Эйпеç çĕрĕ
Ĕлĕк-авал пĕр патша пурăннă. Унăн питĕ пысăк çар пулнă. Çак çар пуçлăхне вара Эйпеç тесе чĕннĕ. Вăл паттăр, хăюллă тата кăшт çеç чее çын пулни паллă.
Пĕррехинче вĕсем çине хăйсенчен пĕр вунă хут вăйлăрах çар тапăнать. Патша салтакĕсем хăраса ӳкеççĕ. Эйпеç кăна хăйĕн яланхи çирĕплĕхĕпе ыттисене хуçăлса ӳкме памасть.
— Эйпеç, пăх-ха, вĕсен çарĕ хура пĕлĕт пек, вĕçĕ-хĕрри те çук. Кун пек эшкере çапăçса çĕнтерме пулĕ-ши?
Эйпеç вара çапла хуравлать:
— Эпир — вырăс салтакĕсем. Тĕрĕслĕхшĕн çапăçакана Турă та хăйĕн аллине парĕ.
— Пăлханса ӳкме кирлĕ мар, айтăр эпир çакăн пек туса пăхăпăр. Турă пирĕн енче-и е çуккине пĕлмешкĕн эпĕ укçа ывăтăп. Ăмăрт кайăк енне ӳкрĕ-тĕк — çĕнтеретпĕрех, Турă пире пулăшса пырĕ. Тепĕр енне ӳкрĕ-тĕк — çĕнтерейместпĕр, Турă вĕсен енче пулĕ.
Çар çыннисем Эйпеçпе пурте килĕшеççĕ. Вара Эйпеç укçине ывăтса ярать. Укçине пăхаççĕ, чăнах та ăмăрт кайăк енĕпе ӳкет.
Эйпеç салтакĕсем çапăçăва хавхаланса кĕрсе каяççĕ. Вĕсен ĕненĕвĕ çирĕп. «Халĕ Турă та пире пулăшать, çĕнтеретпĕрех», — тесе шутлаççĕ. Питĕ паттăррăн çапăçаççĕ вĕсем. Çавна пулах çĕнтерет те ĕнтĕ патша çарĕ.
Вилнисене пытарнă хыççăн питĕ пысăк уяв йĕркелеççĕ. Уяв пĕтнĕ хыççăн патша тата Эйпеçĕн чи çывăх юлташĕсем çеç тăрса юлаççĕ. Вара патша çапла калать:
— Мĕнле-ха эсĕ, Эйпеç, укçа ывăтма тавçăртăн? Анчах укçи ăмăрт кайăк енĕпе ӳкмесен чăнахах та çапăçăва кĕместĕрччĕ-и?
— Чим-ха, — тет вара Эйпеç. — Эпĕ сана хамăн укçана кăтартам-ха, — тет те хĕвĕнчен укçине туртса кăларать. Патша пăхать те тĕлĕнет: укçан икĕ енĕпе те ăмăрт кайăк палли.
— Тавçăруллă та-çке эсĕ, Эйпеç, — тет ăна патша çурăмĕнчен лăпкаса. Çакăншăн эпĕ сана парне паратăп. Хăв ăçти тăрăха килĕштеретĕн, унта çĕр лаптăкĕ илме пултаратăн…
Тепĕр кун Эйпеç ирех пуçтарăнать те çула тухать. Эйпеç вара хăй çуралса ӳснĕ чăваш çĕрне васкать. Нумай çӳрет-и вăл, сахал-и — пĕр çырма патне килсе тухать. Ку вăл шăпах эпир пурăнакан вырăн, Курнавăш çывăхĕнчи Эйпеç çырми хĕрринчи халĕ Çуткӳл çĕрне кĕрекен 75 гектарлă çĕр лаптăкĕ. Паттăр çак тавралăха курать те савăнсах каять. Çырми вара тарăн, сарлака, витĕр курăнакан шывлă пулнă. Çырма ик айккинче те çатрака йывăçсем ӳснĕ. Вĕтĕ-вĕтĕ чулсем çийĕпе шыв шаркаса юхнă. Эйпеç хăй суйласа илнĕ çĕр лаптăкĕпе утнă майăн кăпăшка тăпрана тыта-тыта пăчăртать, унтан çăкăр чĕлли пек тытса хыпать.
— Тăван енĕн тăприйĕ те пыл тути калать вĕт–ха. Салтакăн Тăван çĕр-шыва сыхламалла, хресченĕн тыр-пул ӳстермеллле, — тет вăл. Пурнăç хушăвĕ çапларах, нимĕн те тăваймăн. Нумаях пулаймăп эп кунта.
Каç та пулать. Эйпеç кăвайт чĕртет, çĕр çине пир тăрăхĕ сарать те кĕрсе выртать. Выртнăçем вăл çăлтăрсем çине пăхса савăннă. Нумай вăхăт та иртмест, çыран хĕррине кайăк кăвакал вĕçсе анать. Çунаттисемпе шыва çапса илет те кайăк кăвакал самантрах вăрăм çӳçлĕ, хăмăр куçлă, яштака хĕр пулса тăрать. Эйпеç ăна курсанах хăйĕн ачалăхĕнчи пĕрле выляса ӳснĕ Илемпие палласа илет. Эсĕ-çке ку, Илемпи. Эпĕ сана çапăçу хирĕнче те пĕр самантлăха манаймасăр чĕререх упрарăм…
— Тавтапуç сана, Эйпеçĕм, ырă сăмахушăн. Мана çуралсассăнах тухатмăшланă пулнă. Çавăнпа та манăн кайăк кăвакал пулса вĕçсе çӳреме тивнĕ. Сана курни пулăшрĕ мана. Эпĕ каллех çын пулса тăтăм.
Ун хыççăн вĕсем кăвайт умĕнче шăкăл-шăкăл калаçса ирчченех ларнă.
— Ыранах патша патне кайса çĕре илни çинчен калатăп.
Патшаран вăл ку çĕре тата Илемпине качча илме ирĕк ыйтать. Патша унпа килĕшет, ăна çĕр хучĕ парать, вĕсен чаплă туйне йĕркелет.
Чăнахах та, Курнавăш ялĕ çывăхĕнче Эйпеç çырми тата Эйпеç çĕрĕ текен вырăнсем пур. Хăйĕн пуçламăшне уй-хирти пĕчĕк варсенчен — Тăрна шурпа Йĕкĕрчĕк тата Хурăн çеремĕнчен илет те малалла Кĕçĕн Пăлана юхса тухса пĕрлешет. Çырма ик енĕпех кĕтӳ çӳретме меллĕ, ем-ешĕл çеремлĕх куçа илĕртет. Эйпеç çĕрĕ текен лаптăкра вара тухăçлă тыр-пул ӳстереççĕ.
Çăлкуçĕ
Çак халапа Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче пурăнакан Корнилова Александра Ивановна (1936-мĕш çулта çуралнă) каласа панă тăрăх Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти 6-мĕш класра вĕренекен Корнилова Мария Герасимовна 2009-мĕш çулта çырнă.
Ева (2009-11-01 22:19:41):
Маттур, Мария! Малашне те çыр.Вулама интереслĕ пулчĕ.
Веникова Г.В. (2009-11-08 16:26:37):
Мана Марийăн ĕçĕ килĕшрĕ. Маттур. Çĕнтерӳçĕсен йышĕнче пуласса шансах тăрас килет.
Admin (2009-11-18 12:48:11):
Чăн та маттур. Вырăнĕ те тен лекĕ. Хальлĕхе лайăххисен шутне кĕртес.
Алиса (2009-11-19 21:24:49):
Питĕ лайăх çырнă Мария. Чăн та çĕнтерме тивĕçлĕ ĕçĕ, питĕ маттур.
Коля (2009-11-20 16:19:32):
Мария çырнă хайлав уйрăмах килĕшрĕ.Вăл малти вырăнсенчен пĕрне йышăнатех, мана пĕрре те иккĕлентермест ку.Халапри Эйпеç паттăрăн сăнарне пурнăçри пекех ĕнентерӳллĕ сăнласа кăтартнă.Чĕлхи те пуян,шухăшĕ те тарăн,содержанине те туллин уçнă вăл.
Аня (2009-12-03 22:40:02):
мана та питĕ килĕшрĕ ку калав. чăнахах та çĕнтерӳçĕсен шутне кĕмелле ĕç