕм. Чĕрене тем пăчăртаса кайрĕ.
— Виталий, нивушлĕ ку эсĕ?
— Эпĕ. Эпĕ, Аркадий Фропович. Тинех палларăр, спаçипă. Ларăр-ха, эпĕ часах килетăп, — терĕ вăл, кутамкине хывса, салтăнмалли пӳлĕмелле утнă май. Эпĕ, вăл килессе кĕтсе, чылаях лартăм. Туртма та тухрĕ пулас. Çав хушăра манăн куç умне эпир унпа правленире юлашки хут тĕл пулни шуса тухрĕ.
Вăл çулсенче тырпул енчен хĕсĕкчĕ. Ялти интеллигенцине уйрăмах йывăрччĕ. Магазинра çăкăр таврашĕ сутмастчĕç. Çăнăхне те çити-çитми сайра-хутра илкелесе килетчĕç. Пасарта çӳреме аякра тата тыррисем те унта магазинринчен нумай хаклă. Пасарне каясах тесен, лашине çыртарса илме, бригадир патне е правление темиçе хутчен чупас пулать. Транспорт енчен питĕ чăрмавлăччĕ.
Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май манăн Уçтине çăнăх пĕтсе килни çинчен çине-çинех чĕвĕлтете пуçларĕ. Çитменнине тата Çĕнĕ çула килес хăнамăрсем те пур.
Мĕн калас? Çăкăрсăр пĕр апат та иртмест. Тĕп çиме çавă. Ав ачасем мĕнлерех сатур ӳсеççĕ! Пиçнĕ апат-çимĕçне сĕтел çине парса кăна ĕлкĕр.
«Эх, — тарăхатăп хам ăшăмра, — парсан — параççĕ, памасан — çук. Каятăп правление. Виталий хамăр çын, хута кĕме тивĕçлĕ. Пиллĕкмĕш класран пуçласа аттестат иличченех, кутăн вăкăра мăйракинчен сĕтĕрнĕ пек, сĕтĕрсе пытăм. Ăна çын çине кăларасшăн сахал вăй хунă-и?.. Эпĕ хĕсĕке юлнине ăнланĕ, пулăшĕ... Паллах, колхозĕн те тырри-пулли ишĕлсе-тăкăнса тăмасть. Çапах та манашкал аптраса çитнисене шăпăрттин кăна пулăшаççĕ, пасар хакĕпе çыркаласа параççĕ. Ара колхозне те укçи-тенки кирлĕ-çке, — шутлатăп хам тĕллĕн. — Тепĕр тесен, çуллахи каникул вăхăтĕнче арăмпа иксĕмĕр те тăтăшах у ĕçлерĕмер. Ачасем те чĕкĕнтĕр çумласран пушанман. Укçи халĕ те-ха эртел кассинче выртать. Хирĕçлесе тăма сăлтавĕ те çук пек».
Декабрĕн юлашки кунĕнче ирех, халăх пуçтарăниччен, правление çитрĕм.
— Виталий Васильевич, ачам — пăшăлтататăп председателе хăлхинчен, — çăнăх пĕтсе çитрĕ, чăмламалли çук, — алăпа мăйран сĕрсе кăтартатăп. — Пулăш, ачам! Ютра шыраса çӳреме вăхăчĕ те, транспорчĕ те çук. Шкулĕпе пĕрлех обществăлла ĕçĕ те мăй таранах, ху пĕлетĕн. Пĕр центнĕр турă çырса парсан тем пекехчĕ. Хăвăра йывăр пулсан, эппин... Çур центнер та çитĕ. Вĕçне çитрĕмĕр, ырана валли те çук.
— Пĕр центнер тулă тетĕн-и? — хирĕç пăшăлтатрĕ Виталий.
— Ара, тăванăм: çыр центнерĕпех! — хытах, сасăпа калаçнă пекех, пăшăлтататăп.
— Хă, — терĕ вăл тутисемпе тем чăмланă пек туса. Унтан йĕри-тавра кăн-кан пăхкаласа илчĕ те: — Çĕнĕ çул икерчи пĕçерме крупчаткă кирлĕ мар-им? — хăлхаран пăшăлтатрĕ.
— Эсĕ мĕн? Ан тĕлĕнтер! — тетĕп. Те савăннипе, те ĕненес килменнипе куçсем куçпăх çинех тухса ларчĕç. — Çыр, пепкеçĕм, çыр! Укçине хăвăр пĕлсе тытса юлăр. Манăн ăçтан илсен те тӳлемелле.
Вăл бухгалтера пӳрнисемпе кăчăк туртрĕ те, ман енне куçĕсемпе кăтартса, мĕн çырмаллине ăнлантарса пачĕ. Лешĕ самантрах распоряжени майлаштарчĕ. Председатель вуласа тухрĕ, сулахай кĕтесне урлă каçа хĕрлĕ чернилпа ал пусса, тăватта хутлатрĕ те мана тыттарчĕ.
Савăнтăм. Чĕре ыратнине мантăм. Спасибо, Виталий! Урасене çĕре лектерми килелле васкатăп. Уçтине мана икĕ портфельпе урамра кĕтсе тăрать. Иксĕмĕр те шкулалла вĕçтеретпĕр. Вăл пуçламăш шкулта, эпĕ аслă классенче вĕрентетĕп. Кая юлас марччĕ! Пирĕн телее, конюхра ĕçлекен хамăр кӳршĕ лашапа хăваласа çитрĕ.
— Ларăр, шкул умне антарса хăваратăп! — тет.
— Вăт спасибо! Итле-ха, çывăх кӳршĕм, каçхине, ĕçрен ĕшенсе килнĕ хыççăн, кăштах сыпма кăмăл çук-и?
— Пит аван пулĕччĕ, — сасăсăр анчах кулса илчĕ вăл.
— Апла пулсан, акă сана распоряжени. Лаша ху аллунта. Паянах ил те пирĕн çенĕке кĕртсе хур. Çăра уççи алăк çинчех. Анчах та шавласа ан çӳре. Каçпа пыр, кĕтетĕп.
Мăшăрăма распоряженипе мĕн илмеллине каласа патăм та, вăл çăварне ейсех пăрахрĕ.
Уроксем хыççăн шкултан таврăннă май:
— Каçхи апата крупчаткăран аш кукăлĕ пĕçерер-и? — тетĕп Уçтинене.
— Çук, — хирĕçлет вăл. — Кукăль чăрмавла, вăхăта нумай илет. Куратăн-и, манăн портфельте тĕрĕслемелли тетрадьсем мĕн чухлĕ? Паян куймак пĕçеретпĕр. Сĕт-çу çителĕклĕ, хăйма та пур. Ыран, çĕнĕ çул ячĕпе, крупчаткăран аш кукăлĕ пĕçерĕпĕр, чăх яшки лартăпăр. Эпĕ ĕнтĕ Клавдия Степановнăна хăнана чĕнтĕм.
— А эпĕ Василий Павловичпа Виктор Ивановича мăшăрĕсемпе пыма каларăм, — хăпартланатăп.
— Питĕ лайăх! — савăнăçлăн чĕвĕлтетет манăн чĕкеçĕм. — Эсĕ, Аркадий, чăн-чăн телепат: манăн шухăшсене пĕр йăнăшмасăр вулатăн. Çĕнĕ çула хамăрăн çывăх юлташсемпе пĕр савăнса палăртар-ха!
Çула май, почтăна кĕрсе, арăмăн амăшне «хытах кĕтетпĕр» тесе тепĕр хут тепеграмма патăмăр. Килччĕрех, савăнччăр пирĕнпе пĕрле!
Иксĕмĕр те шап-шурă, юр пусса кайнăскерсем, картишне «шкул вальсĕн» кĕввипе çаврăнса кĕретпĕр. Çенĕк умĕнче ачасем тăраççĕ.
— Ма тулта шăнса тăратăр? Уçкăч тупаймастăр-и е çăнăх миххисене куçараймастăр-и? — савăнăçлăн шавлашатăп.
Çенĕк алăкне туртса уçрăм та... Хам куçăмсене хам та ĕненместĕп: пирĕн пĕчĕк çенĕке пуç чикме çук, урайĕнчен те мачча таран ыраш улăмĕ тултарса хунă.
Акă сана кукăль!
Уçтинене тепĕр кун ирех больницăна леçрĕм. Хĕллехи каникул иртичченех ăна психотделенире тытрĕç.
Тата виç-тăватă уйăхран, çуркунне, Виталипе унăн шайкине тăрă шыв çине кăларчĕç. Колхоза пысăк сăтăр тунăшăн ответ тыттарчĕç, япалисене конфискацилерĕç...
— Аркадий Фролович, пĕлетĕр-и? Çиес килет. Поездпа питĕ вăрах киптĕм, ывăнса та çитрĕм, тăкакланса та пĕтрĕм, — уççăнах каларĕ вăл, мана хирĕç вырнаçса. — Кĕсйĕрте пулсан, пулăшăр. Нумай мар, вăрах кĕттермĕп.
— Çумра кивçен памалăх çук, — тетĕп. (Чăнах та, автобус çине киле кайма билет илнĕ хыççăн çеç юлчĕç). — Анчах та çиес килнине пусармалăх пуçтаратăп.
Пĕр батон, ашлă купăста яшки, котлет тата икĕ стакан сĕтлĕ кофе илтĕм. Вăл машлатсах çиме пуçласан, эпе чӳрече еннелле çаврăнтăм, иртен-çӳренсем çине пăхса ларанçи пултăм. «Мĕн çитмерĕ-ши сана, кам такăнтарчĕ-ши? Е эпирех çителĕклĕ воспитани параймарăмăр-ши? Хăçан тата ăçта тĕвĕленчĕ-ши санăн вăрă-хурах шухăшĕ? Мĕнле кăмăлпа çаврăнса таврăнатăн-ши?» — шухăшласа лартăм хам тĕллĕн.
Виталийĕн арман лайăх авăрчĕ: пилĕк-ултă минут хушшинче умĕнчи савăт-сапана йăптах пушатса хучĕ.
— Ну, спасибо, Аркадий Фролович, — тутисене кăштах култарчĕ вăл, сухалĕ çинчен купач тĕпренчĕкĕсене шăлкаласа. — Ку заправкăпа киле çăмăллăнах çитетĕп ĕнтĕ.
— Сана та спасибо, — тетĕп. — Эсĕ те мана йывăр вăхăтра лайăх пулăшрăн. Халĕ — эпĕ сана. Батон чăн-чăн крупчаткăран. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, теççĕ. Чăнах та, эсĕ ун чухне крупчаткăна ыраш улăмĕпе арпаштарнăччĕ. Мĕн тăвăн, вăл санăн кăмăлунтан килчĕ.
— Эсир, Аркадий Фролоаич, халĕ те пулин çавна манаймастăр-и? Эпĕ шӳтлешсе çеç çыртăм-çке çав хут таткине.
— Маннă, йăлтах маннăччĕ, Виталий. Халĕ, акă, сана куртăм та, пĕтĕмпех аса килчĕ. Шӳтлешрĕм, тетĕн? Тавтапуç. Лайăх шӳт! Çăкăрпа шӳтлешни сана хакла ларчĕ.
Пĕр саманта аван мар, йывăр шăплăха путрăмăр...
— Автобусĕ çине билет илмелĕх пуçтараятăн-и? — ыйтрăм сăмах хускатса.
Вăл, аяккинелле пăхса, пуçне пăркаларĕ.
— Апла пулсан, атя, манран ан юл. Кассир унта манăн çывăх çын, пулăшатех.
Эпир столовăйĕнчен автовокзала васкарăмăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...