Клуб мыскари
«Атя клуба», — тесе чуна илеççĕ
Тус-тантăшсем эрне вĕçленнĕ май.
Вĕсем кăштах канма ĕмĕтленеççĕ —
Тен, пуç анрать вĕреннипе пĕрмай...
Вара каллех пĕрле пуçтарăнатпăр.
Мĕнех тăвайăн? — Хирĕç каяс çук.
Шкула çӳренĕ пек клуба утатпăр,
Кулатпăр иртнине асилнĕ чух.
Кунта таçтан та халăх пырса тулнă:
Машинисем лараççĕ купипе.
Ку яланхи йăла. Çаплах вăл пулнă:
Клуба çӳреççĕ чунĕ туртнипе.
Хăшне курсассăн савăнать чĕреçĕм,
Хăшне курсан тухса тарас килет.
Ав, айккинче пур сак. Пурте пĕлеççĕ:
Çав сак ялан пире кăна кĕтет.
Эх, тунсăх çавăрса илет-çке хăвăрт,
Ăçта килсе çаклантăм, тенĕнех.
Çук,хурлас мар çапах, пулас-ха шăпăрт.
Хамах эп утса килтĕм-çке, пĕрех.
Ташлаççĕ пĕрисем ытла хавассăн,
Тепри аран тăрать ури çинче.
Сывла та, ан сывла та халĕ ассăн —
Ку пирĕн, ку вăл паянхи тĕнче.
Ав, пĕрисен «киккириксем те хĕрнĕ»,
Пире-мĕн кăтартасшăн боевик.
Юлташ хăй юлташнех патак çитернĕ!
Ытла та чăнкă ку ялти «Час пик».
Пĕрре пăхатăн — каччăсем вăрçаççĕ,
Тепре пăхатăн, график урăхла:
Хĕрсем те пит маттур-çке çапăçаççĕ,
Чăхсем пекех курнаççĕ кулăшла.
Çапла вара «хаваслă» кану каçĕ
Кĕтмен çĕртен пек вĕçленсе пырать.
Ыран камит пирки çур ял калаçĕ,
Тепри çурри ытла хушса парать.
Киле çитсен эп лăпкăн çеç выртатăп
Хăть тĕлĕкре канма ĕмĕтленсе.
Сас пачĕ телефон, çыру вулатăп.
Пĕри çырать: «Ыран каллех», — тесе.
Ах, Турăçăм! Хăçан ку тамăк пĕтĕ?
Ыран каллех клуба-и каймалла?
Эп çывăратăп. Эп халь пĕчĕк, вĕтĕ...
Эп ухмаха тухатăп пулмалла...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...