Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕ пуçланса кайни
Ик-виç пинмĕш çулсенчех,
Пирĕн эрăччен,
Чăваш ен тăрăхĕнче
Пурăннă çынсем.
Тĕпленсе пĕр вырăнта,
Вăхăт иртнĕçем,
Кăкласа вăрмансене
Тунă мĕн ялсем.
Лайăх пулнă тет çĕрсем
Выльăх усрама.
Ăнса пулнă тырăсем —
Ан ӳркен пухма.
Атăлçи Пăлхар йышне
Кĕнĕ чăвашсем.
Ĕçлесе çĕр ĕçĕпе
Пурăннă куллен.
Анчах килнĕ тапăнса
Тутар-монголсем.
Йăлт пĕтернĕ аркатса
Ирсĕр çăхансем.
Чипер каччă-хĕрсене
Вăйпала тытса
Пусмăрланă хурахсем,
Илнĕ тет тарçа.
«Тискер уй» ял вырăнне
Юлнă тет тăрса.
Çывăхри вăрмансене
Кайнă ял куçса.
Тăвай енчи Тĕмертен
Ывăлĕсемпе
Сыравăс текен этем
Тарнă Елчĕке.
Кăшт чухланă вырăсла,
Пулнă хăй чăваш.
Никĕсленнĕ вăрманта,
Тупнă хурăнташ.
Лартнă пӳрт вăрман касса,
Пурăннă чипер.
Хăй пуçарнă вырăна
Хунă ят — Тĕмер.
Çак ял ячĕ марилле
Пулнă мĕн «Тӳмер».
Вăл «юманлăх» тенипе
Пĕр килет иккен.
Куллен кун пысăкланса
Пынă пирĕн ял.
Паян кун та савăнса
Пурăнать кал-кал.
Çăлкуçĕ
Тĕмер ялĕ вырăнĕнче сĕм авал вăрман кашласа ларнă. Малтан ку çĕр çине хальхи Тăвай районне кĕрекен Тĕмер ялĕнчен Сыравăс хăйĕн ывăлĕсемпе куçса килнĕ. Вăл ку тăрăхалла тутар-монгол пусмăрне чăтаймасăр тарнă. Сырăвăс чăваш çынни пулнă, анчах вырăсла та кăшт чухланă имĕш. Вăл вăрман варринче никĕсленнĕ. Йывăç касса çурт лартнă. Кунтах хăйпе пĕр шухăшлă чăвашсемпе тĕл пулнă. Çапла вара Тĕмер ялĕ йĕркеленнĕ. Сыравăс хăй пуçарса янă яла та малтанхи тăван ялĕн ятнех панă. «Тĕмер» мари йăхĕнчен юлнă сăмахран пулса кайнă теççĕ. Чăвашла куçарсан вăл «юманлăх» тени пулать.
Çăлкуçĕ: Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче пурăнакан 81 çулхи Смирнов Виталий Никитичран Тябукова Венера Витальевна 2008 çулта çырса илнĕ.
Марина (2009-11-04 11:31:54):
Пите илемлĕ те тарăн шухăшлă сăвă
Admin (2009-11-22 15:02:40):
Сăвви чăн та илемлĕ. Вырăн та пама пулать пулĕ тетĕп...