Таврăнсан
I
Поезд чашкăрса пырать. Вагон чӳречи витĕр телефон юписем, аслă улăхри утă капанĕсем, хирĕç килекен автобуссем вĕлтлетсе юлни курăнать. Хушăран кĕрхи çĕртме тăвакан тракторсен шавĕ илтĕнсе каять. Кайсан-кайсан пирĕн поезд аслă вăрмана чăмса кĕрет... Вăрман саралнă ĕнтĕ, чи илемлĕ лĕпĕш евĕр вĕлтĕртетсе вĕçеççĕ ылтăн çулçăсем.
Пĕр çамрăк йĕкĕт, куперен тухса, вагон чӳречи умне пырса тăчĕ. Кĕр илемĕ йăпатать пулас ăна, чылайччен пăхса пычĕ вăл чӳречерен. Ман унпа, темшĕн, калаçас килчĕ; аван кăмăллă йĕкĕт пек туйăнчĕ вăл. Вара эп пирус кăларса ун умне пырса тăтăм.
— Шăрпăк пур-и сирĕн, юлташ? — ыйтрăм эпĕ.
— Пулма кирлĕ, пур, пур... — хирĕç сăмах хушрĕ вăл. Хăй çавăнтах кĕсйинчен шăрпăк кăларса пачĕ.
— Инçе каятăр-и?
— Канашра анмалла. Унтан... Çĕмĕрле, тен, илтнĕ те пулĕ?
— Илтмесĕр, ак ĕнтĕ! Эпĕ хам та çав енченех.
Эпĕ ун ятне ыйтса пĕлтĕм. Арсений ятлă иккен вал. Çапла эпир иксĕмĕр те вăл вырнаçнă купене кĕрсе лартăмăр. Вăл çавăнтах «Люкс» ятлă пирус пачкине ман умма кăларса хучĕ. Пĕр пирусне чĕртсе, каллех чӳрече витĕр пăхса илчĕ:
Эпĕ — ристан пулнăскер, тĕрмерен таврăнатăп, — терĕ Арсений. Çак сăмах хыççăн кăшт хĕрелсе илнĕ пек те пулчĕ хăй.
— Тĕрмерен тетĕн? Таврăнни аван, епле майпа лекрĕр тата? —ыйтрăм эпĕ. «Хăй тĕрмерен таврăнать, çийĕ-пуçĕ яка, пĕрремĕш класлă вагонра килет, пысăк вăрă-хурах пулас ку йĕкĕт», шухăшларăм эпĕ çав хушăрах. Хăйĕн икĕ çăраллă, йăлтăр-ялтăр курăнакан чăматанĕ те пур иккен, — пĕр сăмахпа каласан, инçетри командировкăран таврăнать, тейĕн ăна. Никам та ристан таврашĕ пулнă тесе шутлас çук.
— Вăт, тусăм, — пуçларĕ йĕкĕт, — эпĕ пĕр çула яхăн пултăм тĕрмере. Ярасса мана пилĕк çуллăха янăччĕ. Шухăшламан эп унта лекессе, тĕрме тени ман асра та пулман. Анчах ĕмĕр тăршшĕ вĕрен тăршшĕ мар, пурнăçа пурăнса ирттересси те хир урлă каçасси мар, тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене вĕсем темиçе çĕр çул хушши сăнаса пынă тăрăх, математикăри формула пек тĕрĕс каланă. Пурнăçра тем те пулать çав ĕнтĕ. Мана эрех ĕçсе хулиганла ĕçсем туса çӳренĕшĕн хупрĕç. Тĕрĕс хупнă. Халĕ шухăшлатăп та, акă, йĕрĕнес килет хам пурнăçăмран. Темĕн те хăтланнă эпĕ: пĕр енчен, кулассăм килет, тепер енчен, йĕрессĕм килет. Пулать вĕт-ха!
Сăмах хыççăн сăмах, эпир йĕкĕтпе ĕлĕкрен паллашнă çывăх çынсем пек калаçма пуçларăмăр. Вăл эп ыйтасса кĕтмесĕрех, хăй пурнăçĕ çинчен сăмах тапратрĕ.
— Киревсĕр пулнă çав хам та... Çавăн пек хăтланса çӳрени пирĕн ытарма çук илемлĕ пурнăçра пĕр çынна та килĕшмест ĕнтĕ. Манран темиçе çын йĕрĕнсе кулнă пулĕ... Хăш чухне йытăсем кĕсъери булкăсене тĕмселсе пыраççĕ, хăш чухне кăларса илеççĕ тата. тĕрĕссипе каласан — эпĕ вĕсене пĕртен-пĕр юратнă ывăлăм валли илнĕ пулнă, вара...
Эпĕ те унăн пирусне илсе чĕртрĕм. Ман çак калаçма юратакан йĕкĕтпе тата ытларах, тĕплĕнрех калаçассăм килчĕ.
— Чимĕр-ха, эсир «юратнă ывăлăм валли илнĕ», терĕр. Апла-тăк, çемье те пур-и сирĕн?
Вăл вăрăммăн сывласа илчĕ. Сӳннĕ пирусне тепĕр хут чĕртсе ячĕ. Унтан татах калама тытăнчĕ:
— Пур. Виçĕ çул тултарса тăваттă çине пуснă ывăлăм та, арăм та пур. Эпĕ кайнă чухне ывăлăм икĕ çулта çеç юлчĕ, халĕ лайăх калаçма вĕреннĕ, тет. Çапла çав, вăхăт иртет. Тĕрĕссипе, ĕçке ернин тĕп сăлтавне те эпĕ хамăн арăм çине хунă, ывăлăмăн савнă амăшĕ çине.
— Пит усалччĕ-им вара? Хăшпĕр арăмăн йĕрки пулмасть, теççĕ.
— Усал мар, питĕ ырă хĕрарăм вăл. Халĕ эпĕ пĕтĕм чунăмпа ун патне, ывăлăм патне туртăнатăп. Часрах вĕсене курасчĕ. Мĕн тери савăнăттăм-ши!.. Эпĕ сире хам епле ĕçке ярăнни çинчен каласа параймарăм-ха. Çапла пулчĕ вăл: хамăр колхозра садовод пулса ĕçлеттĕмччĕ эпĕ. Тĕрлĕ ырă улма йывăççисем, тĕрлĕ çырласем ӳстерме тытăнсаттăмччĕ. Садри йывăçсем çеçкене ларнă вăхăтра садран ытарса тухма çукчĕ. Унта ватă çын та çамрăкланатчĕ вара, ытарма çук çеçкесем кашниех хăйсен ырă шăршине тутантарса пăхтарасшăнччĕ. Çав вăхăтра çĕр çинче мар, кĕмĕл çулçăсем хушшинче, сывлăшра пынă пек туйăнатчĕ вара... Питĕ аванччĕ... Ун чухне пуçăмра шавах Мичурин сачĕ пек сад тăвас шухăшчĕ. Юратнă ĕçĕм те çав кăначчĕ...
Анчах ĕç тухмарĕ. Пĕр çуркунне, çапла, таçта çăва тĕпне кайса çухалнă кулак ывăлĕ яла таврăнчĕ. Укçи калама çук нумай хăйĕн. Килнĕ кунах ман патăма чупса çитрĕ. Пĕр литр эрех чиксе пынă хăй. «Ĕç, ку Çĕпĕр кучченеçĕ», тет, Пĕрре ĕçетпĕр, иккĕ те ĕçетпĕр, виççĕ те ĕçетпĕр! Кайран вара хамăн та илмелле пула пуçларĕ. Çавăнтан пуçланса кайрĕ пирĕн ĕçкĕ; çавă пулчĕ ĕçке ярăнасси. Унтан ют арăмсем патне çӳре пуçларăмăр, ĕçкĕ çине ĕçкĕ, хусах арăмсем патĕнче ĕçетпĕр... Çакна кура арăм пăшăрхана пуçларĕ. Ман чĕрем ниепле те килĕшме пултараймастчĕ. Тăвасса эпĕ ытлашши нимех те туман. Çавăнпа хама таса çын тесе шутланă. Леш çĕленĕ, «мухмăр» тесе, кашни кун эрех чиксе пыратчĕ. Унтан каллех, каллех... Тĕрĕссипе каласан: умра тинĕс пек эрех юхнă. Кайран вара мухмăрпа аптракан пултăм. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе хама-хам та курас килместчĕ. Çири кĕпем никам перĕнмесĕр çĕтĕлсе тăратчĕ. Эрех ĕçесси çинчен çех шутлаттăм. Ав ăçта çитерет ĕçкĕ!
— Мĕн мурĕшĕн ĕçтернĕ-ха сана леш, кулак ывăлĕ пулнăскер?
— Вăл ман чыслă ĕçĕме, ытарма çук сад тăвас ĕçĕме чăрмантарасшăн пулнă, колхозра чаплă сад пуласран хура юнĕпе кĕвĕçнĕ. Кулак юнĕ — çĕлен юнĕ, теççĕ... Каярахпа хулиганла ĕçсем тума тытăнтăмăр... Пĕрре çапла, кӳршĕсен çырма хĕрринчи мунчине пĕтĕмĕшпех çырма тĕпне чикелентертĕмĕр. Ирхине пăхаççĕ те, мунчан йĕрĕ те юлман. Тата пĕрре такам качакине йăмра тăрне, курак йăви çине улăхтарса лартнă... Тăват урине туратсем çине çыхса хунă... Хӳри айне сĕлĕ пĕрчи хĕстернĕ. Эй, çухăрать хайхи! Ирхине пĕççе шарт! çапса кулаççĕ ял çыннисем.
— Петĕрĕн качаки çунатлă!..
— Пахчана вĕçсе ӳксен — купăста юлас çук!..
— Ха-ха-ха...
Ку ырă çын ĕçĕ-и ĕнтĕ? Çакăн пек ĕçсемшĕн ырă арăм мар, такам та сурса ятлĕ. Такам та çуртран тапса кăларĕ. Каярахпа арăм та уйрăлап, теме пуçларĕ...
...Поезд Вăрмар станцине çитсе чарăнчĕ. Виç-тăват минут тăна вăхăтра вăл пĕр литр вĕренĕ сĕт илсе кĕчĕ.
Йăлтăр-ялтăр чăматанĕнчен пĕр симĕс кружка кăларса, ман умма сĕт ярса лартрĕ.
— Хăвăр çийĕр, эсир мана хăна тăватăр капла, — терĕм эпĕ.
— Çийĕр, çийĕр... Ĕлкĕрĕп, — терĕ вăл.
Эпĕ именерех илтĕм ун сĕтне. Вăл, сăмаха питĕ юратаканскер, уçă кăмăллăскер, малалла калама тытăнчĕ.
— Пĕлме çук, — арăмпа ывăлăмран çур çула яхăн çыру илмен. Тен, мана пăрахса, урăх çынна качча тухнă пулĕ... Эх, пĕлесчĕ çавна! Çак самантра ывăлăм патне çитсе, ун таса алли çине чĕреме кăларса хурăттăм. Амăшне, мĕнпур ĕлĕкхи айăпăмсене паттăррăн сирсе ярса, юратса ыталăттăм...
Эпĕ ун çине пăхрăм. Кăвак куçĕсенчен чĕркĕмĕл тумламĕсем йăрăлтатса анчĕç. Çав тери шеллерĕм ăна. Кăмăл хуçăлчĕ, темшĕн хурланнă пек пултăм.
— Ан хурлан... Тен, сана кĕтсех пурăнаççĕ пулĕ-ха, — терĕм эпĕ. Ман лăплантарас килчĕ ăна.
— Темле çав... Тепре курнăçсан — каласа парăп. Çынпа çын яланах тĕл пулать, эпир тусем мар, вĕсем çеç пĕрне-пĕри тĕл пулаймаççĕ, тенĕ ваттисем...
Мана вăл яка çи-пуçлă тавăрăнни тĕлĕнтерчĕ. Ытах тĕлĕнтермерĕ пулсан та, вăл лагерьте епле пурăннине пĕлес килчĕ. Унăн пĕтĕм пурнăçне пĕлессĕм килчĕ.
— Епле-ха эсир пилĕк çул вырăнне пĕр çултах таврăнатăр? — ыйтрăм эпĕ.
— Пирĕн тăван çĕршывра таса ĕçрен чысли нимĕн те çук, — терĕ вăл ман ыйтăва хирĕç. — Лагере çитсен, пĕтĕм вăя хурса ĕçлеме тытăнтăм. Эпир пĕр пысăк шыв çинче сулăсем çыхаттăмăрччĕ. Темиçе пĕренене пĕр тĕркене çавăрса çыхаттăмăр. Ĕç ăнать хайхи ман. Нормăна ик-виçĕ хут ытларах тултарма пуçларăм... Тăватçĕр тенкĕ илеп уйăхне. Стахановец, рекордист теме пуçларĕç. Стена хаçачĕ çине ман çинчен статьясем çыраççĕ. Пĕрре сăнӳкерчĕкне кăларчĕç. Апат-çимĕç аван, ĕçле кăна. Пурăнсан-пурăнсан хам пурнăçăм çинчен, ĕçри çитĕнӳсем çинчен Сталин патне çыру çырма шухăш тытрăм Çырса ятăм. Халь ак хăвах куран, сан умăнта тăратăп. Тăван аттерен те хаклă пулчĕ вăл маншăн.
Çак сăмахсене каланă самантра — куçĕсем çиçсе илчĕç ун, савăнăç йăлтри те сăн-пичĕ тăрăх чупса иртрĕ.
— Çапах та, тĕрлĕ çынсем пулĕ унта? — ыйтрăм эпĕ.
— Пур, анчах сайра тĕл пулаççĕ иртĕхекеннисем. Иртĕхме памаççĕ унта. Пур çав пурнăç юлашкисем, телей ăçта иккенне ăнланайманнисем... Тӳрĕ ĕçлесшĕн мар вĕсем. Айăплă çынсене, айăпне кура ĕнтĕ, социализмла ĕçе пĕтĕм чĕререн юратса тунипе юсасси вăл калама çук ырă политика, — тĕнчере пĕр политика... Вăт, çакна тавçăрса илейменнисем те пулкалаççĕ хушăран.
Вăл сӳннĕ пирусне хыпрĕ.
— Эпĕ, акă, лере чухне хампа ăмăртса ĕçлекен пĕр вăрă-хураха пĕлетĕп. Хăй каланă тăрăх, вăл темскер те çаратнă, темиçе хут тĕрмерен тарнă. Ашшĕ ун патша вăрçинче вилнĕ пулнă. Амăшĕ ашшĕ хыççăн чахоткăна кайса вилнĕ. Вĕсем пĕчĕк йăмăкĕпе иккĕшĕ тăлăха тăрса юлаççĕ. Пĕрре çапла вăл вагон çинче пĕринне укçа çаклатать. Куракансем пулнă пулсан та каламан. Калакана хытă лекет ун пек чухне. Пĕр çап-çамрăк хĕрача укçана вăл илни çинчен пĕлтерет. Хайхи вăрă полкă çинчен сиксе анать те:
— Куртăн-и? — тесе ыйтать хĕртен.
— Куртăм, — тет хĕр.
— Куртăн-и эп илнине? — тет вăл тепĕр хут.
— Куртăм — тет хĕр каллех.
Тăвăлса çитнĕ хурах арăслан пек сиксе ӳкет хĕр çине.
— Апла пулсан — тек кураймăн! — тет те вăл, хĕрĕн куçĕ урлă бритвăпа туртать. Ытарма çук хĕрĕн кăвак куçĕсем çавăнтах юхса тухаççĕ... Вара çав хурах милици управленине çитсен тин çак ытарма çук илемлĕ хĕр хăйĕн тăван йăмăкĕ пулнине пĕлнĕ... Вăл ăна вуникĕ çул хушши курман пулнă...
Çак сăмахсене каланă чухне ман çан-çурăм çӳçенсе илчĕ, ӳт-пĕвĕме çĕлен яваласа илнĕ пек туйăнчĕ. Вăл çавăн пек хăрушă ĕçсем çинчен тата нумайччен каларĕ. Тĕрмерен туха пĕлмесĕр пурăнакан çынсем çинчен, тухсан тата виç кунтан калле çаврăнса пыракансем çинчен каларĕ. Вĕсене вăл — ылханлă патша вăхăтĕнчен юлнă йăласем тăрăх пурăнакан чурасем, терĕ.
— Вĕсем пирĕн çĕршывра нумай мар, сайра хутран çеç тĕл пулкалаççĕ. Ĕлĕкхи тĕрмесенче чылай пулкаланă вĕсем. Çавсем каласа панă тăрăх, ĕлĕкхи каторгăри ĕçсемпе хальхи лагерьсене танлаштарсан, пин çул утса çитме çук улшăну! Ĕлĕкхи каторжниксем сăнчăрланă алли-урипе вунпилĕкшер, çирĕмшер çул хушши пĕр ĕç туса ларнă. Сăмахран, кирпĕч хăйрама хушнă пулсан, вăл мĕн срукĕ тухичченех хĕртнĕ кирпĕчсем хăйраса ларнă. Хăшĕ тата алтнă шăтăксене тепĕр хут тултарса каллех алтнă. Кайран каллех тăпра тултармалла пулнă, унтан каллех... Çакăн пек «ĕçре» ухмаха ерекенсем, хăйсене хăйсем вĕлерекенсем те сахал мар пулнă. Ун çинчен хăвăр та кĕнекесем вуланă пулĕ? — терĕ те вăл, тарăннăн сывласа илчĕ.
— Халь таврăнсан, ăçта ĕçлес тетĕр? — ыйтрăм эпĕ.
— Ворошилов патне çыру çырас тетĕп. Ман тăванăмсем Инçетри Хĕвелтухăçĕнче, Хĕрлĕ Çар ретĕнче, — манăн та çавăнта каяс кăмăл пур. Хасан кӳлли патĕнче çапăçнă чухнех каясшăнччĕ. Ыйăх килми пулчĕ. Çĕр çывăраймастăп. Тухса тарас терĕм те пĕрре, кайран хамах айăпласран хăрарăм. Питĕ каяс килетчĕ. Самурай йыттисене тулласа тăкас килетчĕ, икĕ тăванăмпа пĕр рете тăрса арăслан пек çапăçас килетчĕ. Нумай шухăшларăм эпĕ хам çинчен... Иртнĕ пурнăçăма çĕнĕрен пăхса тухрăм. Асаннепе пĕрле ыйткаласа çӳренине, çумăрне-мĕнне пăхмасăр кĕтӳ хыççăн сĕтĕрĕннине аса илтĕм. Капиталистсен шахтинчен хăрах куçсăр таврăннă атте аса килчĕ... Лутра пӳрт умĕнче йĕрсе ларакан анне куç умне тухрĕ. Колчака хирĕç çапăçма хăй ирĕкĕпе кайнă тăван пичче аса килчĕ... Вăл офицерпа хире-хирĕç тытăнса çапăçнине, çав вăхăтра унăн паттăр кăкăрне темиçе казак сăнни пĕр харăссăн тăрăннине те асăма илтĕм. Сахал мар ятларăм хама хам... Халь ĕнтĕ, эрех тинĕсĕ урлă чăмса каçас пулсан та, пĕр çăвар сыпас çук. Эрех ĕçнĕшĕн никама та ылтăн мăйрака лартман... Куран пуль, халь эпĕ киле вĕр-çĕнĕ червонец пек таврăнатăп. Пĕр сăмахпа каласан, хама хам Хĕрлĕ Çар ретĕнче пулма тивĕçлĕ çын, тесе шутлатăп.
— Мичурин сачĕ пирки епле вара?
— Вăл ĕçе халь атте тытăннă. Пултарать вăл ун пек çĕрте... алли-ури çаврăнать ун. Пĕлтĕр çулла садран ытарса тухма çукчĕ, тет. Арăмпа ача сывă пулсан — ĕç каять те-ха... Çавсем темле? Ывăлăма валли вылямалли тупăсем, тĕрлĕрен хĕçпăшалсем туянтăм. Мускавран илсе тухрăм. Герой тăвас тетĕп...
Вăл чăматанне уçрĕ. Унта пĕчĕк çеç тупă, танк, винтовка, наган, самолет, темĕн те пĕр пур. Вĕр-çĕнĕ вĕсем, ялкăшса кăна выртаççĕ, вăрçă ĕçне вĕренмелли кĕнекесем те пур. Çак япаласене пăхкаласа ларнă вăхăтра поезд станцăна çитсе чарăнчĕ.
— Канаша çитрĕмĕр! — илтĕнчĕ пĕр янăравлă сасă. Эпир антăмăр. Вагон алăкĕсенчен красноармеецсем тухрĕç. Хăшĕ пирус илме, хăшĕ сĕт-çу илме чупрĕç. Хасан паттăрĕсем пулнă иккен вĕсем, халĕ республикăри тăван колхозсене таврăнаççĕ.
Эпир Арсенипе сывпуллашрăмăр та иккĕн ик еннелле çул тытрăмăр. Мана ун сăмахĕсем чылайччен шухăшлаттарчĕç. Унăн, хăйĕн айăпĕсене паттăрла ĕçсем туса каçарттарма пулнăскерĕн, хĕрӳллĕ сăмахĕсем, пĕтĕм чĕрипе тăван çĕршыва юратнине палăртса тăракан вутлă сăмахĕсем, мана çав тери хавăслантарчĕç. Халь ĕнтĕ çак йĕкĕт манăн чи çывăх тусăм пулĕ, терĕм эпĕ.
II
Арсенипе эпир киноран тухсан тĕл пултăмăр. Мана вăл пысăк хаваслăхпа йышăнчĕ.
— Эсĕ-и ку? Вăт кĕтмен телей!.. — терĕ вăл, ман алла хыттăн чăмăртаса.
— Ăçталла эсĕ?
— Гостиницăна вырнаçрăм.
— Пĕрле эппин.
Эпир площаделле утрăмăр. Çул çинче халь кăна курса тухнă «Ленин в Октябре» ятлă картина çинчен калаçрăмăр. Пит килĕшнĕ вăл ăна. Мана хама та тем пекех хаваслантарчĕ çав картина. Ленин чĕрĕ, унăн ĕçĕсем, халиччен тĕнчере пулман ĕçĕсем халь те-ха куç умĕнче сăнланса тăраççĕ... Площаде çитнĕ чухне Арсений мана каллех хăй пурнăçĕ çинчен каласа пама пуçларĕ. Манран уйрăлсан аванах çитнĕ иккен килне... Арсений кăштах улшăннă пек: сарăрах çӳçĕ ытларах кăтраланнă пек, кăвак куçĕ те уççăнрах, хаваслăнрах пăхнă пек туйăнать.
— Астăватăн-и? — терĕ вăл. — Канаш станцине çывхарнă чухне эп сана арăмпа ывăлăм çинчен каланăччĕ. Çакăнтах пурăнаççĕ пулĕ, тенĕччĕ..
— Астăватăп...
— Тĕрĕс пулнă эп шухăшлани... Арăм та, ача та унтах. Арăм эп çук чухне сестрасен курсне вĕренсе пĕтернĕ. Халь вăл унтах, больницăра ĕçлет. Эп урăх çĕре куçнă пирки çырайман вăл ман пата. Каярахпа вара... çырма хăранă...
Сасси темшĕн чĕтренерех тухрĕ ун. Вăл пĕрре хĕрелсе, тепре кăвакарса кайрĕ.
— Итле, — терĕ вăл пĕр самантрах улшăнма ĕлкĕрнĕ сассипе —Çемье енĕпе ĕç чут çех пăсăлмарĕ ман... Калама та намăс. Кивĕ тĕнче юлашкисем халĕ те пур иккен-ха... Йĕрĕнчĕк çын пулчĕ вăл. Нихăçан хуралми сăн-питĕме вараларĕ...
Эп, ăна ăнланса илеймерĕм пулин те, чĕнмерĕм.
— Тĕрмене лекичченех курнăччĕ эп ăна: пивнойсем тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳретчĕ... Пристань çывăхĕнче темле хĕрарăмсемпе çапкаланса çӳренине те сахал мар курнă. Тăхăр çулхи хĕрĕ, арăмĕ пурччĕ ун. Пайтах макăртнă вăл вĕсене. Кĕççе пит, ӳсĕр пуçпа тĕрле хĕрарăмсем патне явăçасшăн çӳрет тетчĕç ăна.
Арсений ман куçран пăхрĕ.
— Ăнланаймастăн пулĕ эс мана? — терĕ вăл.
— Кăшт тĕшмĕртетĕп. Мăшăрунтан кулман-и вăл?
— Тĕрĕс, — терĕ Арсений. — Кинора ман арăм çумне билет улăштарса пырса ларнă. Киноран тухсан... Сан упăшку лагерьте шыва путса вилнĕ тесе, арăм пуçне çавăрнă. Юлашкинчен... çав хура юнлă этем ман арăмран... мăшкăлласа кулнă... Ирĕксĕр, вăйпа мăшкăлланă!.. Ну, мĕн калăн эсĕ çав çынна? Сăмах сана паратăп, — терĕ вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...