Хĕрелчĕ сарă пуç
Шупашкарти Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи пĕр лавкка тĕлĕнче юсав ĕçĕ пырать. Кĕçех унта йăлтăр-ялтăр çăмăл машина çитрĕ. Кабинăран лавкка хуçипе пĕчĕк ывăлĕ тухрĕç. Рабочисен ĕçне тĕрĕсленĕ хыççăн асли шала кĕчĕ, шăпăрлан хăйăр купи çинче вылярĕ. Ашшĕпе кунта час-часах килкелет вăл, анчах ача-пăчапа хутшăнмасть, ытларах пĕччен çӳрет.
Ешĕл курăк çинчи шĕвĕрккесем çав ачана асăрхарĕç те унталла чупрĕç. Анчах лешĕ вĕсене çывăха ярасшăн пулмарĕ.
— Сире кунта выляттармастăп. Ку — манăн территори, — терĕ сарă пуç кĕскен. Ăна-куна кĕтменскерсем тăпах чарăнчĕç.
— Эпир пурте пĕрле вылятпăр, пире никам та сан пек хăваламасть, — парăнмарĕ ушкăнрисенчен пĕри. Ыттисем хăйăр çине вырнаçрĕç. Хуçа ачи аллине лекнĕ муклашкапа «юттисене» пеме хăтланчĕ, ашшĕне калассипе хăратрĕ.
Çав вăхăтра арçын хăрушшăн кăшкăрни шартах сиктерчĕ. Лавкка патĕнче ĕçлекенĕн ури бетон плита айне пулнă иккен. Пăлханса ӳкнĕ пĕр рабочи таçта чупрĕ, тепри инкеке лекнĕ çын çумĕнче хыпкаланать. «Лум! Лум!» — кăшкăрать вăл. Çуртсен енчен часах икĕ арçын вĕçтерсе çитрĕ, плитана ушкăнпа çĕклесе рабочие хăрушлăхран хăтарчĕç.
Хăйăр çинчи ачасем те унталла çĕмĕрттерчĕç. Вĕсенчен пĕри тин çеç ырă ĕç тунă ашшĕне пырса çавăтрĕ. Унтан «территори хуçи» çине пăхса:
— Манăн атте те пулăшрĕ, эсĕ пур чулпа пересшĕн, — терĕ хăюллăн.
— Эпĕ урăх пеместĕп, хăваламастăп та... — хĕрелчĕ сарă пуç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...