Кĕçĕн Тăван ялĕ мĕнле пуçланса кайнă


Пӳлер хулинче Кĕçĕн Тăван хула хуралĕнче службăра тăнă. Хулан çурçĕр хĕвел тухăç енче Кĕçĕн Çарăмсан шывĕ юхса выртнă.

Пĕр çулхине Пӳлер çыннисемшĕн йывăр кунсем пуçланнă. Хулана тăшмансем çавăрса илнĕ. Вĕсем ним хĕрхенмесĕр аркатнă, çунтарнă, вĕлернĕ. Çав вăхăтра Кĕçĕн Тăван хуралта пулнă. Вăл Пӳлер çыннисем тăшмана çĕнтереймессе ăнланнă. Тăшмансем Пӳлер çыннисенчен чылай вăйлăрах, йышлăрах пулнă. Çавăнпа хуларан тухса тарсан çеç хăтăлма май пулнă. Хула хуралĕнчи çынсенчен нумайăшĕ вилнĕ, тарма пултараканнисем çеç хăтăлса юлнă.

Хăтăлнисенчен шутĕнче Кĕçĕн Тăван пулнă. Вăл пытанкаласа хула хĕрринче вырнаçнă килне чупса çитет. Арăмне хулара мĕн пулса иртнине кĕскен каласа парать те пиччĕшĕ патне чуптарать.

— Пысăк Тăван! Хулара тăшмансем. Вĕсем никама пăхмасăр вĕлереççĕ, аркатаççĕ, çунтараççĕ. Хăвăртрах пуçтарăнса кунтан тухса тармалла. Атăлăн хĕвеланăç енне тарар.

Тăвансем хăвăрт пуçтарăнса çула тухаççĕ. Хăйсемпе çимеллисем, тыр-пул илеççĕ, выльăх-чĕрлĕхне хăваласа каяççĕ. Тăван Пӳлер хули нумай çĕрте çулăмпах çуннă ĕнтĕ.

Атăл хĕрринче пурăнакан Ансар тутар пĕренесенчен сулă тума пулăшать. Вĕсене вăл çывăх тăванĕсем вырăнне хурсах ăсатса ярать.

Шурăм пуç çути килнĕ чухне тăвансем çула тухаççĕ. Вĕсем тăшмансенчен инçерех пулас тесе канмасăр малалла каяççĕ. Халтан каяççĕ, çапах малаллах талпăнаççĕ. Мăн Çавал хĕррине çитсе тухаççĕ. 13 кунне вĕсем шурлăхлă, вăрманлă вырăна çитсе чарăнаççĕ. Типĕ уçланкă тупса çакăнта тĕпленме шутлаççĕ. Лашасене, ĕнесене, вăкăрсене йывăç çумне кăкараççĕ, сурăхсемпе качакасене курăк çиме яраççĕ. Хăйсем канса илнĕ хыççăн ӳплесем тума тытăнаççĕ.

Тăвансем типĕ уçланкă тĕлне ирхине тухаççĕ. Ниçта пĕр пĕлĕт татки те курăнман. Каç енне аслати авăтма, çиçĕм çиçме тытăнать, çумăр тăкса ярать. Хăвăртах вăл чарăнать.

Тепĕр кунне тăвансем çĕнĕ вырăнта çуртсем тума пуçлаççĕ.

Çĕнĕ вырăнта Кĕçĕн Тăванпа Мăн Тăван килĕшӳ тупаймаççĕ. Виçĕ çул иртсен Кĕçĕн Тăван пиччĕшĕнчен уйрăлса кайма шут тытать. Çĕмренсемпе ухă, çимелли илсе инçе çула тухать.

Вăрман тăрăх пынă май йывăçсен хĕвел тухăç енне паллăсем туса пырать. Çапла вăл пĕр юханшыв хĕррине çитсе тухать. Юханшывăн тепĕр енче кӳлĕ çуталса выртнă. Кӳлĕ çывăхĕнче уçланкă та пулнă. Кĕçĕн Тăван савăнса Хăрпан Турра тав тăвать. Вăл кунта хăйĕн çемйипе тăванĕсене илсе килме шутлать. Пĕсмелле, Киремет, Хăрпан Турăсене тав туса каялла таврăнать. Тăванĕсене хăйĕн шухăшне пĕлтерет. Мăн Тăван шăллĕпе кайма килĕшмест, хăйне те кайма хушмасть.

Кĕçĕн Тăван хăйĕн çемйипе пурлăхăн пĕр пайне илсе çĕнĕ вырăна куçса каять. Çĕнĕ вырăнта вĕсем кӳлĕ çывăхĕнчи уçланкăра тĕпленеççĕ. Яла пуçласа яма ăна арăмĕпе икĕ ывăлĕ, Тукмăрса тата Севрекей, пулăшаççĕ.

Çапла пуçланса кайнă Кĕçĕн Тăван ялĕ.

Халĕ ялтан инçех мар вырнаçнă Тукмăрса вăрманĕ тата Севрекей çаранĕ пур.

 

Ăнлантарни

Ку калава çырнă чухне Кĕçĕн Тăван ял çынни Иван Антонов çырнă «Малые Туваны. Жизнь деревни», Чебоксары., 2001, 11-15 с. кĕнекепе усă курнă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-18 12:44:43):

Ку ушкăнри 5 хайлава вуланă хыççăн ку — вĕсенчен чи лайăххи. Пурĕ 20 ытла та — тен лайăхраххисем те тĕл пулĕç. Кăна палăртса хăваратăп — тен лайăхраххисем тĕл пулмасан вырăн та лекĕ.

 

инçет (2009-11-29 20:20:41):

Мана килĕшрĕ Кун пек хăйлавсем ытларах вулас килет те...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: