Хураç


Ĕлĕк-авал пĕр ялта Хураç ятлă çын пурăннă тет.

Хураçăн пурнăçĕ питĕ начар пулнă тет.

Çăкăр-тăвар çитмен унăн, кил-çурчĕ ишĕлсе ларнă, выльăх-чĕрлĕхĕ пулман унăн, чăх-чĕп усраман вăл.

Арăмĕ хăй те çĕтĕк-çатăк тум-тир тăхăннă: ачи-пăчи çĕтĕк çытмапа, çара уран, çанăсăр кĕпесемпе, хуп-хура питлĕскерсем урам тăрăх ĕрлесе, йытă-кушак хăваласа, çăвара карса çӳренĕ.

Хураç ачисенчен иртен-çӳрен çын сăмах ыйтсан вĕсем сăмсисене мăшлаттарса, тутисене тавăрса йĕкĕр шăлĕсене кăтартайнă.

 

* * *

Çав ачасен ашшĕ, Хураç, этем уйра ĕçленĕ чух килте çывăрнă е урам тăрăх урлă-пирлĕ пăхкаласа тăнк-танк, тăнк-танк уткаласа, икĕ аллине калла тытса утса çӳренĕ.

Яллă çĕрте çерçи выçă вилмест теççĕ, — çавнашкал Хураç та унтан-кунтан пĕрер татăк тупкаласа пурăннă.

Ĕçкĕ-çикĕре вăл пур çынтан та маларах ĕçсе çӳренĕ, кĕнĕ çĕртен туха пĕлмен. Тулли куркана тĕппи тума ăста пулнă вăл.

Çӳпçе çине хупăлчи тенĕ пек, Хураçăн арăмĕ те усланкă, ланчашкарах, мелке çӳçлĕскер тупăннă.

 

* * *

Çулла, çĕмĕрт пиçсен, çынсем хĕрсе утă çулнă чухне, пĕрре Хураç çĕмĕрт çиме вăрмана кайнă.

Çĕмĕрт çисе ывăннă та Хураç çĕмĕрт айнех выртса çывăрнă. «Сулхăнта выртса кансан тăрса каллех çак çĕмĕртех çийĕп-ха», — тесе шухăшланă вăл.

Кăнтăрла çитнĕ. Хураç тутлă ыйхинчен вăраннă. Месерле çавăрăнса выртнă. Хура, ахах шăрçи пек çĕмĕрт усăнса, хĕвелпе йăлтăртатса тăнă. Хураç хăйĕн юрлă, начар пурнăçне аса илнĕ. Карăнса анасланă, ахлатса янă та Хураç çапла шухăшлать:

 

Çынсен кил ăш-чикки

Çап-çут та тап-таса;

Сан пӳртӳ пекки пур —

Вил хуть те пăнчăхса.

 

Çынсен аш яшки —

Çи хуть те мăю таран;

Пирĕн яшкара

Сыпмассерен таракан.

 

Çынсен ачи-пăчи

Ĕçлесе мул пухаççĕ;

Сан ачу-пăчу пур —

Хăвна çисех тĕп тăваççĕ.

 

Э-эх, пурнаясчĕ

Пӳлме тулли ырашпа,

Карта тулли выльăхпа,

Енчĕк тулли укçапа!

 

Çапла шухăшласан Хураç анасланă та каллех çывăрса кайнă.

* * *

Хураç тепĕр хут ыйха кайсан пĕр сар пĕсехеллĕ кайăк Хураç патĕнчи йывăçсем çинче пĕр туртаран тепĕр турат çине вĕçе-вĕçе ларса, сиккелесе, йывăçсене сăмсипе таккаса, апат шыраса:

 

Ĕçле-ĕçле çи,

Ĕçле-ĕçле çи.

Ĕçле çи, ĕçле çи.

Ĕçле çи, ĕçле çи.

 

Ĕçле те çи, ĕçле те çи,

Ĕçле те çи, ĕçле те çи.

Ĕçле-ĕçле çи.

Ĕçле-ĕçле çи! — тесе юрлать тет.

Юррине юрласа, Хураç йĕри-тавра ларакан йывăçсем çинчен хуртсене пуçтарса пĕтерчĕ тет те лăпăрр! вĕçсе кайрĕ тет кайăк.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: