Шупашкарта юр çăвать!


Ак ĕнтĕ юр хĕл лармаллах çăвать!

Çӳçеннĕ пек, кăшт хĕвĕшсе илет.

Хăюланса çитет те туй тăвать,

Лăпка-лăпка,

Лапка-лапка килет.

 

Пĕрремĕш хут — хĕл лармаллах çак юр.

Паян ăна хăйне кун панăран

Хĕвел те курăнмасть — те çук вăл,

те вăл пур,

Шух çил те айкашмасть — сăпайлăран.

 

Урамсенче калла-малла кумаç —

Юр куракан экскурсантсем пекех:

Троллейбуса кĕреç — юра сăнаç,

Ларса пыраç — чӳречерен пăхаç,

Троллейбусран тухаç — сăнаç каллех.

 

Çынсем, ĕреххете хăнăхасса,

Çунатланса вĕçеç те савăнаç:

Çӳле каяç — пĕлĕтелле пăхса,

Юрпа пĕрле хула çине анаç.

 

Автобуссем, хура асфальт çине

Шур витĕнчĕк çемçен килсе ӳксен,

Йĕр ӳкерсе, курасшăн çĕн йĕрне,

Кăшт туртăнса илеç — тапраниччен.

 

Сĕм шухăша сирсе уçăлтарма

Çак кун шухăшлисемшĕн — чун уççи:

Ав, тухнă Яковлев канса ларма,

Шап-шурă Иван Яккăльч хул пуççи.

 

Кĕперĕн икĕ тимĕр карлăкне

Чăлт шурă кăпăш юр хупланипе

Капмарлăх çухатать йывăрлăхне,

Сасартăк çăмăллăх туяннă пек.

 

Çуртсем, сăн кĕнĕ пек, çуталнă тем,

Чун кĕнĕ пек, ырра шанса кĕтеç.

Тем ăсилет майпен ăшăннăçем

Пур тăкăрлăк, урам, кашни кĕтес.

 

Хĕл лармаллах çăвать Шупашкарта!

Ши кайнă чăрăшсем шел тутăрне

Çыхмасăр уртнă пек — лараç скверта

Сип-симĕс те шап-шур...

 

Ӳксе тута çине,

Сăмах кĕтет çак юр!

Куçран лăпкать çак юр!

Телей вăл —

Пур!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: