Çил ташши
Уй-хирте — çилсен ташши...
Сăрт çинче — çилсен ташши...
Хулан çут урамĕнче те —
Çил ташши...
Шыв çинче те, тӳпере те,
Сан хăлхун алки çинче те,
Тĕм-хура çӳçӳ çинче те —
Çил ташши, çил ташши, çил ташши
çавраçиллĕ çил ташши!..
Кам калать-ши кĕввине —
чăрсăр ташă кĕввине?
Вăйăçи ытла маттур —
камăн-ши гитара пур?
Сĕртĕнет хĕлĕхсене
питĕ ерипен
е пусать чĕлĕхсене
ерипен.
Сĕртĕнет хĕлĕхсене
питĕ васкаса
е пусать чĕлĕхсене
вăрăнса.
Кĕввине те çил калать,
çилсене вăл йыхăрать.
Тĕрлĕ тĕслĕ кĕвĕ майăн
вирхĕнсе
тухрĕç питĕ те нумаййăн
ташлама каçхи çилсем.
Ăшăнасшăн хăшĕсем —
аллисем лекеççĕ пăр пек.
Чуптăваççĕ хăшĕсем —
ыталаççĕ çепĕç хĕр пек.
Тăвăллăн янрать оркестр,
тĕлĕнтермĕшле оркестр,
халиччен курман оркестр —
чим, ăçтан-ши ку оркестр?
Пурте паллă — пурте çыннăн.
Çилсенчен çил хыврĕ юрă.
Курăнаççĕ пианинăн
шăлĕсем хура та шурă:
çилĕн чăрсăр ташшинчен
вăл кулать ахăлтатса.
Вăл хăйне шанса, пĕччен,
тăвăллă сассем тупса,
çилĕн шухă ташшине
васкатать çине-çине.
Е çинçен, çинçен, çинçен —
чӳхенсе — çинçен, çинçен,
чĕтренсе — çинçен, çинçен,
ун сасси каять инçе.
Дирижер та пур кунта:
аллипе пĕрмай сулкалĕ.
Дирижер та пур кунта:
музыка вăйне тытать
ун таланчĕпе вăй-халĕ.
Ырханкка сăн-питĕнче,
кăмрăк пек хура куçсен,
йăлтăркка, хура куçсен
сулхăн, сивĕ çутинче
çил ташши вăйне куран,
ташă ритмне тытан.
Дирижер та пур кунта:
лӳчĕркенчĕк тĕксĕм тумĕ
варкăшса тăрать таçтан
çапăнсасоăн ташă хумĕ.
Çак именчĕк дирижерăн
вăйлă, вăрăм пӳрнисем —
пиçĕ, çирĕп туратсем.
Çак именчĕк дирижерăн
ывăнмаççĕ аллисем.
Кăмрăк пек ун куçĕсем —
ман куçсем — ун куçĕсем!
Çил ташши, çил ташши, çил ташши,
çавраçиллĕ çил ташши —
камшăн ташă ытлашши?
Пĕр тĕлте, хăмăшлăхра,
тунсăх пуснă çил йĕрет.
Пĕр тĕлте, хăмăшлăхра,
хуйхă пуснă çил йĕрет.
Кукленсе ларса йĕрет
е вырта-вырта йĕрет,
татăлсах иккен йĕрет.
Çил ташши, çил ташши, çил ташши,
çавраçиллĕ çил ташши —
камшăн ташă ытлашши?
Пĕр тĕлте, хăмăшлăхра,
чăштăркка хăмăшлăхра
тунсăх пуснă çил йĕрет,
хуйхă пуснă çил вĕрет,
татăлсах иккен йĕрет...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...