Юлташа
Якку Арăслана
Аса ил-ха, савнă тантăш,
Иртнĕ кун-çулна:
Ача чух епле хаваслăн
Савнă вăл сана.
Улăха кĕрсе çӳреттĕн
Аслă ĕшнепе.
Чечексем татса килеттĕн
Çыххи-çыххипе.
Эс çăка туя тупсассăн,
Урхамах тесе,
Утланса чупса иртеттĕн
Çĕр кисрентерсе.
Кун та иртрĕ, каç та иртрĕ,
Çитĕнтĕн ӳссе.
Вăйăра сана кĕтетчĕç
Тăпăлкка хĕрсем.
Вĕсенчен пĕри пăхатчĕ
Сан çине ялан.
Уйрăлăп тесе нихçан та
Эсĕ шутламан.
Вăйăран пĕр каç юлсан та
Ăш вăрканă сан.
Тем çухалнă пек çӳренĕ
Хĕрне курмасан.
Халь ăна инçе хăвартăн,
Ăшă çыру яр.
Тен, ăна пачах кураймăн,
Вăрçă — вăйă мар.
Тĕнчене килсе хупларĕç
Йывăр пĕлĕтсем.
Пĕтĕм çĕр çинче çĕкленчĕç
Ялкăшан вутсем.
Çав вута кĕреç пиншерĕн
Пирĕн тантăшсем.
Али-паттăр пек хаяррăн
Çапăçаç вĕсем.
Çава тытнă пилсĕр вилĕм
Чашкăрса çӳрет.
Ват-и, яш-и — уншăн пурпĕр,
Тиркемест, хирет.
Эй, илтетни выçă Вилĕм,
Чак эс, сăттана!
Ярса тытăп та ак силлĕп,
Хуçăп çавуна!
Виçпӳртре кĕтет аннеçĕм,
Ывăлăм кĕтет.
Нӳрленет шур пурçăн тутăр —
Мăшăрăм йĕрет.
Анчах ан хурлан, юлташăм,
Маншăн ан кулян.
Эпир тухрăмăр çĕршывшăн,
Тĕп пулĕ тăшман.
Эпир тухрăмăр Мускавшăн
Вилĕме çĕнме!
Пĕтĕм халăх тухрĕ каррăн
Çĕнтерӳ кӳме.
Çĕнтерӳ пиртех вăл пулĕ!..
Эпир курмасан,
Юлташсемшĕн пурнăç килĕ
Çуттăн çутăлса.
Кăм унта хăравçă чунлă,
Пăран çул çинчен!
— Кил, Суворовла çапар-ха
Вилĕм çамкинчен!
Ноябрĕн 24-мĕшĕ, 1941 çул.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...