Пĕр çавра...
Пĕр арçынпа пĕр хĕрарăм тĕл пулнă та калаçаççĕ.
— Эсĕ мана, выçăлла-тутăлла пурăнакан пенси карчăккине, пĕр уйăхра пĕрре те пулин тутлă апат çитерме чĕнсе илетĕн ĕнтĕ ресторана. Çапла-и?
— Çапла тесен кӳренетĕн вĕт.
— Мĕн кӳренни ĕнтĕ... Эс те пенси старикки-çке.
— Ман пенси укçи паян иксĕмĕре хăналанма çитет пулĕ тетĕп.
— Эс ялан хитре шӳтлетĕн.
— Саншăн, санпа...
— Аха пуль.
— Аха, туймастăн-им вара?
— Карчăкпа старик пултăмăр ĕнтĕ, пурнăç тени шӳтлесех иртсе кайрĕ.
— Тавах килнĕшĕн. Питĕ савăнатăп санпа тĕл пулнăшăн.
— Эпĕ те хавас.
— Каласа кăтарт эппин, иртнинче тĕл пулнăранпа мĕнле пурăнтăн?
— Чиперех. Улшăнуссм çук. Ĕç çукран ĕç тума тĕрĕ тĕрлеме пуçларăм.
— Куç вăйĕ пĕтет вĕт. Мĕн тума кирлĕ сана тĕрлесе ларма? Кан, уçăлса çӳре.
— Хĕрсем, кĕрӳсем, мăнуксем валли, праçниксенче парнелеме.
— Кирлĕ пулать тетĕн-и вĕсене сан парнӳ? Хальхи лавккасенче салфетка тавраш суйла та суйла.
— Тĕрленĕ чухне чунра лăпкă. Ĕç вăл ĕçех, йывăр шухăша сирет. Эсĕ çаплах ĕçлетĕн-и, ывăнмастăн-и?
— Ĕçсĕр ларма пушшех те йывăр, пушшех те ывăнтарать. Ачасене пулăшатăп. Эмелне вăхăтра ĕçсен пурăнма пулать.
— Аха, вăхăтра ĕçмесен эпĕ те юн пусăмĕ куснипе аптăратăп. Ĕнер телевизорпа «Юратнăран» пăхман-и?
— Пăхман, килте пулман.
— Виталий Адюков ĕнер те хăйĕн «Ватăлатпăр çав тăван, ватăлатпăр» юррине шăрантарчĕ. Питĕ килĕшет мана çав ача, купăсне те кала-ать, шăхличне те шăхăрта-ать, юррине те юрла-ать, сасси те ăшă. Пулать вĕт талант, Турă парать вĕт.
— Ватăлмастпăр-ха халех, ан васка. Кам васкатать сана? Эпĕ васкатмастăп, эпĕ сана та, хама та пĕрре те ватă тесе шутламастăп. Маншăн эсĕ халĕ те çамрăк чухнехи пекех хитре хĕрача.
— Темскер ан кала-ха, ахаль те вăтанатăп. Хĕрпе каччă пек тĕл пулăва çӳретпĕр...
— Хĕрпе каччă пек... Çирĕм çул та иртрĕ вĕт пĕрремĕш хут паллашнăранпа.
— Арлă-арăмлă арпашăнса пурăннă пулсан ку таранччен пĕр-пĕрин ятне те манса кайнăччĕ ĕнтĕ.
— Мĕншĕн арпашăнса? Асăм вăл ăслă, кама усрать, кама тӳрех кăларса çапать. Ман асăм санпа тулли.
— Манăн та ăшшăн аса илмелĕх сансăр пуçне никам та çук. Ан пăркала пуçна, ан пăркала. Пĕлетĕн вĕт, суйма-тунма пĕлместĕп.
— Астăватăп, нумай шухăшлатăп. Эсĕ ман çинчен упăшкуна каласа панинчен халĕ те тĕлĕнме пăрахаймастăп.
— Эпĕ ăна, ун умĕнче таса пулас тесе, çылăха кĕрес мар тесе, санпа тулса ларнă чуна пушатас тесе, санран çăлăнас тесе каласа панă, вăл вара тĕрĕс ăнланмарĕ, сурса пĕтерчĕ. Кĕвĕçсе тăна кăларчĕ.
— Усал сăмах çавра çилĕн асрĕ çав пирĕн тавралла...
— Асрĕ çав, мĕн чухлĕ шăрпăк кĕрсе тулчĕ пулĕ куçăма, халĕ те тухса пĕтмест.
— Ку таранччен лăпланмалла ĕнтĕ. Пырса кайкалать-и-мĕн?
— Каялла таврăнасшăн, кĕртместĕп. Хĕрсене ӳстернĕ, качча панă, мăнуксем те пĕчĕк мар. Мĕне кирлĕ мана кунĕн-çĕрĕн ун мăкăртатнине итлесе ларма?
— Ăна кĕртместĕн, мана йышăнмастăн, ватлăхра кичем пулать пĕччен.
— Ăна кĕртнинчен ырри пулас çук. Ун кĕвĕçĕ хăйĕнчен виç хут пысăк. Каллех, доска умне тухнă ача пек, ним калама пĕлмесĕр пуçа пĕксе тăмалла пулать ун умĕнче. Е, эпĕ чĕнменнишĕн тарăхса урса кайсан, каллех, пиллĕкмĕш кĕтес шырамалла пулать хам килтех. Кам патне кайнă, çавăнпах пурăнса ирттертĕр хăй ĕмĕрне. Пĕччен лăпкă. Пĕччен пулмасан кураяс çукчĕ сана паян.
— Эпĕ çитес эрнере чикĕ леш енне каятăп, кайса килмелли сăлтав тупăнчĕ. Атя пĕрле.
— Çу-ук, ĕçпе каятăн пулсан ма чăрмантарса çӳрес? Арăмна илсе кай.
— Арăм пыраймасть. Эпир унпа пĕрле темиçе хут та пулнă чикĕ леш енче.
— Вăл пырайманнипе мана чĕнетĕн-и?
— Ман сана та кăтартас килет тĕнче илемне, ют çĕршыв пурнăçне.
— Пымастăп. Мĕн чухлĕ укçа тăкрăн паян...
— Долларпа, европа шутласан, паянхи тăкак ним те мар.
— Чикĕ леш енчилле шутлама хăнăхнă çынна ним те мар пуль ĕнтĕ пирĕн мĕскĕн тенкĕ...
— Чăннипе каласан çак уйрăмлăх лере пушшех те çивĕч палăрать.
— Мăнуксене юрататăп тетĕн, вĕсемпе кайман-и канма?
— Вĕсене пирĕнпе кичемрех пулмалла, ашшĕ-амăшĕпе çӳреççĕ. Пурте пĕрле канмалли кунсенче дачăра тĕл пулатпăр. Мунчана, шашлыка чĕнеççĕ. Эрнерен, черетлесе пухăнатпăр, пĕрре хĕр, тепре ывăл патĕнче. Кĕрӳ те, кин те лайăх пăхаççĕ.
— Пахча çимĕç лартаççĕ-и?
— Лартаççĕ, аппаланаççĕ. Улма-çырла сачĕ пысăк. Арăм варени те пĕçерет, панулми сĕткенĕ те сăрăхтарать, çăвĕпе тăрмашать. Ачасем валли те, хамăра валли те, хăнасем валли те çитет. Тăвансене парса ярать, вăл енĕпе хытă мар ман арăм.
— Хăш енĕпе хытă?
— Эпĕ сан пата çырнă çырăва халĕ те упрать-ши? Хăш чухне ман умрах вулатчĕ, макăратчĕ. Кăçал курман, тен, çурса тăкнă. Тем чул ыйтрăм, хам алпа хам çурса тăкап, лăплан, пурнатпăр вĕт, пĕрлех вĕт теп, памарĕ.
— Эпĕ сан çырусене ĕçре упранă.
