Пĕрремĕш симфони
Эсир: «Мĕнле пĕрремĕш симфони?» тесе ыйтатăр. Ан васкăр, кăштах тӳсĕр. Унăн — çак симфонин — хăйĕн историйĕ çеç мар, çав истори умĕн каламалли те пур. Çавăнпа та малтан манăн çав «истори умĕ» çинчен каласа парас пулать.
Ун чухне, нумай-нумай çулсем каярах, эпир «симфони» сăмаха та илтменччĕ-ха. Пĕчĕк шăнкăравсемлĕ саратовски хуткупăссăр тата шăвăçран тунă тутапа вĕрсе каламалли «çăвар купăсĕcĕр» пуçне, урăх пĕр путлĕрех музыка инструментне те курманччĕ ун чухне эпир. Тĕп-тĕрĕс çапла. Мĕншĕн тесе ыйтăр-ха эсир татах. Пĕчĕккĕччĕ-ха. Çамрăкчĕ. Акă мĕн пирки. Тепĕр тесен, кунта ĕç, тен, çамрăк пулнинче кăна та мар пуль. Халĕ, авă, пирĕн ачасем хăйсем тĕрлĕ оркестрсем — симфони тата эстрада оркестрĕсем — тăваççĕ, пĕтĕм тĕнчери лауреатсем пулса тăраççĕ. Тĕрĕс, тĕп-тĕрĕс çапла. Ман шутпа, кунта пĕтĕм ĕç вăхăтран килет. Пирĕн ача чухнехи вăхăта паянхи вăхăтпа танлаштарас пулсан... Охо-хо, мĕн каламалли пур ĕнтĕ унта! Пĕлĕт те — çĕр! Чăнах, тĕп-тĕрĕс çапла.
Çапла, ара. Пирĕн шкулта ĕлĕк-авал (ун чухне ăна арабла «медресе дарультахсиль» тетчĕç) симфони евĕрлĕ сăмахсене илтме май килмен. Хамăрăн тăван чĕлхене те, урăхла каласан, тутар чĕлхине, коран1 чĕлхи туса хуратчĕç. Çапла, сăмахран, паян эпир «учитель» тетпĕр, ун чухне ăна «хальфэ» е «мугалим» тетчĕç. Пирĕн ачасене, тĕслĕхрен, паян «вĕренекенсем» теççĕ, вăл вăхăтра пире «шакирд» тесе чĕнетчĕç.
Каçарăр, тархасшăн, вĕт эпĕ пĕрремĕш симфони çинчен каласа парасшăнччĕ. Апла-тăк, малалла итлĕр.
Пĕррехинче, утмăл çул ытла каярах, пирĕн пурнăçра, шакирдсен пурнăçĕнче, пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Хамăрăн медресе историйĕнчи çав тăвăллă та шавлă кунсене паян та лайăх астăватăп-ха. Шкулăн пĕтĕм пурнăçĕ айĕн-çийĕн арканса кайрĕ: занятисем ирттерме пăрахрĕç. Аслă шакирдсем, пурте хавхалануллăн, пĕр харăс: «Яшасен хуррият!» — «Сывă пултăр ирĕклĕх!» — тесе кăшкăрса, ылтăнланă рамăри Микулай патша портретне стена çинчен илсе пăрахрĕç, куçĕсене перосемпе, пăтасемпе чике-чике шăтарчĕç.
Çав кунсенче «революци», «патшана сирпĕтсе антарнă» сăмахсене час-часах илтме пулатчĕ. Аванах астăватăп-ха, мянра та кăсăклăх хĕлхемĕ ялкăшма пуçларĕ: хам куçпа кураймасан та, çав ĕçсем — революци, патшана сирпĕтсе антарни — мĕнле пулса иртнине тĕплĕнрех пĕлес килчĕ...
Чимĕр, эпĕ каллех çултан пăрăнса кайрăм пулас. Тĕрĕссипе каласан, темех мар, мĕншĕн тесен çак симфони пирки пулса иртнĕ ĕç, паллах ĕнтĕ, çав кунсенчи событисемпе таччăн çыхăнса тăрать. Халь çакăнта каласа паракан истори Октябрьти Аслă революци çулталăк тултарас умĕн пулса иртрĕ.
Çапла. Çав кунсенче эпир пурăнакан пĕчĕк кăна рабочи поселокĕнче пысăк событи пулса иртрĕ: клуб уçрĕç. Анчах, ăна çапла калатчĕç пулин те, вăл клуб хальхи евĕрлĕ ятарласа кирпĕчрен тунă темиçе хутлă çурт марччĕ, унашкал пулма та пултарайман ун чухне. Ăçта унта! Хăвăрах ăнланатăр, революци пулнăранпа çулталăк та иртменччĕ-ха...
Çав пирĕн слободара пĕр Зия ятлă питĕ хаяр бай2 пурччĕ. Эх, йĕртетчĕ вăл халăха!.. Çав пуянăн, вăрманта кăмпасем ӳснĕ пек, слободара лартса тултарнă çурчĕсенчен пĕринче тунăччĕ те ĕнтĕ леш клуб текенскере. Халăх хушшинче калаçнă тăрăх, çакăншăн çав тери тарăхнă Зия муллана питех те нумай укçа панă та, ăна турăран ылхану ыйтса — «Тĕне ĕненменнисем хăйсен клубĕ-мĕнĕпех пăчланса ларччăр!» тесе ылханма ыйтса — кĕлтума хушнă. Анчах мулла кĕлтуни пулăшмарĕ. Вара бай мулласем урлă ачасен ашшĕ-амăшĕсене хĕтĕртме хăтланнă: имĕш, сирĕн хăвăрăн ачăрсене тамăк хуранĕнче пĕçерес килмест пулсан, вĕсене клуба ан ярăр теме хушнă. Çук, ку та пулăшмарĕ.
Эпĕ каллех аяккалла пăрăнса кайрăм пулас-ха. Вĕт калаçу Зия бай çинчен пымасть. Анчах, сăмах ун çинчен пымасан та, пĕрремĕш симфони пирки пулса иртнĕ ĕç ун ячĕпе çыхăннă. Ĕç çапла пулчĕ. Клубра музыка кружокĕ организацилерĕç. Ун чухне ку вăл пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, нихçан курман тата нихçан илтмен культурăллă сабыти пулса тăчĕ. Эпĕ музыка итлеме çав тери юрататтăм, çавăнпа хам та кружока çырăнма шутларăм. Тен, эпĕ те кĕтмен çĕртен музыкант пулса тăрăп?
Кружокра эпир пĕрремĕш хут тĕлĕнмелле музыка инструменчĕсене куртăмăр. Пĕрисене мандолина, теприсене балалайка, виççĕмĕшĕсене — перламутртан тунă çаврашкасен речĕсемпе илемлетнисене — гитара тетчĕç. Ытти инструментсем те пурччĕ. Мана чи пысăкки — этем пĕвĕ çӳллĕшши — контрабас лекрĕ.
Музыкăна тĕпчесе вĕренме тытăнтăмăр. Вырăссем тĕрĕс калаççĕ çав: тӳсĕмпе ĕç — пурне те çĕнтерет. Вăхăт нумай та иртмерĕ, пирĕн хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрĕ ун чухне пур çĕрте те юрлакан «Марсельеза» тата «Варшавянка» юрăсен кĕввисене калама вĕренсе те çитрĕ.
Пĕррехинче кружок руководителĕ Исмагил абый пире хавхалансах çапла пĕлтерчĕ: «Юлташсем, пире пысăк ĕç пачĕç: Октябрьти Аслă революци çулталăк тултарнă кун клубра чаплă пуху пулать. Çав чаплă пухура эпир революцин пĕрремĕш симфонине выляма тивĕçлĕ!»
