Шăрăх, кантăрла
Йăлт шултăрканă хăмăр йĕкелне
Пăрахрĕ хыр тусанлă çул çине.
Вăл, çурăлман граната пек, кӳплетрĕ.
Пĕр кайăк ăна хирĕç шĕвиклетрĕ.
Каллех шăп-шăпăрт пулчĕ таврара —
Вăрман-мĕн йăшăлт тунă ыйхăра.
Каллех вĕр типĕ, сарă-хăмăр шăрăх
Чупса саланчĕ ешĕл-симĕс тăрăх.
Нейтралитет тытса тăран тӳпе,
Пăхсан, чăнах, чее политик пек.
Лару-тăру улшăнасса кĕтсе-ши,
Е циникла: «Мана мĕнех», — тесе-ши —
Вăл туйăмсăр сăнать çĕре çӳлтен
(Пач ăмсанмасăрах та мар пуль, тен)...
Çапах, хырсен тăррисене пăхсассăн,
Кăшт илтĕнет темле хаваслă сасă.
Унта, çӳлте, сип-симĕс парăссем
Кĕтеççĕ уçă çил кĕç вĕрессе.
Килинччĕ хуть çил-тăвăл, ах, килинччĕ,
Çап-çутă çумăр лӳшкетме пуçлинчче!
Халь тĕлĕрен вăрманăн та вара
Лăпланĕччĕ ăш-чикĕ тăвăлра.
Хырсем те, ешĕл парăслă армада,
Хăюллăн, пытанмасăр, шăтăр-шăтăр
Сахалăшĕ, тен, юлĕччĕ чĕр-сывă,
Анчах мĕнле тĕнче, мĕнле чĕр сывлăш!
Кам килĕштĕр, пуçа сыхлас тесе,
Лармашкăн пăчăхса та тĕлĕрсе?
Çак шăплăхра хăй телейне кам тупĕ?..
Çук, шăплăх та, телей те мар ку — тупăк...
Ав, шултăрканă, хăмăр йĕкелне
Каллех пăрахрĕ хыр тусан çине.
Каллех шăвать ем-ешĕл-симĕс тăрăх
Вĕр типĕ, сарă-хăмăр, выçă шăрăх...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...