Таврăнсан
Эпĕ чылайччен шухăшласа тăтăм. Пулаççĕ вĕт тĕнчере йĕрĕнчĕк çынсем, намăссăрсем!.. Тăхăр çулхи хĕрĕ пур, ытарма çук арăмĕ те пур иккен. Çитменнине, Арсенин хăйĕн те виçĕ çулхи ывăлĕ пур. Вăл ашшĕне кĕтет, эпĕ герой пулап, тет. Ашшĕ ун, Арсений, кулленхи ĕç нормине темиçе хут ытлашши тултарса ĕçлени çинчен çырусем çырать. Киревсĕр çын хыççăн кайса тунă айăпа таса ĕçпе каçарттарнăшăн хĕпĕртет. Кĕçех киле таврăнап, тесе çырать. Çаксене пĕлсе тăнă хушăрах кам хушнă çав йытта стахановец çинчен вилнĕ ят кăларса, ун арăмĕнчен мăшкăлласа кулма? Мĕншĕн тăван хĕрĕнчен вăтанман вăл? Тĕнчери чи ăслă çынсем, пĕтĕм этемлĕхĕн çулпуçĕсем, çемьене чăн чаплă вырăна хунă, телейлĕ çемье тума вĕрентнĕ. Мĕн кирлĕ пулнă-ха çав хура юнлă намăссăра? Вăл социализмла çемьен телейне пĕр хĕрхенӳсĕр таптанă! Кам ирĕк панă çавăн пек ашкăнма? Çавăн пек ирсĕр ĕçе укçапа иртĕнекенсем, эрех пички çумĕнче ларакан йĕксĕксем е, тĕрĕсрех каласан, хĕрарăмпа эрехшĕн тăван çĕршыва сутма хатĕр çынсем çех тума пултараççĕ. Пĕр-пĕр çын социализмла çемьен телейне аскăн шухăшпа тискеррĕн çĕмĕрет пулсан, вăхăтлăха телейсĕр юлнă хĕрарăма вăйпа мăшкăллать пулсан, епле тăшман ан пултăр-ха ĕнтĕ çав вараланчăк хурах?..
— Вăл сан ывăлу çине сурнă, сан çине сурнă, хăйĕн çемйине те хĕрхенмен. Кĕççе пит, теççĕ ун пек çынна... — терĕм эпĕ.
— Арăму мĕнле кĕтсе илчĕ?
Вăл хĕрӳленсе кайрĕ.
— Арăм пирки ĕмĕрне те ун пек-кун пек сăмах тухман... Пĕлетĕп эп ăна. Эпĕ çитсе кĕнĕ чухне йывăр çынччĕ вăл. Ăшчик тăвăнса килчĕ... Анчах мĕн тăвăн? Хăвах пĕлен — ун пек чухне вăрçнипе ĕçе юсама çук... Вăл мана ыталаса илчĕ. Макăрать, ĕсĕклесе макăрать. Хĕрхентĕм эп ăна, ман ăна ĕлĕкхи пекех чĕререн юратса чуптăвас килчĕ. Анчах тем чарса тăчĕ... эп ăна каялла чакма сĕнтĕм. Чакмарĕ вăл, ман умма тирĕнсе анса ураран ыталарĕ. Эпĕ ăна çĕклесе тăратрăм. Чухласа илтĕм эп: çуралакан ача айăплă мар! Ан тив, намăсĕ çав усал ултавçă çине ӳктĕр! Ачине хам ачапа пĕрле пăхса ӳстерĕп. Пултăрах, хам ывăлăм пулса ӳстĕр. «Атте» тесе юратĕ вăл мана. Эпĕ ăна, çитĕнсе çитсен, хăй епле çуралнине пĕлтерĕп. Ырлăх сунĕ, тав тăвĕ вăл мана...
Эп Арсение ăнлантăм. Кăмăлĕ хуçăлнă ун. Вăл çынна çав тери юратма тата çав тери курайми пулма пултарнине ăнлантăм. Куççулĕ тухрĕ ун... Шеллерĕм эп ăна, хĕрхентĕм...
— Эпĕ пĕр тăлăх арăма пĕлетĕп, — терĕ вăл малалла, — вăл пĕр таврара çук тискер пуян патĕнче тарçăра пурăннă. Вĕсен выльăх-чĕрлĕхне пăхнă, ирсĕр те йĕрĕнчĕк кĕпи-йĕмне çунă, темскере те чăтнă. Пĕрре, вал пурăннă çĕре (путек-сурăхсене усрамалли çуртра пураннă вăл) кун патне кулак ывăлĕ, кадетсен шкулĕнче вĕреннĕскер, пырса кĕнĕ. Кĕнĕ те вăйпах ирĕксĕрлесе мăшкăлланă. Çавăн хыççăн хайхи мĕскĕн арăм ывăл ача çуратнă. Вăхăт пире кĕтмест, вăл иртнĕçем иртсе пырать. Айăпсăр ывăл тăхăр çула çитнĕ çĕре граждан вăрçи пуçланса каять. Çав вăхăтра тăхăр çулхи Валентин та пĕр партизан отрядĕнче разведкăра çӳрет. Пĕрре ăна шуррисен йыттисем тыткăна илеççĕ. Анчах епле кăна тĕпчесен те, пĕр сăмах та каламасть ача. Ун чĕрнисен хушшине йĕппе тирнĕ. Валентин чĕнмен. Шлемĕ çинчи хĕрлĕ çăлтăрне çамки çине çĕлесе яма хушнă офицер, — çĕленĕ. Чăтнă, тӳснĕ тăхăр çулхи çамрăк паттăр партизан. Юлашкинчен унне çурăм тирне сӳме пуçланă. Вара, калама çук асаплантарсан, йĕрсе янă вăл, чăтайман йытăсен мăшкăлне. Тем туса тăкнă пулĕччĕ вăл хăйне асаплантаракан хурахсене, анчах вăл пĕччен, вăй та çитмест. Ну, мĕн тăвăн ĕнтĕ? Кайран ăна витене кăларса пăрахаççĕ. Вăл хура çĕлен йăвинчен чее тилĕ пек тухса шăвăнать, анчах суранланнă ачан вăй çук. Чăтлăх вăрман ăшне кĕрсе çухалсан, пĕр ватă юман айне ним пĕлми пулса ӳкет. Ăна çав вăхăтра ытарма çук шыв хумĕ çинче чăмса çӳренĕ пек туйăннă; хăйне улăхра чечек татса çӳренĕ пек те шутланă вăл. Ун таса юнĕ юхма чарăнман. Çав вăхăтра вăл хăйне илсе кайнине те, кам илсе кайнине те пĕлмен, астуман. Ирхине, тăн килсе кĕрсен тин, отряд пуçлăхне — хăйĕн пиччĕшне, Гришăна палласа илсе, ун мăйĕнчен уртăннă.
Мĕн пулнă-ха вара кайран? Хура çĕлен йăвине — шур офицерсен штабне — çавăрса илсен, Гриша штаб начальникне палласа илнĕ. Вăл хайхи пуян Хветӳк ывăлĕ пулнă. Ĕлĕк ача чухне ăна Кукша Ваçка, тесе мăшкăлланă. Тăхăр çулхи Валентин ашшĕ пулнă вăл, ун амăшне ирĕксĕрлесе ашшĕ пулса тăнă ирсĕр, Валентин çамки çине хĕрлĕ çăлтăр çĕлеттерсе лартакан сивĕ çĕлен пулнă. Валентин хăйĕн йĕрĕнчĕк ашшĕне, юнсăр пурăнма пултарайман тискер кайăка, хăй аллипе хăй персе пăрахать. Йытта — йытă вилĕмĕ! Ну, мĕн калăн ĕнтĕ? Ман арăмран мăшкăллакан ирсĕр çав офицертан кая-и мĕн? Çулĕ пĕрех вĕсен. Май пулсан пăвса вĕлерĕччĕ вăл хăйĕнчен пулнă айăпсăр ачана, вакка кайса ярĕччĕ... Мана хирĕç хăйса пăхаймасть, кĕççе пит!
— Арăмна уйăрса ярас теместĕн пуль те? — ыйтрăм эпĕ.
— Çук, айăплă мар вăл. Уйăрса яма сăлтав çук... Вăл тӳрĕ çын иккенне питĕ лайăх пĕлетĕп эпĕ. Çитменне тата, арăслан пек ывăлăм ӳсет. Мĕн калĕ вăл тăван ашшĕ пĕр айăпсăр ача амăшне хур тунине пĕлсен? Çук, этем чунне çухатма шухăшăм çук ман. Ан тив, çитĕнччĕр, икĕ ывăл пултăр! Кам пĕлет, чипер пурăнсан телейлĕ çĕр-шывăн чаплă ывăлĕсем пулĕç вĕсем. Хисепрен пуçне нимĕн те пулас çук мана вĕсене пăхса ӳстернĕшĕн. Чĕре таса ман... Халь пĕр хура пăнчă та çук-ман чĕремре!
— Тĕрĕс,— килĕшрĕм эп унпа. — Пирĕн ачасем — телейлĕ пурнăç чечекĕсем. Вĕсенче — телей, вĕсенче — пурнăç!..
Чылайччен калаçрăмăр эпир. Урамра шăп. Сехет йĕппи 12 тĕлне çитсен, радио «Интернационал» кĕввине янратма пуçларĕ. Эпир гостиницăна кĕтĕмĕр. Арсений мана хăй пӳлĕмне чĕнсе илчĕ.
— Акă, вула, — терĕ вăл, ман алла шурă хут тыт тарса. Вуласа тухрăм. Акă мĕн çырнă унта:
«Арсений В. юлташ.
Сирĕн икĕ тăванăр Инçетри Хĕвелтухăçĕнчи полкра чи примерлă танкистсенчен пĕрисем пулса тăраççĕ. Вĕсем Хасан кӳлли патĕнче Япони йыттисене аркатса тăкнă вăхăтра та хăйсен паттăрлăхне, юратнă çĕршыв-аннешĕн юлашки тумлам юн юлмиччен çапăçма хатĕррине тата çар ĕçĕнчи маçтăрлăхĕпе пултарулăхĕсене лайăх кăтартса панă. Эсир Ворошилов юлташ патне çырнă çыру тăрăх, районти Çарĕç Комиссариачĕ сире, тата сирĕн ĕçĕрсене пĕлсе, тивĕçлĕ характеристика парса, хăвăрăн тăванăрсем патне яма хирĕçлемест.
Районри Çарĕç Комиссарĕ капитан Архипов».
— Каян эппин? — ыйтрăм эп унтан.
— Каятăп! — терĕ вăл, хĕвел пек çуталса.
Вара икĕ çамрăк йĕкĕтĕн вăйлă аллисем пĕрне-пĕри хытă чăмăртарĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...