Çутă кӳлĕ шăпи


Ĕлĕк-авал пĕр ялта качча кайман хĕр ача çуратнă. Çакă вăл хăй вăхăтĕнче питĕ пысăк намăс шутланнă. Ăна пĕтĕм ял ятланă, пурте сивĕ куçпа кăна пăхнă. Çак намăсран хăтăлас тесе вăл хăйĕн тĕпренчĕкне çухатас тĕллев лартать. Хĕр сĕм çĕрле кӳлĕ хĕррине çул тытать, ачана пĕр шеллемесĕр шыва пăрахать. Анчах та кӳлĕ ачана йышăнмасть. Хумсем çĕкленнĕ те пĕчĕк ачана шыв хĕррине кăларса пăрахнă. Ачи чĕрĕ пулнă-ха, вилмен. Мĕншĕн тесен ача-çылăхсăр чун. Чи пысăк айăпли вара хĕрле ача тунă амăшĕ пулнă иккен. Хĕр çакна ăнланасшăн пулман, тепĕр хут ачана шыва пăрахать. Ку хутĕнче кӳлĕ тулхăрса, асар-писер алхасса кайнă, çав тери пысăк хумсем кăларнă, çыран хĕрринчи кӳлле сĕтĕрсе кĕнĕ. Кӳлĕри шыв, унти пулăсем, чĕрчунсем, ачапа амăшĕ çиллĕ-тăвăллă çумăрпа сывлăша çĕкленнĕ те урăх çĕре вĕçсе кайса çухалнă. Кӳлĕ хăйне валли çĕнĕ вырăн тупнă.

Ирхине çынсем пăхаççĕ — кӳлĕре шыв çук, ун вырăнĕнче лачака, каçхи çил-тăвăл йĕрĕ анчах юлнă. Çапла йĕркесĕр, аскăнчăк хĕр пирки çутă та таса кӳлĕ урăх вырăна куçса кайнă-мĕн. Те юмах, те чăн, анчах паянхи пурнăçра хĕр-упраçăн шутласа пĕтĕмлетӳ тумалăх пур.

 

Çăлкуçĕ

Анне, Антонова Галина Николаевна, тахçан пирĕнтен инçех мар вырăнта пулса иртнĕ ĕç-пуç çинчен юмах çӳрени çинчен каласа панă тăрăх çыртăм. 2009 çул.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-22 14:54:39):

Хутшăннăшăн тавах! Хайлав калăпăшне пысăклатма та пулатчĕ ĕнтĕ...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: