Вирьял тусăмсене
Николай Мартынова
Чарлан пекех хура ураллă
Вирьял пикисене салам!
Тури чăвашăн хӳхĕм ялĕ,
Мĕнпе сана хисеп тăвам?
Каç шуçăмĕ сĕвем-сĕвемĕн
Кĕрен те симĕс тĕрленсен
Илемĕре аса илем-и,
Йăмраллă, сулхăн урамсем?
Уй хапхисем çинче вулатăп:
«Çӳрес пулать хупса, чипер».
Хапхăрсене вара хупатăп, —
Çырни ан юлтăр çырнипе.
Улăхпала утса пыруçан
Пыл шăршине туйма аван,
Ыр кăмăл пек таса та уçă,
Тăп-тăр шывпа пите çăван.
Кăпăкланса кăна лараççĕ
Шур шупăр уртнă çĕмĕртсем, —
Шăпах çапла капăрланаççĕ
Вăййа тухма анатрисем.
Хĕстернĕ кĕпине тирпейлĕ, —
Шывран килен шур хур пекех
Ытарма çук яка та меллĕ
Утса килет маттур пике.
Ик витринчи çăл куç ахахĕ
Ан тăкăнтăр — хуллен утать.
Куллен çапла шыва утсах-и,
Тен, хĕр утти ĕлккен пулать.
Çемçен, тăсса, юрланă евĕр
Сăмах хушать мана пике.
Калаçуран сисет те:
«Эсĕр Катарисем пулатри-ке?»
Кĕретĕп урама. Туй халăх
Ик чун пĕрлешнине чыслать.
Хĕрсем шур шупăрлă, тухьяллă —
Шăп «Айтарти» пек туйăнать.
Анчах йыша кĕрсен туятăн
Хальхи кунсен çĕнĕлĕхне:
Туй ăшшипе çĕкленнĕ ватă
Хĕрсех тĕвет «Подгорнăйне».
Ав, Киев хӳтлевçи пуçарнă:
«Сердитiй вiтер завiва».
Клуб пуçĕ Карима куçарнă,
Вулать «Çĕн çынсене» сăвва.
Хĕрпе качча урра çĕклеççĕ —
Йăлтăртатаççĕ медальсем.
Хĕр ташшине хĕрсех ĕнтеççĕ
Хура халатлă инкесем...
Халь эп татах та хисеплетĕп
Сире — вирьял тусăмсене,
Йăлăрсене те, чĕлхĕре те,
Чемей ялне, Йăван уйне.
Шарпаш, Çухра, Сăнар таврашĕ,
Патăрьелпе Çĕньял тавраш —
Палатайпа Крепков чăвашĕ —
Пĕр туслă çемьери чăваш.
Мăн Атăла кĕрсе юхаççĕ
Пĕр шыв пулса Вылпа Пăла,
Мăнаçлă тинĕсре шавлаççĕ
Тапса сикен хăватпала.
Çĕршер чĕлхеллĕ те çĕр ятлă
Тăванлă халăх йышĕнче
Эпир те туслăхпа хăватлă
Пуласлăхăн кĕрлевĕнче.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...