Маттур Марье
Пĕр карчăкăн икĕ ывăлпа пĕр хĕр пулнă тет. Аслă ывăлĕ — Йăван, тепри — Илле, хĕрне Марье тесе чĕннĕ.
Пĕррехинче çынсем çак çĕр çине эсрел чури — хура чун килме тухнине пĕлнĕ. Йăванпа Илле унпа çапăçма инçе çула пуçтарăннă. Вĕсем тăванĕсемпе сыв пуллашнă та урхамахсем çине утланнă, йăмăкне амăшне пăхма хушса хăварнă.
Пĕр кун иртнĕ, иккĕ — ывăлĕсем таврăнман. Çур çул та иртсе кайнă — пиччĕшĕсем çаплах çук. Марье усал вăйпа кĕрешме кайма амăшĕнчен ирĕк ыйтнă, анчах лешĕ килĕшмен. Хĕр ăна пур-пĕрех ӳкĕте кĕртнĕ.
Марье инçе çула çурранах тухнă. Утсан-утсан вăл пĕр пĕчĕк старике тĕл пулнă, ăна хăй ăçта кайни çинчен каласа панă. Хĕр усалпа вăй виçме шутланине пĕлсен старик питĕ тĕлĕннĕ, çав вăхăтрах шикленнĕ те. Ара, эсрел таврашне ку таранччен никам та çĕнтереймен-çке.
— Эпĕ çĕнтеретĕпех, — парăнман Марье.
— Эпĕ те сана пулăшăп, хĕрĕм, — тенĕ ватă çул çӳревçĕ. Акă сана пĕр пан улми. Усал çăварне карсан эсĕ ăна çак пан улмие пăрахса пар. Ăна çисен шуйттан чури тинех пăчланĕ.
Хĕр ырă старике тав тунă та малалла чупнă. Кайсан-кайсан вăл пĕр кивĕ çурт патне çитнĕ, алăкран шаккаса шала кĕнĕ. Пӳртре çĕтĕк-çатăк тумланнă Вупăр карчăк хурланса ларнă. Марье ăçта васкани çинчен пĕлсен çавскер савăнсах кайнă. Усал унăн хĕрне те вăрласа кайнă-мĕн. Вупăр карчăк Марьене хăйĕн урхамахне парнеленĕ, хĕç тыттарнă, хăйĕн хĕрне çăлма пил панă.
Марье лаша çине ларса ши-и-и! шăхăрсанах юланут çил пек вĕçтернĕ. Тепĕр самантранах пĕр çӳллĕ ту умне çитсе тăнă. Усал çав ту айĕнчи пысăк шăтăкра ларнă иккен.
— Усал вăй! Тух кунта! Иксĕмĕр вăй виçсе пăхăпăр! — кăшкăрнă Марье.
— Ха-ха-ха! Кам манпа тупăшма хăять-ха?! — сиксе тухнă усал вăй.
Марьепе шуйттан кĕрешме пуçланă. Усал хăй вăйлăрах пулнăран савăннă. Çапах кĕрешсен-кĕрешсен вăл ывăнса çитнĕ, çăварне карнă. Марье старик панă пан улмие усал çăварне пенĕ — лешĕн хырăмĕ сарăлса пысăкланса пынă та çурăлса кайнă, темиçе пин пая вакланса çухалнă. Эсрел чурин хырăмĕнчен Марьен пиччĕшĕсемпе пĕрле Вупăр карчăкăн хĕрĕ те сиксе тухнă. Кĕçех вĕсем киле таврăннă.
Пĕр тăвансем халĕ те туслă пурăнаççĕ тет.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...