Çĕршывăм — юрату
Тăван çĕрсем! Кунта сывлать пек
чул та ассăн...
Байрон.
Эп шухăш çунатне каллех сарса
яратăп,
Сире аса илсен, чăваш уй-хирĕсем,
Таса сывлăшăрпа вăраннă туйăмсен
Хитре тĕнчипеле хавхаланма пуçлатăп.
Ак пĕчĕк юханшыв, ик-виçĕ ват йăмра...
Сип-симĕс мăкпала хупланнă шыв арманĕ
аваллăх куçĕпе пăхса ларать йăмра —
Асилӳре анчах ку вăрттăнлăх вăранĕ.
Çитетĕп инçетре сенкерленсе ларан
хура вăрмансене. Вĕсен салху кашлавĕ
çĕр илнĕ асаннен юмахĕ пек аван:
ачалăх пурнăçне утса кĕретĕп савăк...
Ак эпĕ хырлăхра... Кунта ачаш çилсем
хырсем хушшисенче пытанмалла выляççĕ.
Шур акăш картилле шăваççĕ пĕлĕтсем,
хаваслă кайăксем сăввисене вулаççĕ.
Кашни ӳсентăран ман пысăк юратун
тĕпренчĕкĕ кунта. Çав юрату — çĕршывăм.
Кашни тĕлте илтет ун сассине ман чун:
мана вăл савăнса калать «ачам» та «ывлăм».
Ак шур хурăнлăхра ман шухăшăм çитет,
тухать чун савнă çын. Тĕлĕкри пек сăнарĕ
çулсен чăтлăхĕнчен ауклатса чĕнет.
Вăл килнĕ тепĕр хут. Манма çеç хал пулмарĕ.
Ана аса илсен, чĕртет тунсăхăма
ик кĕмĕл хĕлĕх пек янравлă пуйăс çулĕ.
Ку хĕлĕхсем çинче сăмахсăр юррăма
хăварнă эп тахçан, вăл вĕçленмесĕр юлĕ.
Çак ырă самантра эп пулăттăм гитара,
эп шырăттăм сассен янра вăрттăнлăхне.
Çĕршыв! Вара туллин уçса пама пултарăп
санпа çыхса тăран тăванлăх илемне.
Тахçан, ача чухне, эп лапсăркка та çӳллĕ,
армак-чармак юман турачĕсем çинче
çӳреттĕм те сиксе — чĕнетчĕ илĕртӳллĕн
таса кăвак тӳпе, кĕр! кĕрлекен тĕнче.
Çав ватă йывăç пек эс ешерсе тухатăн
ман шухăш-кăмăла. Пин-пин турачĕ, тен,
пин-пин сулмаклă ал. Юратăвăм-хăватăм
эс çав алсем çинче.
Эс — манăн.
Эп — вĕсен...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...