Ял пуçланни


Эпĕ Таяпа Энтри ялĕнче пурăнатăп. Пирĕн ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Вăл Таябинка ятлă пĕчĕк шыв хĕрринче ларать, район центрĕпе юнашарах, аслă çултан та инçе мар. Ялăн виçĕ енче фермăсемччĕ, кăнтăр енче колхоз сачĕ пулнă. Сада Муçей ятлă çын чĕртнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вăл районта чи вăйлă сад шутланнă. Халĕ ялта ишĕлме пуçланă клуб, унтан инçех мар икĕ лавкка тата пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул çурчĕ сыхланса юлнă. Ферма çурчĕсене, йĕтеме салатса пĕтерчĕç, колхоз кĕлечĕсене вырăнти фермер туянса юлчĕ пулмалла. Ял çыннисен çурчĕсем хитре, чаплă. Юлашки çулсенче çынсем икĕ хутлă çуртсем тума тытăнчĕç. Яла пырса кĕрсенех вăл пуян пулни курнать.

Малалла эпĕ хамăн ял мĕнле пулса кайни çинчен çырса паратăп. Кĕçĕн Таяпара ĕлĕк авал Янаш бабай ятлă çын пурăннă. Вăл вăкăрсемпе ĕнесем усранă. Пĕррехинче Янаш бабайăн вăрманта выльăхĕсем çухалнă. Çав вăхăтра пирĕн тăрăхра чăтлăх вăрмансем пулнă. Çав выльăхсене шырама Янаш бабай Энтри ывăлне янă. Энтри юланутпа кайнă. Çӳресен-çӳресен вăл шыв хĕррине аннă та унта выльăхсен йĕрĕсене асăрханă. Йĕрĕсем тăрăх кайса выльăхĕсене тупать Энтри. Вĕсем чуллă çыран хĕрринче канса выртнă. Çумĕнче Таябинка юханшыв юхса выртнă. Унăн шăнкăр-шăнкăр сасси таçтанах илтĕннĕ. Чулсем çийĕн юхакан шыв тăп-тăрă пулнă. Юханшыв ĕлĕк хальхи пек тӳрĕ çулпа юхман, çыранĕсем кукăр-макăр пулнă. Çыранĕсем пĕр енчен ишĕлсе, тепĕр енчен вара чулланса якалса пынă. Çав вырăнта вара халĕ Йăлăмкас вырнаçнă. Ишĕлсе пыракан çĕрте халĕ Тукас вырнаçнă. Энтрине çак вырăн питĕ килĕшсе кайнă. Выльăхĕсене пуçтарса каять те ашшĕ патне, çак вырăн çинчен каласа парать. Янаш бабай та интересленсе каять те çав вырăна Энтрипе пĕрле кайса пăхать. Янаш бабая та килĕшсе каять çак вырăн. Йĕри-тавра вăрман, пысăк уçланкă, шыв та пур.

Çак илемлĕ вырăн Таяпа Энтрин ĕлĕкхи шкулĕ патĕнче пулнă. Халĕ унта пĕчĕк кӳлĕ пулса тăнă. Çак вырăна Янаш бабай ывăлне, Энтрие, тата икĕ çемьене куçарса килнĕ. Вĕсем вара хальхи кĕпер тĕлĕнче çурт çавăрнă. Çак вырăнтан вара пирĕн ял пуçланса кайнă. Ячĕ те пирĕн ялăн икĕ ятлă-çке, Таяпа Энтри. Вырăсла та икĕ сăмахран тăрать - Старое Янашево. Вырăсла ятĕнче те, чăвашлинче те Янаш бабайпа унăн ывăлĕн, Энтрин, ячĕсем пур.

 

Халап çăлкуçĕ

Халапа Столбов Ипатий Петрович 1903 çулта çуралнă ашшĕнчен, Столбов Петр Николаевичран çырса илнĕ, Олга Крупина ун тăрăх очерк хайланă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-22 14:40:50):

Тавах хутшăннăшăн. Вырăн йышăнма çителĕксĕртерех пулĕ.

 

инçет (2009-11-29 20:22:40):

каллех калав тĕсĕ те курăнмасть

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: