Тупа


Ман çакă сăмахăм — ылхан та тупа.

Тухать çамрăк сассăм чĕре тĕпĕнчен...

Шыв пек юхса иртрĕç кунсем унтанпа,

Нумайăш çухалчĕç хăйсен шавĕнче.

 

Анчах пĕр куна, пĕр синкерлĕ куна

Манма пултараймăп нихçан, ĕмĕрне:

Çав кун вут хыптарчĕ ман лăпкă чуна,

Телейĕме вăрчĕ куççулĕ ăшне.

 

...Çил урнăн улатчĕ ула урамра,

Йĕрсе туллашмашкăн сăлтав пулнă ун:

Чăтма йывăр хурлăх нумай кăкăра,

Нумай чĕрене тăрмаланă çав кун.

 

Чуна çитсе çапрĕ куççульлĕ хыпар:

Етре касса татнă атте пурнăçне...

Виç тăлăх эпир... Виç кăтра пуç çине

Хаяр, шелсĕр вилĕм пăрахрĕ кăвар.

 

Тин çеç тĕвĕленнĕ çемçе папкасем —

Ларатпăр анне çумĕнче тĕршĕнсе.

Тăватă чунра халь тапать пĕр чĕре:

Инкек уйрăлми пĕрлештерчĕ пире.

 

Эп пăхрăм чĕнмесĕр анне куçĕнчен, —

Ялан вĕсем ырăччĕ — çĕмĕрт куçсем!

Халь хурлăхăн сĕмĕ чĕтрет вĕсенче,

Нихçан çак сĕмрен тасалаймĕç вĕсем...

 

...Чăмаççĕ кунсем ĕмĕрхи авăрне...

Анчах та иртни шав тухать-ха ума,

Çĕршывшăн пуç хунă салтак тăприне

Сар кайăк иленнĕ нумай та пулмасть;

 

Куççуль типеймен-ха анне куçĕнче,

Иртни чĕрине пăта пек тăрăнать, —

Такамăн алли ман анне çумĕнчен

Халь ун ывăлне уйăрма талпăнать!..

 

«Мир пултăр», — тееççĕ, ав, халь тĕнчипех...

Шăв-шавсăр сунатăп çавнах кил-йышпа.

Çĕршывшăн пуç хунă салтак тăприпе

Çакна астумашкăн тăватăп — тупа.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: