Çирĕклĕ Шур мыскари


Умĕн калани

Эпĕ вăрмана çӳреме юрататăп. Пĕчченех. Шала кĕместĕп, хĕрринчех çӳретĕп, хам пĕлнĕ вырăнта мана валли кăмпа е мăйăр тупăнатех. Ытлашши нумай йăтаймастăп, пĕр икĕ витре тултаратăп та киле васкатăп, ăна пушататăп та каллех çав уçланкăнах тепре кайса килетĕп. Пĕр каçлăх ĕç тупăнчĕ те. Кăмпана тасатмалла, çумалла, пĕçерсе банкăсене тултарса хĕл валли пуçтарса хумалла.

Тепĕр кун каллех витре йăтса çав уçланкăнах каятăп. Çынсем ушкăнпа çӳреççĕ, эпĕ ытларах чухне пĕчченех. Мĕн тăвас? Пурнăç шăпи çапларах манăн. Çынсемпе тан ĕçлейместĕп, йывăр йăтаймастăп, йывăр ĕç тăваймастăп. Çынсем темиçе çухрăм аякка каяççĕ, ир кайса хĕвел анас умĕн яла тулли рюкзаксемпе таврăнаççĕ.

Пĕччен тенĕрен, пĕчченех мар-ха эпĕ. Эпĕ витре йăтнине курсанах пирĕн йытă ман ума сиксе тухать, хӳрине вылятса манпа пырас кăмăлне пĕлтерет.

— Пĕччен çӳреме хăрамастăр-и? — тесе ыйтсан эпĕ:

— Ăçтан пĕччен пулам-ха, пĕччен мар-çке, йытăпа, — тесе ответлетĕп.

Чăнах та пĕччен мар, выртать вăл ман çумра, эпĕ кăмпа пуçтарнине сăнаса.

Ку таранччен хăратакан тĕл пулман, çĕлен-кашкăр тавраш ума тухман. Малашне те Турă сыхласа пытăрччĕ. Вăрман çулĕ масар çумĕпе иртет, ваттисене яланах асăнса икерч тавраш хурса паратăп, сыхлаччăр вĕсем мана, усал тавраш тĕлне ан пултарччăр.

Казбек, хам астăвасса, тăваттăмĕш йытă пирĕн. Эпĕ качча тухнă вырăнта ĕлĕк–авал ял пуçĕ пулнă, ял пуçне чăвашсем яланах часовня лартнă. Пирĕн тĕлте те вăл пулнă. Тăваткал юпа. Çынран кăшт кăна çӳллĕрехскер. Юман юпа ларнă. Ун тăрринче — пĕчĕк хĕрес. Чӳрече касса ăшне турăшсем лартнă. Çакăнта халăх чӳклеме çӳренĕ, хăш-пĕр чухне халĕ те килкелеççĕ курăнать, йытта тем пулать, пĕр сăлтавсăр вилсе выртать. Е выльăха сасартăк пусма тивет. Ку тĕшмĕш-ха. Тĕшмĕше чиркӳ ĕненме хушмасть.

Çумăр çунă хыççăн Пакан йăсăрлана пуçларĕ. Кĕçех кăмпа шăтса тухать. Пакан йăсăрлансассăн, тепĕр майлă каласан, Пакан çийĕн тĕтре явăнать пулсан, кăмпа тухасса кĕтсех тăр. (Пакан тесе вăрманти шурлăхлă вырăна калаççĕ).

Казбек, эпĕ витре йăтнине курсан, тӳрех урамалла ыткăнчĕ. Иксĕмĕр вăрмана çул тытрăмăр.

— Сывă-и, юратнă вăрманăм, мĕнле пурăнатăн?

Вăрман мана кайăксен юррипе, лăпкăн кашласа ларакан йывăçсен сассипе кĕтсе илчĕ. Ăçта каяс-ши? Сулахаялла пăрăнас-ха, унсăрăн каллех Çирĕклĕ Шура çитсе тăрăн, çĕтсе кайăн.

Чылай çул каялла çакăнтан инçех те мар тантăшпа çĕтсе кайнине аса илсен халĕ кулас килет, ун чухне вара...(Çамрăк чухне эпĕ те çынсемпе танах рюкзак тулли кăмпа йăтса килме пултараттăм).

 

Çĕтсе кайрăмăр

Чылай хушă çумăр çуман хыççăн пĕлĕт татăлсах анчĕ, пĕр чарăнмасăр лӳшкет, ним ĕçлеме те памасть.

— Кăмпа тухрĕ пуль, айта вăрмана кайса пăхăпăр, — сĕнтĕм тусăма.

— Каясси кайăпăр та, çухалса каймăпăр-ши иксĕмĕрех пулсан, çӳреме пĕлместпĕр-çке, — иккĕленет Нина.

— Эпир шала кĕмĕпĕр, хĕррипе çеç, — ӳкĕте кĕртрĕм ăна.

Пураксем йăтса вăрманалла çул тытрăмăр. Пĕр икĕ утăм шалалла кĕрсенех паллă пулчĕ: кăмпа шăтса тухнă, халăх сисеймен-ха, татнă йĕр палăрмасть.

Йĕри-таврари мĕн пур тункатана, мĕн пур йывăçа уплюнккасем сырса илнĕ. Тĕлĕннипе куçа-пуçа чарса пăрахрăмăр, васкаса кăмпа татма пуçларăмăр. Самантрах пураксене тултарса килелле çул тытрăмăр.

Кăмпа нумаййине кура эпир тепĕр хутчен вăрмана кайса килме шутларăмăр. Вăрманĕ çывăхрах, пĕр сехетре пĕр хуран кăмпа тататăн, тин çеç шăтса тухнăскерсем хăйсем патне илĕртмеллипех илĕртеççĕ. Каланă — тунă. Пысăкрах рюкзаксемпе малтанхи вырăна çитсе кăмпа пуçтарма пуçларăмăр, самантрах рюкзаксем тултарса киле кайма тухрăмăр. Каллех çумăр çума пуçларĕ, хĕвел самантрах пытанчĕ, пире пысăк йывăçсем айĕнче çумăр йĕпетсех каймасть. «Кăшт йĕпенни темех мар-çке, каçхине кăмпа яшки пĕçерсе çийĕпĕр», — шӳтлетпĕр хамăр.

— Ну, çитĕ, йĕп-йĕпех пултăмăр, ыран тепре килĕпĕр, — тесе Нина мана киле васкатать.

Пăртак утсан утă çулнă уçланкăна тухрăмăр.

— Пирĕн çул çинче утă çулнă вырăн çукчĕ-çке, — тесе шиклене пуçларăмăр. Шухăшланă хыççăн машина çулĕпе утса пăхма шутларăмăр. Утатпăр-утатпăр, паçăрхи вырăна тухаймастпăр. Ку çулпа каймалла мар пулĕ тесе каялла таврăнтăмăр, тепĕр çулпа утма тытăнтăмăр. Каллех тĕрĕс мар — каллех вăрман çăралнăçемĕн çăралса пырать. Мĕн тăвас? Эпĕ йывăç тăррине хăпарса пăхма шутларăм. Пĕр пы-ы-ы-сăк йывăç суйласа илсе ун çине улăхрăм (килте пусма пысăкрах пулсан чĕтреме пуçлатăп, ун çине хам улăхмастăп, мăшăрăма хăпартатăп). Йĕри-тавра йывăç çеç, ниçта уççи-хуппи курăнмасть. Каллех малалла утатпăр, ăçта каймалла, мĕн тумалла? Мĕнле çăлăнмалла, пĕлместпĕр. Паçăрхи вырăна каялла каяс — кайма пĕлместпĕр, утатпăр та утатпăр (кăмписене пăрахмастпăр).

— Пакан çырми пулас ку, айта ун урлă каçса тӳррĕн тухăпăр, — сĕнчĕ Нина. Антăмăр.

— Ах, Нина, эпĕ ку çырмаран ишсе тухаймастăп, ывăнтăм, айта-ха çулах шырăпăр, — тесе каялла хăпартăмăр. Каллех çул шыратпăр. Тăваттăмĕш сехет вăрман тăрăх аташса çӳретпĕр. Каç та пула пуçларĕ, çумăрĕ те ытларах та ытларах çăвать... Сивĕпе чĕтре пуçларăмăр. Манăн урасем утми пулчĕç, Нина çине пăхатăп та, вăл шанчăка çухатманнине кура, татах малалла талпăнатăп. Утсан-утсан çул пĕтрĕ, вăрман ĕçленĕ иккен ку çул çинче.

— Чим-ха, вутă шаршанĕ çинче ят çырни пур, — тет Нина.

Вуларăмăр, сайра тĕл пулакан палланă хушамат.

— Ара, ку хамăр ял çынни вĕт, — савăнсах кайрăмăр. Эпир ытлашшиех çĕтсе кайман курăнать, вăрман ытла аякрах ĕçлекен марччĕ.

Пуçра ухмахла шухăш та вĕçсе илчĕ, çу вĕçлениччен çак вăрмана тиесе кайма килеççĕ, унччен выçсах вилмĕпĕр, çакăнта кĕтсе ларăпăр. Анчах та сивĕ пула пуçларĕ, çумăрĕ ытларах çăвать, чарăнасшăн мар. Тен, çĕрле йывăç тăррине улăхсан ăçта та пулин çутă курăнĕ... Каллех каялла таврăнса пĕр вырăна кăмпа тăкса хăварса паллă туса хăвартăмăр, утатпăр, такăна-такăна, кана-кана.

Ваттисене те асăнтăмăр, аннене те пулăшма ыйтса тархасларăм (пирĕн анне ирех вилсе), турăран та пулăшу ыйтрăмăр, çĕр çине выртса йĕмелли çеç юлчĕ, утатпăр та утатпăр, йывăçсем çӳллĕрен те çӳллĕрех, пĕр çул пĕтет, тепринпе утатпăр, унпа утатпăр — каллех хамăр тăкса хăварнă кăмпа патне çитсе тухрăмăр. Мĕн тумалла? Киле мĕнле çитмелле? Йĕри-тавра йывăçсене йăлтах кăмпасем çавăрса илнĕ, анчах пирĕн халь пĕртте кăмпа шухăш мар. Ăшăм çунса тухать, пуçăм кашлать, мĕн тума çăткăнлантăм-ши тесе ăшра хама хам çапса пăрахма хатĕр. Нинăна пăхатăп, вăл лăпкăлăхне çухатман, ăна кура хам та пăлханнине палăртмастăп, çул çине тухатпăрах тесе каллех урăх çул тăрăх утма тытăнтăмăр.

— Çакăнтан тухсан савăннипе йĕрсе яратăп ĕнтĕ, — тетĕп тантăшăма.

— Итле-ха, — терĕ мана Нина, эпир паçăрхи вутă купи патне тепре çаврăнса çитсен, — çул çине тинкеререх пăхар-ха, киле каякан машина ураписем курăка малалла ӳпĕнтерсе пыраççĕ пулас, эпир санпа пачах урăх еннелле кайнă пек туйăнать, çаврăнар-ха тепĕр еннелле.

Çумăр лăплана пуçларĕ, хĕвел кăшт палăра пуçларĕ, тӳпе çуталать.

Çапла, эпир пачах урăх еннелле утнă-мĕн, Тури Вылă еннелле, хĕвел те çакнах палăртать. Ытлашши нумаях та утмарăмăр, вăрман сайрала пуçларĕ, эпир паçăрхи мăн çул çине тухса та тăтăмăр, пачах урăх çĕре, çапах та çав çул çинех.

Мĕнле майпа çăлăнтăмăр, хам та пĕлместĕп. Çăлăнсассăн выртсах йĕретĕп терĕм, каккуй йĕрес шухăш кунта, мĕнле майпа çул çине тухрăмăр, çавă тĕлĕнтерет, миçе сехет хушши çухалса çӳрерĕмĕр, çул тупаймарăмăр, çулĕ юнашарах пулнă-мĕн...

— Маттур-çке эсĕ, — мухтатăп Нинăна. — Пачах та хăрамарăн.

— Хăв та аптрамарăн-çке.

Хамăр çĕтсе çӳренине никама та пĕлтерес темерĕмĕр, кулĕç тата пирĕнтен, анчах та ăçтан чăтса ларăн, кула-кулах каласа кăтартрăмăр.

— Эсир Çирĕклĕ Шура лекнĕ, — ăнлантарчĕç пире. Çак вырăнта тахçан-авал шурлăхлă вырăн пулнă-мĕн. Чăтлăхра час-часах лашасем те хуçи-мĕнĕпех путса вилнĕ, çак вырăнта çĕрле пулас пулсан лашана «тпру-у» тесе каланине те илтме пулать теççĕ, эсир кăна мар, вăрманта çӳреме пĕлекенсем те ку вырăнта çĕтсе кайма часах.

Темиçе кунтан каллех çав вырăнах кăмпана утрăмăр, кăшт çеç шалалла кĕтĕмĕр, каллех çаран... Тӳрех урасем чĕтре пуçларĕç. Кăмпу-качку тесе шаларах кĕриччен часрах киле тапрăмăр кăна!

Çавăнтанпа эпĕ вăрмана шала кĕместĕп, мана валли хĕрринчех кăмпа тупăнать.

 

Халапĕ

1. Чĕмпĕр кĕпернинчи Кăрмăш уесĕнче Станашево ялĕ пур. Кунти вырăс ваттисем каланă тăрăх, çав ялăн ячĕ ялтан çурçĕр — хĕвелтухăç енче, виçĕ çухрăмра, сăртăн çурринче, пысăках мар Выла шывĕ хĕрринчи пĕр хăрушла хыр патĕнче пулнă, вăрă-хурахсен станĕпе çыхăннă.

Чăваш ваттисем пачах урăхла, Станашево ял ячĕ Сăр тăрăхĕнче чăвашсен ăрăвне пуçласа янă çичĕ пĕр тăванран пĕрин ятĕнчен — Штанашран пулса тăнă, теççĕ. Вĕсем акă çапла каласа параççĕ: чăвашсем — çичĕ пĕр тăван — Атăл хĕрринчен Сăр вăрманне куçса пынă. Пĕри, Четай ятли, хĕрлĕ çӳçлĕскер пулнă, иккĕмĕшĕ Хурашаш, виççĕмĕшĕ Атай, тăваттăмĕшĕ Штанаш, пиллĕкмĕшĕ Ураскилт, улттăмĕшĕ Хутар, çиччĕмĕшĕ Турай ятлă. Вĕсем пурте авланнă, кил-йышлă çынсем пулнă. Çиччĕн пĕрле пурăнма май çук, тăвансемпе кил-йышсем хушшинче хирĕçӳ тухса каять, вара вĕсем уйрăлма шут тытаççĕ. Пуçтарăнса калаçаççĕ, кам мĕнле çĕр, мĕнле япала илсе тухмаллине палăртаççĕ:

— Санăн, Штанаш, пăрулас ĕнӳ пур, хăвала эс ăна хăш еннелле те пулин, ĕнӳ пăруланă вырăнта пӳрт лартăн та ĕçлесе пурăнăн, ĕнӳ утса тухнă çĕр санăн пултăр.

Халап çăлкуçĕ: Н. Крупинов — «Чăваш халапĕсем пурнăçа çывăх». «Пирĕн пурнăç» хаçатра 1997 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче пичетленнĕ. Автор Штанаш салинче çуралса ӳснĕ В.И. Лебедевăн 1848 çулта Питĕрти «Северное обозрение » журналта пичетленнĕ «Чăваш халапĕсем» хайлавпа вулакансене паллаштарнă.

 

2. И. Кузнецов — «Чăваш халăх историйĕ çинчен». Чăваш кĕнеке издательстви.

 

Пугачев хăйĕн çарĕпе Кăрмăш еннелле пынă май Етĕрне уесĕнчи хресченсем пĕтĕм уесчĕпех пăлханма пуçланă. Етĕрне уесĕнче Пугачев çумне уйрăмах çак ялсем вăйлă хутшăннă: чиркӳллĕ ялсем — Хучаш, Штанаш, Вылă, Етĕрне, Сурăм, Чураш, Шемерден, Четай, Турай.

Пугачев пĕтĕм çарĕпе Улатăр еннелле çул тытать, кунти пăлхава путарма Дурнов капитан отрядпа килсе çитет, хресченсене пăлхава хутшăннăшăн тискеррĕн тавăрма тытăнаççĕ. Ялсем хушшине хресченсене çакса вĕлермелли, касса вĕлермелли юпасемпе каскасем лартса тухнă.

Пĕрлешсе пăлхав тунăшăн тата пупсемпе вĕсен кил-йышĕсене вĕлернĕшĕн Етĕрне, Чемей, Чураш, Турай, Сурăм, Штанаш, Выла, Хучаш ялĕсенче çынсене çакса вĕлермелли такансем лартса тухнă пулнă. «Такан» сăмах вырăсла — «стан».

Малтан пирĕн ял Станашево ятлă пулнă, унтан ăна Штанаши (чăвашла — Штанаш) тесе çырса хунă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-02 22:32:57):

Калавĕ лайăх, шел те илсе кăтартнă халапсемпе çыхăнман. Халапсемпе çыхăнмалла пулнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Алина (2009-11-14 12:04:36):

Калавĕ питĕ лайăх.Кăсăкланса вуларăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Славик Михайлов Ижевск (2009-11-17 20:42:45):

Ну,кĕçĕрхи каçĕ питĕ чаплă пулчĕ çке манăн!Виççĕмĕш калав уçса вуларăм ĕнтĕ!Каллех вăрман çинчен,Штанаш ялĕ çинчен...Пурнăçра пулса -иртнисем çинчен...,вăрманта ,кăмпара çĕтсе çӳренисем аса килчĕç...Питĕ хитре çырнă çыравçă! Тăван кĕтесĕ- яланах асра!!!Тавтапуç, ТĂВАНĂМ!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина (2009-11-23 19:18:51):

Галина юмахĕсене, калавсене литература страници çинче малтанта вуланă. Лайăх çырать. Калавĕ те мана килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

ЕГОРЫЧ (2009-11-24 20:44:51):

ТАВТАПУÇ ГАЛИНА ЗОТОВĂНА! КАЛАВĔСЕНЕ ТЕ ЮМАХĔСЕНЕ ТЕ ХАВАСПАХ ВУЛАТĂП.АВТОР ПУРНĂÇ ÇИНЧЕНЬ ПИТĔ ЛАЙĂХ ĂНЛАНТАРСА ÇЫРАТЬ.

 

РАИСА (2009-11-25 19:02:05):

ОЧЕНЬ ИНТЕРЕСНО НАПИСАНО,Я С БОЛЬШИМ УДОВОЛЬСТВИЕМ ЧИТАЛА.

 

Admin (2009-11-25 19:27:45):

//чăвашла çырма май çук-им вара?...

 

ВАЛЕНТИНА (2009-11-29 20:03:09):

Галина, пишет доступно и трогательно.

Как-будто я побывала в родной Чувашии, в моих родных Штанашах...

Спасибо!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2009-11-29 22:17:47):

Ку конкурс республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсене чăваш халăх сайчĕпе паллаштарма пулăшрĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ĕмĕр тăршшипех аякра пурăнаççĕ: Мускав, Санкт-Петербург, Ижевск, Çĕпĕр,Ялта...Ăçта кăна вăй хумасть хастар чăваш ачи.Хăшĕ- пĕри чăвашла çырнă чухне йăнăш тăвасран хăрать, çапах та хăй шухăшне пĕлтерме васкать.Тавах сире, тăван çĕре манса кайманшăн, чăваш сайчĕсемпе интересленнĕшĕн. Эпĕ шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентетĕп.Хайлав авторĕсем кашниех тав сăмахне тивĕçлĕ.Халапне тупма , хитре сăмахсемпе шăрçалама пултарнă.

 

Иван (2009-11-30 05:17:15):

Вĕрентекен умĕнче пуçăма таятăп.

 

89618897998 (2011-12-09 07:17:12):

Хăвна ху упрани - хă����2�c������d/� �Y��̹�N6���n/�f�!�pE�� 1Rf>1·���Ḣ��ZET���f�����n��Ū�����iʐ�S������Q(7G����7 }KE����

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: