Ял вырăнĕсем тата йăли-йĕркисем


Халăхран вĕренмелли вара сахал мар. Тикаш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен хастар пулнă. Ирех тăрса вăрмана кайнă. Вĕсем сунара, пулла çӳренĕ. Çырла, мăйăр, кăмпа татнă. Хăмла татнă, пыл пухнă. Хупа сӳсе мунчала туна. Ку йала–йĕрке хăш–пĕр килте паянхи кунччен те упранса юлнă. Мунчалана Куславккана илсе кайнă, унтан вара шăрпăк, тăвар илсе килнĕ. Ялта ХIХ ĕмĕр вĕçĕчченех улăмпа витнĕ хура пӳртсем пулнă. 2-3 çемйене пĕр мунча пулнă. Краççинпа усă курма пуçличчен хăйăсем çутнă. Сĕрĕмĕ сахалтарах тухтăр тесе вĕсене çăкапа ăвăсран хатĕрленĕ. Хăйă çуннă вăхăтра арçынсем çăпата хуçнă, хĕрарăмсем — тĕрленĕ, çыхнă.

Хĕллехи вăхăтра çамрăксем улах ларнă.

Çуркунне улăха тухса вăйăсем вылянă. Вĕсенчен пĕри — «Çерем пăсса вир акрăм».

…Çуркуннехи вăхăтра кĕтӳ кăларасси — пысăк ĕçсенчен пĕри пулнă. Пĕрремĕш кунĕнче выльăхсене хăваласа вăрман патнех çитнĕ. Каялла килне чух никам патне кĕмесер тӳрех киле килнĕ. Киле килмесен выльăхсем киле таврăнмаççĕ тенĕ.

Çăварни ирттересси те тикашсен йăли–йĕркинче пулнă. Çăварни пĕр эрнене пынă. Пĕрремĕш кунне Тушкиле кайнă, юлашки кунĕнче вара тушкилсем Тикаша килнĕ. Ку ялсем туслă пурăннă. Хальхи вăхăтра та вĕсем пĕр–пĕрин патне ял уявĕсенче çӳреççĕ. Шкул ачисем те хăйсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусем ирттереççĕ.

Çулла, каçхи вăхăтра, лашасене çитерме кайнă. Ăна — выртмана кайнă тенĕ. Ытларах кунта арçын ачасем пулнă. Арçын ачасем салтака кайсан килте ĕçлекенсем сахалланнă. Салтака каякан ачана тăванĕсем тĕрленĕ алшăллисем панă. Салтак юрри юрласа ашшĕ килĕнче пулнă хыççăн тăванĕсем ял вĕçне çити ăсатса янă. Ял вĕçĕнче икĕ юпаллă хапха пулнă. Салтак ачи хапхаран тухса кайнă хыççăн ыттисем юпа тăрне хăпарса: «Сан çăпата юлнă», — тесе кăшкăрнă.

Пирĕн ялта паллă вырăнсем нумай (шуйттан упăшки, Йăкăнат çăлĕ, пукуй тата ыт. те).

Ялта Йăкăнат ятлă çын пурăннă. 1906 çулта вăл вăрман патне пурăнма куçса кайнă. Унта вăл пӳрт лартнă, пураласа çăл тунă. Нумай йывăçсем лартнă. Каярахпа вăл яла куçса килнĕ пулсан та çăлне вара халĕ те çавăн пек калаççĕ — Йăкăнат çăлĕ.

Ялта Качака, Курак урамĕсем пулнă. Мĕншĕн Качака, Курак? Урамра качакасем нумай пулнипе çак урама качака урамĕ тенĕ. Кандаков Ф.И., вăл вăхăтра колхоз председателĕ пулса ĕçленĕскер, аслă урамра йăмрасем ларттарать. Çав йăмрасем çинче питĕ нумай курак йăва çавăрать. Çавăнтан аслă урама Курак урамĕ тенĕ. Халĕ вара вăл — Ленин урамĕ.

 

Халап çăлкуçĕ

Очерка 1936-мĕш çулта çуралнă Кудрова Зоя Павловна каласа панă халап тăрăх хайланă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-22 14:51:39):

Кĕскен çырса панă пулин те тăрăшни сисĕнет. Хутшăннăшăн тавах!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: