Манăн тăван ял


Тăван кĕтес — Çĕмĕрле районĕ.

Кунта çуралнă, ӳснĕ пĕчĕкрен;

Çырма-çатри, улăхĕ, вăрманĕ

Маншăн чи çывăх, хаклă темĕнрен.

 

Куç илейми таврана сăнатăп:

Ялсем лараççĕ ретрен-ретрен.

Çак тăрăха, çынсене саватăп:

Тухмаççĕ нихăçан та чĕререн!

 

Паллă этемсем кунтан нумайăн тухнă,

Кашнин кун-çулĕ хăйне май расна.

Мĕнпур çĕртех хамăр ене мухтаççĕ,

Манмаççĕ авă ӳснĕ вырăна.

 

Спортпа та туслă пирĕн ентешсем,

Ӳсĕм тăваççĕ пирĕн спортсменсем

Эскетенсем, пĕренешсем те хутарсем —

Ырă ят ямаç çĕмĕрлесем!

 

Тăван район — Çĕмĕрле районĕ,

Сана манмастпăр эпĕр нихăçан

Сан утăму асрах–ха çĕрĕн–кунĕн,

Мĕншĕн тесен вăй-хал паран ялан.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-10-31 14:28:29):

Ку сăвва вырнаçтартăмăр, анчах та конкурса хутшăнмасть — халапĕ куранмасть. Ял пирки çырнă сăвă çеç.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: