Кашкăра улталарăм
Парне шырама вăрмана кайрăм. Çул çинче кашкăра тĕл пултăм.
— Ăçта çул тытатăн?
— Анне валли парне шырама.
— Эпĕ те аннӳ валли парне шырама пулăшатăп, — тет кашкăр. — Эпĕ ку çулпа каятăп, эсĕ тепĕр çулпа ут, — тет мана вăл.
Эпĕ кашкăра улталарăм, вăл çуран кайрĕ, эпĕ вĕçекен кавир-самолетпа вĕçтертĕм. Анчах та çухалса кайрăм, пĕр кермене кĕтĕм, унта вилĕмсĕр Кащей аллине лекрĕм. Вăл мана тĕп сакайне питĕрсе илчĕ. Шутларăм-шутларăм та шутласа тупрăм. Кермене 200 çул каяллах çĕклесе лартнă-çке, унăн кирпĕчĕсем хавшанă, кирпĕчсене катса тухма пулать-çке! Çапла турăм та. Тухасса тухрăм-ха, анчах та каллех çав кашкăрах тĕл пултăм. Эпĕ ăна улталама шутларăм.
— Çак керменте питĕ лайăх пăхаççĕ, эпĕ сана хам кĕпене тăхăнтаратăп, ман вырăна кĕрсе лар, ӳкĕнмĕн.
Кашкăр «тутлă апат» тенине илтсен тӳрех килĕшрĕ, ман вырăна чăмрĕ. Кайма пуçтарăнтăм та, аса илсех кайрăм: эпĕ вĕçекен кавир-самолета çухатрăм-çке! Йĕме пуçларăм. Такам мана калать: «Ан йĕр! Эпĕ сана пулăшатăп!» Шăши иккен. Вăл мана шелленĕ, пулăшма шутланă. Хам та сисмерĕм, ман ума кавир-самолет тухса та выртрĕ.
Вĕçме пуçланăччĕ çеç, каллех такам сасси: «Енчен те эсĕ ман патра эрне хушши ĕçлесе пулăшсан, эпĕ сана асамлă чечек парнелĕп». Эпĕ хаваспах килĕшрĕм. Эрне хыççăн вăл мана илемлĕ чечек тыттарчĕ. Киле кайма пуçтарăнсан, çул çинче каллех вилемсĕр Кащея тĕл пултăм. Вăл мана çисе ярать пулĕ тенĕччĕ, çук иккен, унăн кăмăлĕ улшăннă. Вăл мана тем пысăкăш торт парнелерĕ, аннене хăналама хушрĕ. Хам та сисмерĕм, киле çитсе те тăнă. Аннене хам парнесене патăм. «Ăçтан тупрăн?» — тĕлĕнчĕ вăл. Тĕлĕнчĕ, анчах та мана ĕненмерĕ. Аннене хытă-хытă ыталарăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...