Иккĕмĕш Хурашаш ялĕ


Иккĕмĕш Хурашаш ялĕ — манӑн пĕчĕк юратнă çĕр-шыв. Эпĕ унта ҫуралнӑ, пурӑнатӑп. Савнӑ ялӑм илемлĕ вырӑнта ларать. Вӑл Хусанушкӑнь тӑрӑхĕн хутлăхĕнче вырнаҫнӑ. Район центрне çитме пирĕн патра пурӑнакан ялсенчи çынсен пысăк вăрман лаптăкĕ урлă каҫмалла. Ҫавӑнтанпа та вăрман ку енче вырнаҫнӑ ял ҫыннисене Вӑрман урлисем теҫҫĕ. Эпир ӑна тахҫанах хӑнӑхса ҫитнĕ ĕнтĕ. Ялпа район хушши 18 ҫухрӑм. Хальхи саманара яла асфальт сарман ҫул ҫук. Ҫакӑ ял ҫыннисене ҫӑмӑллӑх парать. Пирĕн яла та асфальт ҫул ҫитернĕ. Вӑл лавкка урамĕпе анса фермӑна ҫитет.

Паянхи кун тӑван ялӑмра 134 кил, 395 ҫын, фельдшерпа акушер пункчĕ, клуб, правлени, райпо тата уйрӑм ҫын лавкки пур.

Ял хушшипе Ярандайка юханшыв юхса иртет. Унтах 1980 ҫулта плотина тунӑ. Вӑл анлӑ та хитре. Ҫулла ача-пӑча та, ҫамрӑксем те плотина хĕрринче савӑнӑҫ тупаҫҫĕ. Хур-кӑвакала пахса та ӑмсанмалӑх пур. Пулла ҫӳрекенсем йышлӑ.

Ял тепĕр енче Хоршевашка юханшыв юхса иртет. Ҫак юханшыв пирĕнтен ҫӳлерех вырнаҫнӑ Тихӑнушкӑнь ялĕ енчен юхса килет. Унӑн тӑршшĕ 20 ҫухрӑма яхӑн. Хоршевашкӑпа Ярандайка юханшывсем пĕрлешсе Выла юханшыва пĕрлешеҫҫĕ.

Ял тӑватӑ урамран тӑрать: Ҫĕн урам (Московская), Ҫĕн ушкӑнь (Школьная), Пĕчĕк кукӑр (Набережная), Лутра Пакӑш (Нагорная).

Ял халӑхĕ «Победа» СХПКра тӑрӑшать. Вӑл 1996-мĕш ҫулта Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз арканса кайсан уйрӑлса йĕркеленнĕ. Паянхи кун хуҫалӑх ура ҫинче тĕреклĕ тӑрать. Фермӑра 370 шултра мӑйракаллӑ выльӑх. Тракторпа машина паркĕ пур, унта 6 гусеницӑллӑ, 6 урапаллӑ трактор, 10 автомашина, 3 комбайн.

Ял мĕнле пуҫланса кайни, паллах, нумайӑшне кӑсӑклантарать. Ҫапах та хамӑр тӑван тавралӑх историне пĕлме тӑрӑшмалла. Пирĕн тӑрӑхра Пугачев восстанийĕ истори чӑнлӑхĕ пулса тӑнипе мухтанас килет. Унӑн ҫыннисене ҫӑкӑр-тӑварпа кĕтсе илнипе кунти ҫынсене хакласа калани ял ячех пулса тӑни тĕлĕнтерет. Герман Данилович Волгин, Пĕрремĕш Хурашаш ҫынни, Пугачев киличченех ял пулса кайнине ҫирĕплетет. Ял ятне Хоршевашка юханшыв ячĕпе ҫыхӑнтарать.

Хӑть мĕнле пулсан та хамӑр ялтан хитри ҫук. Вӑл маншӑн хаклӑ, ҫывӑх, илĕртӳллĕ.

 

Халап

Чӑн малтан Иккĕмĕш Хурашаш ялĕ Лутра Пакӑш (Лутрабагишево) ятлӑ пулнӑ тет. Ᾰна Элĕк район ҫынни куҫса килсе пуҫарса янӑ тет. Ҫак ҫын Пакӑш ятлӑ пулнӑ тет. Хӑй лутра пулнӑран Лутра Пакӑш тесе ят панӑ. Ял ятне пĕчĕкрен ҫырма юраманнине пула «Лутра» сӑмахне пысӑкран ҫырнӑ. Халĕ те пирĕн ялта Лутра Пакӑш урамĕ сыхланса юлнӑ. Иккĕмĕш Хурашашӑн иккĕмĕш ячĕ — Сурная, Ярандайкино. Ярандайкино ял ячĕ Ярандайкин хушаматран пулса кайнӑ тет. Кунта тӑватӑ урам вырнаҫнӑ. Иккĕмĕш Хурашаш ялĕ Пĕрремĕш Хурашаш салинчен пулса кайнӑ. Вӑл Иккĕмĕш Хурашаш ялĕпе юнашарах вырнаҫнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Пугачев восстанийĕ чухне ял халӑхĕ ӑна тата унӑн ҫыннисене ҫӑкӑр-тӑварпа кĕтсе илнĕ. Ҫавӑн чухне Пугачев каланӑ пулать: «Хороши ваши…», ҫавӑнтан пулса кайнӑ та Хоршеваши (Хурашаш). Ҫапах та Герман Данилович Волгин, Хурашаш ҫынни, апла шутламасть. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, ял ҫак ятпа 125 ҫул ытла Пугачев ку тӑрӑхсене киличченех пулнӑ тет. Хӑйĕн ятне вӑл Хоршевашка юханшыв (Мӑн Шыв) ятĕнчен илнĕ тет. Вӑл Иккĕмĕш Хурашашпа Хурашаш чиккинче юхса выртать.

Халап ҫăлкуҫĕ: халап ниҫта та пичетленмен, ăна Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнче пурăнакан 68 ҫулхи Ярандайкина Римма Васильевнаран 2009 ҫулта ҫырса илтĕм.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2009-11-09 21:41:02):

Эпĕ те вăрман урлăра пурăнатăп.Хурашаш ялĕ Лутра Пакăш ятлă пулнине Еленăран пĕрремĕш хут илтетĕп.Тавах сана.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-22 15:07:44):

Халапне тупнăшăн — пысăк тав! Ăмăртăва хутшăннăшăн та тав сăмахĕ калас килет.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: