Кĕçĕн Кĕпер ялĕнче
Кĕçĕн Кĕпер ялĕнче
Матĕрне анкартинче
Улма йывăç айĕнче
Виç хĕрарăм лараççĕ.
Ялан маттур Матĕрне,
Манмалла мар Марине,
Кĕтмел çырли Кĕтерне
Ак çапла шут тăваççĕ:
«Кашни кунах сыпакан
Усал чунлă Лариван
Кăларса ярать тăнран
Пирĕн упăшкасене:
Ваçука та ĕçтерет,
Куçука та ӳсĕртет,
Кирука та илĕртет, —
Тек сĕнет шуйттан шывне.
Мĕн тăвар Ларивана,
Йĕркене пăсакана?
Тавай суд тăвар ăна,
Вара ĕçĕ те пĕтет.
Хамăр тимлĕ пулмасан,
Арçынсене пăхмасан,
Чарусăра чармасан
Ыран пире мĕн кĕтет?»
Улма йывăç авăнать,
Йыт пыршийĕ явăнать,
Виç хĕрарăм пухăнать
Тăн кĕртме Ларивана.
Айăплине чĕнтернĕ,
Кун йĕркине пĕлтернĕ,
Явап çинчен систернĕ, —
Акă лару пуçланать.
— Кала пире, Лариван,
Мĕншĕн çапла хăтланан:
Ĕçкĕпеле пăтратан
Кĕçĕн Кĕпер халăхне,
Ваçука та ĕçтерен,
Куçука та ӳсĕртен,
Кирука та илĕртен
Çĕр çăтми эрех енне?
— Ăсăмпа та чунăмпа
Ыр хевтеллĕ туйăмпа
Йышăнатăп айăпа, —
Тет ятуллăн Лариван. —
— Эп ĕçтертĕм Ваçука,
Тутантартăм Куçука,
Хăналарăм Кирука
Çакăн пек сăлтавпалан:
Ăнланатăр пуль: пĕччен
Эрехпе сăра ĕçсен
Аван мар кӳршĕсенчен,
— Ял тени йышпа аван:
Ниме вăйĕ те йышра,
Уяв чысĕ те йышра,
Вăйă чапĕ те йышра, —
Тетчĕ пускилти Йăван.
Эп таврăнтăм шахтăран,
Татăлмастăп укçаран,
Килсе çитнĕ ятпалан
Мĕншĕн уяв тăвас мар?
Эпир пĕрле вĕреннĕ,
Кĕтӳ пĕрле çӳренĕ,
Колхоз ĕçне ĕçленĕ
Ялан пĕрле, юнашар...
Мĕн тăвас, ĕç этеммин,
Ял çыннин, хула çыннин,
Чухăннин е вăтаммин
Алла-аллăн утмалла.
Унсăр пире пуянсем,
Коммерсантсем-такамсем,
Укçа сăптăракансем
Персе чикĕç аяла...
— Ай-ай эсĕ, Лариван,
Ытла хитре юптаран,
Пыл та çу çеç хыптаран, —
Теççĕ суд тăвакансем.
— Ĕçкĕ коммунизмне,
Унăн нуши-тӳсĕмне
Тата шалти сисĕмне
Пит аван туятăн тем?
— Айăпăма туятăп,
Явапăма куратăп,
Каçармашкăн ыйтатăп, —
Тет кусене Лариван.
— Çавăнпа та, тăвансем,
Çĕр çырли пек пикесем,
Сирĕн çинчен эп манман
Илсе лартни пурччĕ ман.
Тухрĕç-ларчĕç черккесем,
Тĕрлĕ тĕслĕ çимĕçсем,
Кĕленчи сапать хĕлхем, —
Кам тăрайтăр-ха чăтса?
Юхрĕç çуллă сăмахсем,
Чăнкăртатрĕç черккисем,
Тухрĕç çĕн кĕленчесем,
Юрă кайрĕ янраса.
Матĕрнене мухтаса,
Маринене чысласа,
Кĕтернене юратса
Кĕвĕленчĕç сăмахсем.
Ларт-ларт Лариван,
Юрлас тенĕ — юрлайман,
Ташлас тенĕ — ташлайман, —
Такмаклаççĕ инкесем.
Судран чипер юлнăскер,
Киккирикĕ хĕрнĕскер,
Çĕн вăй-хал туяннăскер,
Эй, савăнать Лариван,
Матĕрнене ыталать,
Маринене çупăрлать,
Кĕтернене чуп тăвать
Хусах каччă Лариван.
Унччен-кунччен тахçанччен,
Çиçĕм çиçсе иличчен,
Этем сиссе юличчен
Упăшкасем çитеççĕ,
Ваçкассинчи Ваçук та,
Кантăркасри Куçук та,
Кив кукăрти Кирук та
Тӳрех черкке çĕклеççĕ.
Курăр ĕнтĕ, эй, тĕнче,
Кĕçĕн Кĕпер ялĕнче
Матĕрнесен пахчинче
Мĕнле уяв тăваççĕ,
Сысна евĕр çихĕрсе,
Упăте пек ихĕрсе,
Вăкăр евĕр мĕкĕрсе
Ларивана чыслаççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...