«Утăмран çĕмрен ӳкнĕ...»


— Утăмран çĕмрен ӳкнĕ, — тесе каларĕ мана аманиксем — Макçăм пичче.

Шурă çӳçлĕ, шур сухаллă ватă çын ĕнтĕ, çитмĕл сакăр çулта Макçăм пичче.

Пысăк вăл, тăреклĕ-ха, ĕçрен те юласшăн мар, ăна-кăна пуçтарать кил хушшинче, майĕпе ĕçлет.

 

* * *

Аманик, Амалик, Амалах, Амалăх, Шăмалах, Шăмалăх, Асламас — ял ячĕ ĕнтĕ кусем пурте.

Пĕр профессорпа сăмахларăм та, чăваш-тĕрĕк-тутар чĕлхисене лайăх пĕлекен çынпа, вăл профессор пурĕ вунă чĕлхе ытла пĕлет пулас та: «Çав ял ячĕсем пĕр сăмахранах пулса пыраççĕ», — тет профессор. Профессор сăмаххи чăн тесе шухăшларăм эпĕ, унпа сăмахласан.

 

* * *

Ăшă кăмăллă ырă çын — çынпа сăмахлама, мĕн курни-илтнине каласа кăтартма, хăй пĕлнине çынна пĕлтерме тăрăшать ав Аманикри Макçăм пичче.

 

* * *

Аслă Энĕшпе Кĕçĕн Энĕш, пĕрлешсе, Атăла юхса аннă çĕртен инçе мар, тăвайккире, Чĕке тăв аркинче ларать Аманик ялĕ.

Атăл ытларах тулнă çул Аманик улăхне шыв сарăлать, ят патнех çитет, хăш-хăш çулне, сайра хутра, укăлча хапхинчен кĕрсе, анатри урама тухать Атăл шывĕ.

— Шыв тулса çитсен çакăнтанах ĕлĕк пирĕн ялсем ларнă лутка çине, кайнă вара Атăл тăрăх анаталла; Аçтăрхана, унтан шыва хирĕç кимĕ туртса ухтарма, тара кĕрĕшсе кайнă. Мăя сӳсмен тăхăнса шыва хирĕç кимĕ туртасси, уйăх-уйăхĕпе, такăна-такăна Атăл хĕррипе тăвалла ухасси çăмăл япала пулман ĕнтĕ вăл, — тет Макçăм пичче.

Улмуççи пахчи пур, вишни лартнă, урамра та йывăç вĕсен, карта çуммипе хăмла, волынски текенни.

 

* * *

Кирек хăçан та хĕвелтен малтан тăрать. Хĕвел тухса сарăлнă çĕре пахчара, улмуççи айĕнче вăл, Макçăм пичче. Выртмалли, лармалли тунă та калама çук аван.

 

* * *

Аслă акатуй ыран пулать тенĕ чух Макçăм пиччесем патĕнче выртрăмăр эпир.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: