Сар хурăн


Штанаш ялĕ питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Анкартиш хыçĕнченех вăрман пуçланать. Путек хăртнинче мĕн ĕлĕкрен сурăхсен кĕтĕвĕ çӳрет, ана-çаран юртан кăшт тасалсассăнах сурăхсемпе путексене анкартиш хыçне кăларса яраççĕ. (Ĕлĕк путексене вăрмана кĕртсе янă, лешсем çав вырăнти йывăçсене çисе янă. Çавăнтанпа ку вырăна Путек хăртни тесе калаççĕ). Путек хăртни, Улмуççи варĕ, Мăкшă, Пакан, Мишка çырми, Ăртикка варĕ, Çирĕклĕ шур, Матля çаранĕ, Сар хурăн... Кашни çырман, кашни варăн хăйĕн ячĕ пур. Хăшĕсем çын ячĕпе, теприсем формине кура, виççĕмĕшсем кунти ӳсен-тăрана кура хăйсен ятне тивĕçнĕ.

Пирĕн тăрăхра варсем питĕ нумай. Кашни вар хăйне май хитре. Пуринчен те хитри — Сар хурăн. Мĕншĕн çак ят панă-ши пĕчĕк çеç вăрмана? Мĕншĕн тесен ытти йывăçсемпе танлаштарсассăн ку вăрманта шурă хурăнсем ытларах ӳсеççĕ. Кĕркунне вăрман ылтăн тум тăхăнать, сап-сарă çулçăсене кура çапла ят туяннă вăрман.

Сар хурăн варĕ Штанашран Элĕк районĕнчи Тури Выл ялне тăсăлакан çул çинче вырнаçнă.

Сар хурăн варĕ çав тери илемлĕ, çав тери хитре. Юнашар пĕве. Кунта шыва кĕме те пулать. Выльăхсем те çуллахи шăрăхра пĕвене васкаса анаççĕ, хăваламасăр та пĕверен тухмаççĕ. Пĕвере тĕрлĕ пулă ишет, ирĕн-каçăн ачасем вăлта йăтса кӳлле пулă тытма каяççĕ.

Аякрах та мар — колхозăн утарĕ. Пыл хурчĕсем чечек çинчен чечек çине вĕçсе тăрăшса сиплĕ пыл пухаççĕ.

Анатра Выл юханшывĕ юхать. Тури Выл ятне шăпах çак юханшыв ячĕпе панă та. Мăн Выл ятлă ял та пур Элĕк районĕнче. Пирĕн шкулти хăш-пĕр ачан вуннăмĕшне кунти вăтам шкула вĕренме çӳреме тивет.

Сар хурăн çумĕнчи çулпа ĕлĕк çынсене пĕр тĕрмерен тепĕр тĕрмене илсе çӳренĕ. Çак çулпах налукшăн пухнă выльăхсене хăваласа кайнă.

Çулла кунти варсенче кĕтӳ пăхаççĕ. Варсенче çырла яланах ăнса пулать, татма кăна ан ӳркен.

Кĕленче пек янкăр тӳпере кăйкăр ярăнса çӳренине те курма пулать, ăнсăртран мулкач та чупса иртме пуларать, тилĕ те чупса каять. Вĕсем пирĕн тăрăхра çынран пачах та хăрамаççĕ. Мулкачсем те хăш-пĕр чухне ял тăрăх чупса иртсе каяççĕ. Кайăксем юрлаççĕ. Хитре чечексем куçа савăнтараççĕ. Йывăçсем хитре кашлаççĕ, пирĕнпе калаçнăнах туйăнать.

Кĕркунне ылтăн çулçăсем çаврăна-çаврăна çĕр çине тăкăнаççĕ. Кашлаççĕ пĕтĕм вăйран çилпе тавлашса. Хĕлле Сар хурăн шап-шурă. Йывăçсем çап-çара тăрса юлаççĕ, кĕмĕл укçа тăкăнать çĕр çине. Çуркунне Сар хурăн чĕрĕлет. Кайăксем вĕçсе килсе Сар хурăнта йăва çавăраççĕ. Вĕсене кунта ирĕк, никам та чăрмантаракан çук. Мулкачсем, тилĕсем, пакшасем тата ытти чĕрчун пĕрле туслă пурăнать, Сар хурăнтан юнашар вырнаçнă Йăмра варне хăнана кайса килет.

 

Штанашра варсем нумай

Эпир лайăх пĕлетпĕр.

Вĕсем пурте хитрисем

Килсе курма чĕнетпĕр.

Çулла кунта çырласем

Хĕрелсе пиçеççĕ.

Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем

Мухтанса лараççĕ.

Питĕ çӳллĕ йывăçсем

Савăнса кашлаççĕ.

Ман юратнă Сарă хурăн

Нумай çул эсĕ пурăн!

 

Çăлкуçĕ

Анне, Сатлайкина Елена Анатольевна, ача чухнех каласа пани тăрăх çырнă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Vyacheslavna (2009-11-09 21:03:02):

Ирина улттăмĕш класс хĕрачи.Спортсменка, республикăри ăмăртусене те хутшăнать.Лайăх вĕренет."Тантăш" хаçатра та пичетленет.Ирина калав çеç мар, пĕчĕк хитре сăвă та çырнă, сăвă калава илем кӳрет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анна Архипова (2009-11-11 18:51:14):

Чăн та,Ирина питĕ пултаруллă!Питĕ интреслĕ калав.Сăвви те питĕ илемлĕ...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

библиофил (2009-11-12 18:56:24):

Ирина пите маттур.Кунашкал тăрăшни сая каймĕ пулĕ, вырăн лекетех пулĕ тетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

читатель (2009-11-12 19:01:38):

Калава кăсăкланса вуларăм.Аван çырнă.Маттур!!!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Юрий Алексеевич (2009-11-12 19:05:05):

Илемлĕ чĕлхепе çырнă. Вулама та çăмăл. Маттур!!!!!!!!!!!!!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катя Яковлева (2009-11-16 17:27:11):

Ку калав питĕ ВĂЙЛĂ,căввине те хитре çирнă!Ирина пултаруллă хĕр ача.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина (2009-11-16 19:22:37):

Калав килĕшрĕ мана. Ирина кашни варăн ячĕсене лайăх пĕлет.Маттур хĕрача.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Альбина (2009-11-17 19:12:54):

Тĕлĕнмелле интереслĕ калав.Ирина хăй пурăннă вырăнĕсене нумай пĕлни савăнтарать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Славик Михайлов Ижевск (2009-11-17 20:07:00):

Ку калава вуласа тухсан, эпĕ каллех ТĂВАН КĔТЕСЕ аса илтĕм...Питĕ сăпайлă çырнă,мааатттууур хĕр -Ирина!!!Чуна савăнтарчĕ!!!Ку вăхăтчен эпĕ чăвашсен сайтне кĕрсе курманчĕ ,мĕнле хитре килĕшӳллĕ калавсем çыраççĕ иккен пирĕн çамрăксем!!!Малалла сайта кĕрсе çĕнĕ комментарисем çырма тăрăшăп!Тавтапуç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-18 22:47:56):

Тăван тавралăха илемлĕ сăнласа панă. Пĕр çитменлĕх — халапне илсе паман, çăлкуçне кăна кăтартнă.

Лайăххисен шутне кĕртес.

 

инçет (2009-11-29 21:21:47):

республика тăрăх çӳренĕ чухне вăл вырăнсенче пулнă эпĕ. Вырăнĕсем чăнах та лайăх.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: