[Ĕлĕк]
Хапхаран та кĕтĕм — тайăлтăм,
Алăкран та кĕтĕм — тайăлтăм,
Пуян çын кăмăль çемĕçмерĕ,
Пуçăма тайни килĕшмерĕ...
Ники-ники хут купăс —
Пуян çынсем патĕнче;
Тăрăс-тăрăс сикни те —
Куштан этем килĕнче...
Мăрăк-мăрăк кушакки,
Мекек-мекек качаки,
Шăри-шари выç ачи —
Пурте мĕскĕн патĕнче...
Ана-çаран — тикĕсси,
Тыр-пул тăпри — мымалли,
Хăртнă-хăртнă çĕр-шывĕ —
Пурте куштан аллинче.
Ана урлă улт шырлан,
Ана тăрăх çич шырлан,
Сăртлă, чуллă тĕмеске —
Пурте мĕскĕн анисем...
Тăнлă-тăнлă этемсем —
Ăслă-хаклă куштансем
Йăпăлтиллĕ сăмахла,
Чĕлĕм ăшлĕх тапакла,
Ик-виç стакан эрехле,
Чее-суя элекле,
Карланкишĕн кастарса,
Карма çăвар — кустирек,
Пуян майлă çаптарса,
Чухăнсене хур туса,
Ялан вĕрнĕ йытă пек…
Пуян çынна пăхăнса,
Вăл хушнине итлесе,
Урлă-пирлĕ сăх сăхса,
Пупа турă ячĕпе,
Хăмла-ăсла сĕтекпе,
Витĕр курнан çуттипе
Сутра-йĕрте, пур çĕрте
Пуянсемпе куштансем
Чухăн çынна, йăваша,
Этем картне картмасăр,
Пĕр намăса пĕлмесĕр,
Пăркăçласа хĕстернĕ,
Мăшкăлласа пĕтернĕ...
Шăрттанпала чăкăта
Турам-турам тураса,
Сарă çупа сиктерсе,
Пысăк çавра çатмапа
Шĕл кăварлă вучахра
Ăшаланă çупала;
Çинĕ куштан-пуянсем
Апат-çимĕç çакнашкал.
Ĕçкĕ-çикĕ кунашкал
Ĕçсе çинĕ çавсемех.
Çăра сăра пылпала
Пылаклатса ĕçнисем;
Пăри пăтти, тул кулач
Тăраниччен çинисем —
Пурте пулнă пуянсем,
Вĕсемпеле куштансем…
Тырри-пулли пуянсен
Ампарсенче-кĕлетре;
Тӳпеленсе тӳпене
Лекес пекех выртайнă...
Юрлă çынсем, тарăхса,
Вара çапла юрланă:
«Çынсен килĕ ăш-чикки
Çап-çутă та тап-таса,
Санăн пӳртӳ пекки пур —
Вилех хуть те пăнчăхса.
Çынсен кĕрпе шӳрписем,
Сар çупала пăтăсем —
Тăраниччен сыпмалăх,
Пирĕн тăвар шӳрписем —
Виç-тăватă кашăклăх.
Асран та кайми аки-сохи,
Ĕмĕр те манми хойхи-сойхи...
Çапла пулнă çав ĕлĕк,
Асран кайми çав тĕлĕк.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...