Çеçпĕле пулăшрăм


Çурхи кун ăшшипе юр та ирĕлсе пĕтрĕ, симĕс курăк шăтма пуçларĕ. Эпĕ пахчана тухрăм. Çамрăк улмуççи айĕнче çеçпĕл чечекне курсан савăнсах кайрăм. Пирĕн пахчара хальччен çеçпĕлсем çитĕнмен-çке, ăçтан тупăннă-ши вĕсем? Унччен те пулмарĕ — питĕ çепĕç сасă илтĕнчĕ. Çеçпĕл мана чĕнет иккен.

— Пулăш-ха мана, тархасшăн. Эпĕ питĕ вăйсăр, кунсерен типсе пыратăп. Вăй илсе çĕнĕрен чĕрĕлме мана сиплев шывĕ кирлĕ, — куççульне тăкать пĕчĕкскер.

Эпĕ нумай шухăшласа тăмарăм — тӳрех çывăхри вăрмана çул тытрăм. Унта çĕр çулхи ăслă карчăк пурăнать тенине илтнĕччĕ, тен, вăл мана сиплев шывĕ тупма пулăшĕ?

Пӳртне шыраса тупрăм, кĕтĕм. Анчах кинемей килте çук иккен. Тем, хамăн та ăш типрĕ. Кăмака çумĕнче çакăнса тăракан витрери шыва кăшт сыпрăм çеç — шăши пулса тăтăм. Ай, тур-тур, мĕн тăвас-ха? Кун пек мана анне те паллаймĕ. Мĕнле çĕнĕрен хĕрача пулса тăрас?

Кинемей килне таврăнсан мана вăрçа пуçларĕ. Эпĕ ăна хамăн нуша çинчен каласа патăм, пулăшу ыйтрăм.

— Акă сана йĕп, вăл сана кирлĕ пулĕ. Эсĕ уçланкă варринчи пысăк юман патне кай. Ун çинче ăслă ула курак пурăнать. Вăл сана пулăшасса шанатăп, — терĕ кинемей. Эпĕ ăна тав турăм та тӳрех вăл кăтартнă çулпа чупрăм.

Кĕçех хама кирлĕ юмана шыраса тупрăм. Ун çинче ларакан тăмана мана хăвалама пуçларĕ, çунаттисемпе çапать, чĕрнисемпе чăрмалать. Юрать-ха ула курак вĕçсе килчĕ. Вăл мана чĕрнисемпе çавăрса тытрĕ те хăй патне çĕклесе хăпартрĕ. Эпĕ унран пулăшу ыйтрăм. Ула курак мана шеллерĕ:

— Эсĕ çӳллĕ ту патне кай, ăна йĕппе тирсе шăтар, — вĕрентрĕ вăл. — Шăтарнă вырăнтан шыв юхса тухĕ. Анчах вăл вилĕм шывĕ. Эсĕ ăна ĕçсен çеç çĕнĕрен этем пулăн. Хĕрача пулса тăрсан тепĕр ту патне кай. Ăна та йĕппе чик, анчах ас ту: шĕвĕр вĕçĕпе мар, тепĕр енĕпе. Ăнлантăн-и? Тĕрĕс мар тирсен каллех шăши пулса тăратăн. Асăрхануллă пул!

Ула курака тав турăм та ту патнелле чупрăм. Ту çине хăпарнă чух таçтан çĕлен шуса тухрĕ. Вăл мана сăхасшăн-мĕн. Çухалса каймарăм — ăна вăрттăн хӳринчен çыртса вĕлертĕм.

Ту тăрне улăхса йăлтах ула курак хушнă пек турăм. Каллех хĕрача пулса тăтăм. Йĕп вĕçĕпе тирсе чĕрĕлĕх шывĕ тупрăм. Ăна пĕчĕк кĕленчене тултартăм та килелле чупрăм.

Пахчари çеçпĕле çав шывпа шăвартăм. Вăл мана тав туса пуçĕпе сулчĕ, куç умĕнчех чĕрĕлсе хитреленчĕ.

Çавăнтанпа пирĕн пахчара çулленех чечексем ешереççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе тупăшсах таврана ырă шăршă сараççĕ. Епле илемлĕ халь кунта! Эпĕ питĕ телейлĕ, эпĕ пуринчен те пуян!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: