Те ырлăха пулать-ха, те хурлăха пулать-ха


Çилленме мар, вăрçма мар,

Хурлантарас шутпа мар,

Этем ывăл-хĕрсене

Хĕрхенсе-çке ман сăмах,

Шмакка кĕпçи сыпăкле

Аялтан та çӳлелле

Çапла пырать сыпăнса.

Шыв хĕрринче ӳсекен

Вăрăм шмакка кӳпçине

Ӳснĕçемĕн вĕçĕнче

Шур чечеке лартăрччĕ,

Иртен-çӳрен çынсене

Ырă шăршă пултăрччĕ,

Юр айĕнчен тухакан

Кĕрен чечек çеçпĕл пек

Тутлă шăршă сартăрччĕ.

 

Манашкалли ĕлĕк чух

Хăрăк-харăк пулнă çын

Путмар çинчен маларах

Хисеплĕрех вырăна

Иртсе курни пулайман.

Хисеп тенĕ сăмаха

Мĕн ачаран çитĕнсе,

Турпа патша пуçлăх чух

Ар пуличчен пурăнса

Çав каланă хисепе

Ман адреспа никам та

Ман хăлхана ун чухне,

Янăралсем пуç чухне,

Çирĕм çичче çитсе те,

Тем чул хурлăх тӳссе те,

Писмепеле пулин те

Ман хăлхана илтĕнсе

Савăнтарман кăмăла.

 

Эпĕ орден илеймен,

Ĕç халăхĕ умĕнче

Сан хисепе çитеймен,

Ĕçе сан чул ĕçлеймен.

Мухтанатăп эп çавах

Эсир аслă хисепе

Тивĕç пулса тăнăшăн.

Тепĕр савнăç çавă пур —

Пирĕн хаклă республик

Аслă Ленин орденне

Илме тивĕç пулнăшăн

Пирĕн чĕре савăнать.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: