Чăваш сăмахĕ
Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ. Вăхăт çитĕ —- чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ. Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле савса юрлĕ вăл. Чăваш юрринче — таса пĕлĕт çумĕнчи тăри юрри илтĕнĕ. Чăваш юрринче тинĕс хумĕ шавлĕ, вăрман чашлĕ, вĕççи-хĕррисĕр улăхсем симĕсленсе выртĕç. Авалхи хуйхă сасси илтĕнĕ, телей куç умне тăрĕ. Атăл хĕрри тăрăх тĕнче кĕсле сассипе янраса тăрĕ — çакă чăваш юрри пулĕ, чăваш сăмахĕ, чăваш чĕлхи пулĕ. Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕрнĕ хурçă пулĕ!
Авалранпа чăваш хĕсĕкре пурăннă. Мĕн асап курман, мĕн тӳсмен вăл хăй чĕлхине сыхланăшăн. Пуçа усса, çĕлĕке пусса лартса, ют халăхсем хушшинче шарламасăр ларнă вăл. Ют халăхсем хушшинче, мăшкăлран хăраса, сассăр калаçнă вăл. Пусмăрласа, хĕстерсе салатса янă ăна.
Унталла-кунталла вăрман айне тарса пытаннă. Мĕскĕн Чăваш! Мĕскĕн Чăваш! Сапăнса, уйăрăлса пĕтнĕ сан çы[н]нусем. Ют халăхăн пуянĕсем сан чĕлхӳне пĕтересшĕн тăрăшнă.
Чăваш çапах та пур асапран, пур хурлăх айĕнчен чăваш ятне çĕртмесĕр ку тарана çитернĕ. Терт хушшинче, ют халăх айĕнче чăваш чĕлхи çухалман. Ĕмĕрсем иртсе пынă. Чăваш шăппăн калаçнă. Чăваш чĕлхине пур тавраран туланă. Вăл çавах та халь те чĕрĕ, халь те сывă. Пур мăшкăла пăхмасăр — халь те сывă. Сывă вăл! Сывă пултăр малалла та! Çак ĕç — чăваш малашне хăй чĕлхипе аслати алтса çиçĕм çиçтерессине палăртать. Çак ĕç пире шанчăк парать. Шанатпăр. Вăхăт çитĕ! Камăн шанчăк çук, кам хăй чăвашшинчен намăсланса чăваш ятне çĕртнĕ, — çавсене эпĕр чăвашла кутран тапса ывăтатпăр. Шанчăк пуррисем — телейлĕ.
Авал асаттесене мăшкăл тунине манас мар. Мăшкăл айĕнчен чĕрĕ тухнă чĕлхе тĕнчере çухалмĕ.
Ку таран[ч]чен чăваш сăмахĕ илтĕнмен, — халĕ чăваш юрри илтĕнĕ; чăваш сăвви, чăваш сăмахĕ Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле сасси вырăнне пулĕ. Чăваш чĕлхи тимĕр татĕ, çивĕч пулĕ. Вăхăт çитĕ! Вăхăт çитĕ!
Вăхăт çитсен çакна çыракана: «Ку чăн каланă иккен», — тесе асăнĕç.
Теччĕ
ева (2009-03-08 18:35:26):
Çеспĕл чăваш чĕлхи вăйланасса ĕмĕтленнĕ, шаннă. Малалла мĕнле пулĕ-ши? Чăвашсем хăйсен чĕлхинчен писеçĕ вĕт.
Ксюша (2014-01-27 15:45:22):
Ку прозăллă сăвă мана шухăша ячĕ