Пит ла-йăх
Кĕркунне, çитрĕ çав кĕркунне.
Пĕр ула лаша пур-çке ман. Хăлхине усса çӳрет вăл. Хам та эпĕ хăлхана усса çӳреп те.
Ман хăла лаша пуçĕ хушка та. Хам эпĕ кукша та.
Çу каçах лайăх пăхрăм лашана, çерем çине кая-кая çитертĕм ăна, каю та çитернĕ, хăмăл çине те яман — кăкарнă-çке те ăна. Çапах тӳрленсе çитмерĕ-çке ман лаша.
Вĕренлеп лашана çырма пуçне, çеçем çине, улах çĕре: «Пăртак çыртмалăх курăк пур, çитĕр-ха çакăнта, самайланмĕ-ши ку ман лаша», — тесе шутланă-çке те эпĕ.
Çиессине çиет, аванах çиет темелле пек, темле, хăрарах çиет, шарт-шарт сикнĕ пек, мăш-мăш тăвать, темрен хăранă пек; пуçне çĕклемест, пуçне чиксех, ун-кун пăхкаланă пек тăвать. «Пуçне çĕклесе пăхма та хăрать-ши вара ман хăла лаша?» — тесе шутласа та пăхнă пуль эпĕ. «Сывă-ши ку, вар-хырăм хирĕçмест-ши ун?» — тесе чĕркуçленсе, лаша хырăмне сулахай хăлхапа тăнласа та пăхнă эпĕ (сылтăм хăлха клуххуй та ман). Вар-хырăмĕ хирĕçни туйăнмасть.
Çапла пăха тăркачах ула лаша тӳрленмерĕ, начарах çӳрет, хырăм айĕнчи юпахĕ те тăкăнмарĕ ун. Хамăн та ман янах айĕнчи юпах тăкăна пĕлмерĕ те, мăклансах çӳрет — лаша юпахĕ пекех. Çавăнпа пуль çав «юпах янах», «кокшă пăç» теççĕ мана çынсем.
Ман ула лашана ытти лашасем çыртасран-тапасран, ман ула лашана ял-йыш лашисем тăрăхласран-мăшкăлласран, ытти лашасем ула лашаран куласран кăçал кĕтĕве ямарăм эп ăна, ахаль пăхрăм, унта-кунта çитертĕм. Апла пулин те, ула лаша тӳрленни-туни пулмарĕ.
Ана çине ялан тирĕс тăкнă хăла лашапа. Çулта-йĕрте çынна хирĕç пулсан — çул çурмаран пултăр, çул çинче хирĕçӳ ан пултăр тесе — аякранах пăрăнса, çынна çул парса ирттерсе янă эпир хăла лашапа иксĕмĕр.
Кĕркунне, çитрĕ çав кĕркунне. Ирлĕ-каçлă тĕтре. Çанталăк та сивĕрех. Тăм та ӳкет.
Пирĕн пахчара пĕр ăвăс пур; ăвăс çулçи те саралать, кĕрхи çилпе тăкăнать вăл.
Ăвăс çулçи саралать; ман пуçăмри çӳç шуралать, шуралать те пĕрчĕн-пĕрчĕн çӳç тăкăнать ман. Ман çамка, пуç тӳпи çап-çара. Лĕпке çинче виç-тăват пĕрчĕ çеç тăрса юлнă ман. Ĕнсере, тăнлавра çӳç пăртак пур-ха та. «Çав лĕпке çинчи çӳç пĕрчисем тăкăнса пĕтсен, ухмаха ермĕп-ши эпĕ?» — тесе шикленетĕп вара.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...