Ахаль çеç...
Алăка хăвăрттăн уçса кĕчĕ те Кĕркури, кăмака умĕнче авăна-авăна уйран уçлакан арăмĕ çине чылайччен пăхса тăчĕ. Пăхса тăчĕ-тăчĕ те каларĕ:
— Итле-ха, Ирина!
Арăмĕ ăна хирĕç чĕнмерĕ.
— Итле-ха, Ирина Илларионовна!
Арăмĕ каллех чĕнмерĕ. Каллех авăна-авăна уйран уçлама пăрахмарĕ.
— Мĕн пулнă сана паян? — терĕ Кĕркури.
— Хăвна мĕн пулнă?
— Мĕншĕн?
— Вара мĕншĕн Ирина... Урине тесе чĕнекенччĕ вĕт. Илларион та мар — Лăриван хĕрĕ пулнă эпĕ.
— Апла пулсан, Урине Лăриванăвнă темелле-им вара? Çу-ук! Ирина Илларионовна темелле пулать, — терĕ Кĕркури.
Вунултă çул пĕрле пурăнса та апла каламаннине, халĕ вара, паян... мĕн йĕркепе-ха паян?
— Так простă! — терĕ Кĕркури. — Именнă паянтан çапла каламалла пулать. Халĕ ĕнтĕ хама та Кĕркури тесе мар — Гриша е Григорий Герасимович тесе чĕнме пуçлатăн. Паянтан ĕнтĕ эпĕ простă колхозник кăна мар, хайхи Макар Маркелович вырăнне бригадир туса хучĕç мана.
— Çавăн пекех ĕçлес тетĕн-и вара?
— А именнă! — терĕ Кĕркури. — Урăхран сана пĕр ĕçе те кăларасшăн мар ĕнтĕ эп. Унăн арăмĕ те ĕçе тухмастчĕ вĕт.
— Мана та çав Макар арăмĕ пек пултарасшăн-и эс? Ĕçлеттерме пăрахтарасшăн-и?!
— Ĕçлессӳ килет пулсан, кăштах тухкаласа ятне тукалăн, эппин, —терĕ Кĕркури. — Пĕр кун ĕçленĕшĕн çичĕ кун ĕçлесе вун тăватă ĕç кунĕ турĕ тесе çырса парăп вара кĕнекӳ çине. Макар та çапла тăватчĕ вĕт.
— Çавăн пекех хăтланасшăн-и вара эсĕ? Намăса та пĕлесшĕн мар-и? Акă халех уйран хурсине кăларса илсе тӳпелеме пикенетĕп! Ан тарăхтарса тăр луччĕ. Сана мăшкăллаттаратăп-и эп!.. Сана Макар пек пулма парăп-и?.. Хам унăн арăмĕ пек пулатăп-и?.. Намăссăр иккен эсĕ те»
Лăхлатсах кулса илчĕ Кĕркури.
— Лăплан-ха, юри кăна каларăм эпĕ, — терĕ вăл. — Эсĕ мĕн калăн-ха терĕм. Макар вырăнне мана суйларĕç, суймастăп. Анчах ун пек хăтланмастăпах. Макар та малашне лайăх ĕçлетĕп терĕ. Ман бригадăрах пулать вăл. Хамăн халичченхи хастарлăхăма пĕр хавшатмасăр пур ĕçре те çĕнтерӳллĕн кĕрешетĕп тесе пуху умĕнче тупа турăм... Акă санăн умăнта та.
— Апла пулсан юрĕ хуть, — терĕ Урине. — Апла пулсан килĕшме пулĕ хуть.
Вара вăл Кĕркурине, хăй çине ответлă ĕç илнĕ ятпа хисеп туса, ăш çăкăр чĕлли çине услам çу сĕрсе пачĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...