Малтанхи трактористка
Патриккелĕнче пурăнакан Елизавета Никитична Ястребова колхозницăна сума суса.
Кăкри çумне тытса вăл касрĕ çăкăр,
Сăнарăм эпĕ унăн аллине:
Вĕсем çавра_хура çăкăр пек хăмăр,
Вĕсем пĕлеççĕ пурăнăç хакне.
Ялта: «Лисук акка», — тесе чĕнеççĕ,
Çапла хисеплесе чĕнет çур ял.
Кун-çул курьерски пуйăс пек иртет-çке,
Сайралнă «йăмăк» текенсем. Сахал.
Хăйсен çулне мухтавлăн утса тухрĕç,
Нумайăш килеймерĕ вăрçăран,
Нумайăшĕ хула енне çул тытрĕ,
Тепри таврăнаймарĕ аякран...
Ывăлĕсем ашшĕсене манмаççĕ,
Ачисенче тапать вĕсен чĕри,
Мана вĕсем юман пек курăнаççĕ,
Лисук акка — ват хурăнтан пĕри.
Çинçе шур хурăн трактор çине ларнă,
Сăмахĕ витнĕ, авнă хурăнă —
Эртел хирне хĕрарăм сухаланă,
Кая хăварнă тепĕр арçынна.
Çак хытнă алăсем пĕçернĕ çăкăр,
Ача ӳстернĕ, çапнă кирпĕчне —
Вĕсем, тен, çавăнпа пуль хĕрлĕ пăхăр,
Çу каçиччен пĕлмен каçне-ирне.
Çак хытнă алăсем вăрман турттарнă,
Çумкурăк çăлнă анасем çинчен,
Çĕн фермăсем тума шур чул кăларнă,
Çиме хура çăкри хăш чух çитмен.
Çак алăсем çĕр чавнăран пуль хытнă,
Çемçелнĕ пуль кĕпе тĕрленĕ чух.
Тĕнче — вĕсем çинче, вĕсем чăн ылтăн,
Ĕç аллинчен вăйли тек ним те çук.
Халь ĕнтĕ ватăлнă çинçе шур хурăн,
Канмашкăн тивĕç хытнă алăсен.
Вăт хурăнăн комбайнер ывăл пур ун,
Пур пĕчĕк юмансем, шур хурăнсем.
Мăнукĕсем пуçтарăнса лараççĕ
Асаннĕшĕ-кукамăшĕ тавра,
Иртни çинчен юмах яма хушаççĕ,
Асаннĕшĕ сăмах пуçлать вара...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...