Музыка


И.Е.

 

Темскер çунать каллех,

темскер йăлтăртатать,

çĕклет те путарать — ăçта эп, мĕн эп, кам?

Ман аллăм çумĕнче ик ал кăштăртатать, —

ӳсет, пурнать, сӳнет, çунать унта такам.

 

Эп юр пек чӳхенетĕп, эп курăк пек таса,

юр чунĕ — юр çути, ман чунăм — эпĕ хам.

Ман çаннăм çумĕнче сан çаннуна туйса

çунса вăйран каям, йăлт — витĕр! — ыратам.

 

Итлени мар ку, çук! -

Бетховен антăхса

хăй сывлăшне хуллен хăй çавăрса яма

çӳлтен вăй кĕртнĕ чух — эп хам та ăнтăлса

кĕтеп сан сывлăшна — сана лăплантарма.

 

Кĕтмен чухне эп — çук, эп кĕтнĕ чух çеç пур...

Юр евĕр чӳхенет Тăваттăмĕш концерт.

Ман çумăмра — ман çын, ман тĕлĕк,

ман шур юр,

анчах хăратăп эп — ман хул ăна лекет.

 

Яр çутă сĕркĕчсем хĕлĕхсене тивни,

йăл-ялтăр çутăсен вĕри ушкăнĕсем —

пĕр çирĕп йĕр пекех... Çав йĕрĕн уйрăлми

ялтравлă вĕçĕ вăл — сан çутă çаннусем.

 

Шутлаймăп эп хама çав йерĕн шутĕнче.

Эп ун тавра хĕм çеç, эп хĕм çеç — сан тавра.

Эс ал паран мана... Çак алă вĕçĕнче

хĕм пек хыпса илсе сӳнетĕп урамра.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: