Каплех çав тунсăх, юрату...
Опять тоску, опять любовь
В моей душе ты заронила...
А.Кольцов
Каплех çав тунсăх, юрату...
Каллех эп хăр турат пек тăлăх...
Вут евĕр чупрĕ сан яту
Ăс-пуçăмпа ӳт-пĕвĕм тăрăх.
Пурнăçланман ĕмĕтĕмсен
Тăпри çинче тăмашкăн йывăр.
Аса илӳ сĕлĕхĕсем,
Тархасшăн ан вăранăр, çыврăр!
Çук. Тăрăнчĕç тӳрех чуна.
Тĕнче тапранчă мана хирĕç.
Кала, чиперĕмçĕм, мана:
Çав мĕлкесем чăнах эпир-и?
Пĕлтер: сар уйăх çуттинче
Шур кăкăрна чуп тăваканĕ,
Сана вилсе ыталаканĕ
Эпех-и, е ку — тĕлĕк çех?
«Мĕнле-ха мансăрăн?» — тесе,
Пăшăрхану куççулĕ витĕр
Ăсатаканĕ кам-ши? Çитĕ!
Палларăм, чунăм: вăл — эсех!
... Сикет кун-çулăн урхамахĕ,
Çĕр кукалет, турта хуçать.
Пулнишĕн айăплă хамах-и?
Е кăшт сана та çыпăçать?
Халь пурпĕрех. Анчах та темшĕн
Çак мĕскĕн уйăх айĕнче
Ун чухнехи хитре кунсемшĕн
Хуллен хӳхлет пек çут тĕнче.
Йĕретĕп эпĕ те — мĕн тăвăн? —
Кунсем иртет, çулсем иртет.
Шăпу халь санăн урăх, хăвăн,
Çĕн шухăш — кăмăл илĕртет.
Эп хам та малаллах пăхатăп, —
Анчах та тахăш сехетре
Килетĕн те — пуçа усатăп,
Çӳретĕп тĕксĕм инçетре.
Вара каллех эп тăлăх, тăлăх,
Каллех çак тунсăх, юрату...
Чупать чĕре талккишĕ тăрăх,
Нихçан та сӳнмелле, яту.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...