Çăхан Анни
Хула универмагĕ çывăхĕнче икĕ тантăш — Çăхан Аннипе Ясмăк Варукĕ тĕл пулчĕç. Анна, пуян ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ, пĕчĕклех мăн кăмăллăччĕ, хăйне ыттисенчен çӳллĕрех те мăнаçлăрах тытатчĕ. Вăтам шкулта вĕреннĕ чухне вара модăна хăвалама пуçларĕ. Шукăль тумланса çӳрекенскерĕн икĕ аллинче те пĕрер кĕмĕл çĕрĕ, хăлха çунаттисенче — кăваррăн хĕмленекен хаклă йышши алка, мăйĕнче — чĕре евĕрлĕ ылтăн кулон... Халĕ те хăнăхнă йăлине пăрахайман пулас ав, йăлкăшса-çиçкĕнсе кăна тăрать саççим.
— О, Варя! — терĕ вăл тантăшне ыталаса. — Курманни çĕр çул! Ну, каласа пар: мĕнле пурăнатăн, ăçта çĕмĕрттеретĕн?
— Пурăнкалап хуллен-майĕпен, — сăпайлăн тавăрчĕ лешĕ.
— Пирĕн вăхăтра хуллен пурăнма юрамасть, Варя, — иртен-çӳренсене хăйсем çине пăхтарса кĕрлерĕ Анна. — Çĕр çĕмĕрмелле!
— Э, ăçта унта унашкалах алхасма...
— А ма? «Эмансипаци» текеннине ахаль туса панă-им пире? Асту, хальхи вăхăтра хуçалăх тилхепине эпир, хĕрарăмсем, тытатпăр: ача çурататпăр, космоса вĕçетпĕр, пуçлăх тенкелĕ çинче саркаланса ларатпăр.
— Хăвăн пĕчĕккисем миçе сан, Анна? Ятранах чĕннĕшĕн каçар мана, сахал вĕреннĕ хĕрарăма.
— Ничаво! Камшăн-камшăн та, саншăн «Анна» эп. Ытти çара çерçисемшĕн вара — «Анна Христофоровна». Ăхă! Мана халь пурте çапла чĕнеççĕ. Хисеплеççĕ сначчăт, сума сăваççĕ... Пĕчĕккисем миçе тетĕн-и? Пĕр «киндер» та çук. Анчах çакăншăн ним чухлĕ те кулянмастăп: мĕне кирлĕ вĕсем, мĕн усси? Пĕчĕк чух ал-урана çыхса тăллаççĕ, кĕпе аркинчен уртăнаççĕ: «Мама! Мамочка!» Нăйкашу, манка çакки, вараланчăк кипке... Ӳссе çитсен ĕнсе çине хăпарса лараççĕ: пĕрне — кăна илсе пар, тепĕрне — ăна... Ним мар çĕтĕке хăвараççĕ! Каплипе вара, пĕр кут та пĕр пуç тенĕн, хампа хам хуçа. Ăçта каятăп, мĕн тăватăп — никам умĕнче те отчет тытасси çук.
— Упăшку? Вăл та нимĕн те шарламасть-и? — хăюсăртараххăн ыйтрĕ Варук. — Вĕсене йăх тăсакан кирлĕ вĕт-ха?
— Упăшка... Хăшин пирки калам-ши? Малтанхи, чăн та, ача туманшăн ялан мăкăртататчĕ: «Йĕркеллĕ-путлĕ çынсен пурин те «У-а! У-а!» çухăраканнисем пур, ман кăна утьăкка сиктермелли çук», — тетчĕ. Асту, кĕтсех тăр! Çирĕм-çирĕм пиллĕкрех ача туса сăн-кĕлеткене типĕтме çав таранчченех катăк мар эп! Тата... кайса пăх-ха вĕсемпе канe çуртне, курорта! Юрĕ, кунпа калаçу кĕске пулчĕ. «Тупса яр хăвна юрăхлă ама, кашни çул пĕрер çăвăрласа параканни!» — терĕм те алăка шалтлаттарса хупрăм — адью, сывă пул... Иккĕмĕшпе те ăнмарĕ. Ăçта ĕçке-çикĕ, ăçта илĕртмелле ихĕрекен кĕсре — унта вăл. Çатăрласа тытрăм та ĕнсинчен, кутĕнчен чĕркуссипе лаклаттартăм — кăларса ывăтрăм хваттертен. Темиçе те пычĕ, куççулĕпех макарчĕ — йышăнмарăм. Кирлех пуль мана кашни сараппан айĕнчех мăрлатса çăвкаланакан кушак аçи! Унашкаллисем ман унсăрах — савалиç! Артистсемпе писательсем таранах...
— Чим-ха, — пӳлчĕ Варук чĕрĕ ăвăс пуленки евĕр çатăртатакан тантăшне, — шкулта вĕреннĕ чух эс хăв та сцена çине тухма ĕмĕтленеттĕн мар-и çак?
— Çапла, пĕтĕм шухăш-ĕмĕтĕм те артистка пулассиччĕ. А мĕн начар-им? Юрла та юрла ăшă пӳртри шăрчăкла, тринкки-тринкки сиккеле — çавă кăна!
— Вара?
— Вара... Те сассăм килĕшмерĕ, те комисси председательне куç хĕсме пĕлмерĕм — илмерĕç. Ну, илмерĕç тĕк — илмерĕç, уншăнах лĕр-р! макăрса ямарăм, белуга пек ӳлемерĕм. Тытрăм та — киоска, сăра сутма. Паллах, унта вырнаçма та муттер...
— Кам, кам?
— Мамаша, эппин. Çавă пулăшрĕ. «Тавай, кай, хĕрĕм, — терĕ. — Çăмăл ĕç, укçи-тенки те — хăв тăмана пулмасан, утнă çĕртех тĕлĕрмесен — йĕкĕр ывăçпа ывăçламалăх. Пĕр-икĕ çултан хваттерлĕ пулан, икĕ хутлă дача хăпартса лартан, çăмăл «кӳме» туянса яран. Сăра кăпăкĕ вăл, Анна, тем тума пултаракан хăватлă япала!» — терĕ. Юрĕ, вырнаçрăм. Çур çултан-мĕнрен хама купăста пахчине кĕртсе янă качака пекех туя пуçларăм. Хăçан уçас килет — уçатăп, хупас килчĕ — хупатăп. Черечĕ вара — апайтуру-у! Эп пыриччен тахçан-малтан тĕркĕшме пуçлаççĕ. Пурте васкаççĕ, кашнийĕнех хăвăртрах мухмăр-сухмăр чĕртес килет. Крушкăна пĕр пӳрне чухлĕ тултармастăп — шарламаççĕ. Хутран-ситрен кăна пĕр-пĕр ăслай тупăнать (кашни кĕтӳрех пулать унашкал шăршлă така): «Ма тултарса памастăн? Ма тăрăласса кĕтместĕн?» Кĕттереççĕ унта сана хыçалтисем — наччас кăларса çапаççĕ черетрен. Тепĕр тесен, кăшт сахалрах ярса панăшăнах кам çукка юлать?
Çапла çулталăк иртрĕ. Халь ĕнтĕ эп ямăт укçаран шăршă кĕменнине аванах чухлакан пултăм. Пĕр ирхине каçпа сутса пĕтереймен пичĕкене пĕр витре сивĕ шыв чашлаттарма ĕлкернеччĕ кăна — контроль! Чиксе пăхрĕç приборне: тăрă, спирт сахал. Судпах айăпласшăнччĕ те — инкек-синкекрен папаша хăтарчĕ: штраф тӳлесе ăшă вырăнтан кăларса çапнипех лăпланчĕç.
Пуç çийĕнчен хура пĕлĕтсем сирĕлсен кĕпе-тумтир базине вырнаçрăм. Виç-тăватă уйăх пек аппаланкаларăм-и? — çук-и? — каллех çунса кайрăм, каллех ĕçрен хӳтерчĕç. Дефицитлă тавара хаклă хакпа айккинелле ярăнтарнăшăн...
— Халь ăçта? — пӳлмесĕр тӳсеймерĕ Варук — Каллех çăмăл ĕçре-и?
— Çăмăл... Параççĕ сана çăмăл! — аллине лаш сулчĕ Анна. — Пĕр пысăк пуçлăхăн секретарь-машинистки эп. Ирĕккĕн сывлама та çук — кунне çĕр çын йышăнмалла: пĕри ĕçе кĕресшĕн, тепĕрне хваттер кирлĕ, виççĕмĕшĕ ачине ясли-садика вырнаçтарасшăн.
— Вăл ыйтусене те хăвах татса паратăн-и?
— Ну, мĕнле калас... Пач пĕччен мар ĕнтĕ, директорпа пĕрле. Çамрăкскер, çĕнĕскер: кăçал кăна лартрĕç. Пĕтĕм ыйтăва — пĕчĕк-и вăл, пысăк-и — манпа канашламасăр — ни-ни! Вопшĕм, чăн-чăн арçын!
— Асту, пуçна ан çухат, — терĕ Варук шеллереххĕн.
— А ма? Унашкал пуçлăхшăн çухатсан та шалккă мар!
— Ĕçӳ пирки калатăп эп. Ытла йывăр, ответлă...
— Вăл, чăн та, çаплах. Ну ничево, эпир ытлашши аптракан йышшисемех марччĕ-ха. Вопшĕм, пурнăçăм ман хальлĕхе — пыл та çу! Ху мĕнле тата? Халĕ те пир-авăр комбинатĕнче йĕке çавăратăн-и-ха? Юрать ĕнтĕ, вăл та кирлĕ. Камăн та пулин станок умĕнче те тăмалла. Лайăх ĕçленĕшĕн орден парĕç те ак...
— Ăна пĕрре илнипе те çитĕ-ха, ытлашши упшурланас мар, — ун-кун пăхкаларĕ Варук: пăрăнса утас — аван мар, татах итлес — хăлха йӳçĕхрĕ.
— Тĕрĕс! Орден вăл — тетте, шăкăр-шакăр! Чи малтан çынна укçа тени кирлĕ, унтан — хăтлă хваттер, çăмăл машина... Ман, сăмахран, пĕтĕмпех пур. Тавах папашăпа мамашăна!
— Манăн та — тавах Турра! — ӳпкелешме сăлтав çук: юратнă ĕç, савнă упăшка, лайăх ывăлпа хĕр... Вăт эс, Анна, пĕтĕмпех пур терĕн. Ан кӳрен те, ман шутпа сана пĕр япала çитмест — хăвна юратакан-хисеплекен мăшăр.
— Йĕвенлекенни тесшĕн-и? Кирлех пуль! Хама çăварлăхлаттарма ĕлкĕрĕп-ха, Варя, вăл ниçта та тармасть.
— Ман шутпа, тарма та пултарĕ. Йывăçа хулăлла аваççĕ, çимĕçе вăхăтра татаççĕ.
— Ну, каларăн та!
— Пурнăç çапла хушать-вĕрентет, Анна.
— Камшăн — Анна, камшăн — Анна Христофоровна, — сиввĕнреххĕн асăрхаттарчĕ Çăхан хĕрĕ. Çавăнтах аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ. — Суту-илӳ çуртне васкатăп-ха, — терĕ, — парфюмери пайне Франци духийĕпе Итали писевне илсе килнĕ терĕç. Айта пĕрле, ман унта лайăх пĕлекен продавщица ĕçлет. Камшăн-камшăн та, иксĕмĕр валли тупса паратех!
— Кирлех мар-тăр, Анна... Христофоровна. Мана, «карчăка», унашкал япаласем кăсăклантармаççĕ текех — иртрĕ вăл вăхăт.
— Ой-ей! Çавнашкал ватăлса кайрăн-и? Ну латнă, хăвăнне ху пĕл, хулпуççи урлă çакнă замш сумкине тĕксе тӳрлетрĕ Анна. Вара, кутне-пуçне йăкăлт та якăлт пăркаласа, универмагалла пăрăнчĕ. — Чао! Тепре куриччен!..
«Лĕпĕш! — шутларĕ Варук шĕвĕр кĕлĕллĕ туфлийĕсемпе асфальта чаклаттарса утакан тантăшĕ хыççăн пăхса. — Чечекрен чечек çине вĕçсех ĕмĕрне ирттерет. Вĕçет-вĕçет те акă, пĕр илемлĕ ăшă кун çулăмпа ялкăшакан вучаха кĕрсе е çунаттине ĕнтет, е çунса кĕл пулать. Пĕтрĕ вара яланлăхах: ни — йĕрри-палли юлмасть, ни — ячĕ-шывĕ...»
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...