Çав кунтан пуçласа эпир, кашни каç клуба пухăнса, революцин пĕрремĕш симфонине тĕпчеме тытăнтăмăр. Чăнах та, каçхине тĕттĕм урамсем тăрăх клуба çӳреме ытларан та ытларах хăрушланса пычĕ. Ун чухне слободара пурĕ те икĕ тĕксĕм, краççын лампи çутнă хунар çеç çунатчĕ: пĕри — Зия бай хапхи, тепри мулла хапхи умĕнче. Зияпа унăн мюричĕсем3 пĕтĕм вăйне хурса пирĕн ĕçе чăрмантарма тăрăшатчĕç. Тĕттĕм кĕтессенче кĕтсе тăрса, пире хĕнетчĕç, пирĕн клуба тĕртсе çунтарассипе хăрататчĕç... Çапах та эпир ытларан та ытларах хавхаланса ĕçлеттĕмĕр, пĕрмай клуба тухса чупас килетчĕ. Вĕт унта эпир сахал пĕлекен, анчах тĕлĕнмелле кăсăклă çĕнĕ пурнăç вĕресе тăратчĕ.
Пĕррехинче каçхине, чаплă пуху пуличчен пĕр вунă кун маларах, клубра хĕрсе кайсах репетици тăватпăр. Революцин пĕрремĕш симфоннйĕ çĕмĕрттерсе янăрать. Ун чухне эпир ку кĕвве çав тери, чун-чĕререн юратса пăрахнăччĕ. Ак хайхи, репетици шăп хĕрсе пынă вăхăтра клубăн пысăк, урамалла тухакан чӳречи сасартăк чăнкăртатса чăр-пар сирпĕнсе кайрĕ те, пӳлĕме чăмăр пысăкăш чул вĕçсе кĕчĕ. Музыка чарăнчĕ. Эпир пурте хăранипе-и е ку япала кĕтмен çĕртен пулнипе-и, çĕмĕрĕлнĕ чӳрече енне çаврăнса тăтăмăр. Ку вăхăтра унтан сивĕ çил персе тăратчĕ ĕнтĕ. «Чула темĕнпе чăрканă», — асăрхарĕ пирĕнтен тахăшĕ. Исмагил абый çавăнтах чула чăрканă хута илсе салатрĕ. Унтан пурте илтмелле вуласа пачĕ. Унта: «Эсир çав шуйттан ӳлевне калама чарăнатăр-и е çук-и? Эхер те чарăнмасан, эпир ăна хамăр чарса лартăпăр!» — тесе çырнă.
Клуба йывăр, чĕрене хĕссе ыраттаракаи шăплăх хупласа хучĕ. Çав чĕмсĕр минутсенче Исмагил çине пăхма та хăрушăччĕ. Ун питĕнче çилĕ, тарăху ялкăшрĕ, куçĕсем вут сирпĕтсе çунчĕç. Вăл çĕмĕрнĕ чӳрече патне хăюллăн та паттăррăн утса пычĕ те, рамăсене яри уçса ярса, чӳрече сакки çине чĕркуçленчĕ те тĕттĕм урама пĕтĕм сассипе хытă кăшкăрчĕ:
— Çук, эсир революци симфонине чарса лартаймăр!.. Вăл тата та вăйлăрах янăрĕ... рĕĕ... рĕ!!! — вăйлă çил ярса илсе вĕçтерсе кайнă Исмагил сасси инçетре-инçетре янăраса тăчĕ. Унтан вăл пирĕн пата каялла таврăнчĕ, вара эпир репетицие малалла тăсрăмăр.
Çав каç пире текех нимĕн те — çĕмрĕк чӳречерен витĕр витсе вĕрекен çил те, тĕттĕм кĕтесре пытанса тăракан тăшман та кансĕрлеме пултараймарĕ. Вăт çапла.
Эхер те сире вăл мĕнле пĕрремĕш симфони пулни интереслентерет пулсан, икĕ сăмахпа çеç хуравлам: вăл — Октябрьти Аслă революцин пĕрремĕш симфонийĕ «Интернационал»!
Çавăн çинчен каласа парасшăнччĕ те ĕнтĕ эпĕ сире.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...