Çиме тесе чултан вăл çăкăр тунă...
Çиме тесе чултан вăл çăкăр тунă,
Вилсессĕн, виç кунран чĕрелсе тăнă.
Эпир вара хĕвеллĕ чух ма шăннă?
Эпир мĕн-ма пур чух çук туса хунă?
Чĕлхесĕре чĕлхе пама пултарнă,
Лашасăрах Вăл ăйăр утлантарнă.
Эпир чĕлхе пур чух чĕлхесĕр ларнă,
Чăн кĕвĕ мар, ют кĕвĕ шăрантарнă.
Лаша сан пур? — уйне те туртса илнĕ,
Элекпеле сив Çĕпĕрте çын вилнĕ...
Çут çăлтăра çӳл тӳпере курсассăн,
Ху пурăннишен пулнă эс хаваслă.
Эс Турра мар, сăттанана пуç çапнă,
Пуç çапнăшан сана вăл тытса çакнă.
Майĕхĕнчи мăйăх пĕрчи те уншăн
Çынран та хаклă пулнă, тупа туршăн.
Шанакансем ялан телейлĕ имĕш,
Ĕмĕтлисем пурне те кĕтсе илĕç, —
Пире мĕн ачаран çапла вĕрентнĕ,
Тӳп-тӳрĕ çулпала кăна çӳретнĕ.
Çавах та мĕншĕн чухăн-ши патшалăх,
Халăхĕсем мĕн-ма-ши ун нушаллă?
Çутта тухма пăрахнă-ши вара?
Ĕмĕт-тĕллев те çук-ши халь чунра?
Сăмах параççĕ — ĕненмест никам та.
Калаçнисем вĕсен ытла та янтă.
Ĕçлес чухне пуху та канашлу, —
Аш-пăшсăрах пӳлайĕ-ши хуплу?
Апла вилсен те — чĕрĕл, лар тăрса,
Çĕре те, халăха та ыр сунса.
Чултан, — Вăл хушн, — çăкăр пулса тăнă,
Вăл халаха юратнă, Унăн — ăннă.
Вăл тӳснĕ... Эпир чăтнă-и сахал?
Апла ыр пурнăç кирлĕ халăха!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...