— Эпĕ те.
— Мĕнле майпа лекнĕ вара сан çырăву ун аллине?
— Астăватăн-и, пĕррехинче эпир санпа кĕтмен çĕртен тĕл пулнăччĕ. Яма ĕлкĕреймен çырăва сана алранах тыттартăм, илмерĕн, почтăпах ярса пар терĕн. Пиншак кĕсйине чикрĕм каялла. Каçхине, киле килсен, хаçат вулама ларнă-и, телевизор пăхнă-и, арăма куçлăх тупса пама ыйтрăм. Вăл вара куçлăхне те тупнă ман кĕсьере, çыруне те...
— Вăрçрĕ-и?
— Уçрĕ те вуларĕ. Вулать-вулать те: «Çирĕм çула яхăн пурăнатпăр санпа, эсĕ мана нихăçан та кун пек сăмахсем каламан», — тесе ĕсĕклесех йĕрет. Шеллерĕм, анчах та пĕр сăмах та калаймарăм. Чылай аптăраса çӳрерĕ, питĕ хурланчĕ, питĕ кӳренчĕ мана, пĕр яхăн пач калаçмасăр пурăнтăмăр...
— Мĕн тенĕ вара эс çырăвĕнче?
— Вăхăтра илмелле пулнă, вара пĕлеттĕн.
— Каçар мана, арăму та каçартăр.
— Эпир ăна усал туман вĕт. Иксĕмĕр кая юлса тĕл пулнăшăн никам та айăплă мар.
— Аса илтерсе ятламасть-и?
— Пулкаланă, иртсе кайнă. Юлашки çулсенче чирлекелет çав, час-часах сипленме яратăп. Йывăр операци хыççăн вăй илме пĕрле каяттăмăр санаторисене, халĕ пĕччен çӳреме хăнăхса çитрĕ.
— Апла пулсан аван, сывалтăр. Мăнуксемшĕн асаттепе асанне, кукаçипе куками пурри — телей.
— Тусăм, атя иксĕмĕр ăçта та пулин канма кайса килетпĕр.
— Çу-ук, арăму пĕлсен мĕн пулать? Айăпа та, çылăха та кĕместĕп, ан кӳрен. Ак тĕл пултăмăр, çитет.
— Мана çитмест. Ман сана кăштах та пулин савăнтарас килет.
— Мĕн тери хитре чечек çыххи парнелерĕн, ку маншăн питĕ пысăк савăнăç. Киле çитсен эсĕ парнеленĕ хрусталь вазăна лартатăп та ăна, киленсе пурăнатăп пĕр кана, типсе кайиччен. Типнĕ чечеке усрама юрамасть тет. Малтан усраттăмччĕ, халĕ кăларса пăрахатăп.
— Нумайлăха каймастпăр, ик эрнелĕхе е уйăхлăха, никам та пĕлмĕ.
— Вăрăсем пек вăрттăн çӳрес килмест. Мĕнле кану пултăр чун шикленнĕ чухне? Юрамасть пире пĕрле пулма. Эпĕ сана тахçанах каланă, хамăр мăшăрсен, хамăр ачамăрсен хуйăхĕ çинче телей кураймăпăр тесе. Хутран-ситрен тĕл пулса илни те темех. Тата мĕн кирлĕ?
— Кирлĕ. Мана эсĕ кирлĕ.
— Эпĕ пур. Епле пур, çапла пур.
— Пĕрмаях сан çинчен шухăшлатăп. Телефонпа калаçни сахал, хăвна курас килет, пĕрмаях. Паян эпĕ телейлĕ, паян эсĕ манпа. Кĕтсе илетĕн-и мана?
— Нумайлăха каятăн-им?
— Кĕтсе илетĕн-и?
— Хĕрпе каччă мар пуль...
— Эсĕ маншăн — хĕр, эпĕ те саншăн — каччă мар-и вара?
— А-а-а... Аха... Хĕрпе каччă... Юрĕ, кĕтсе илетĕп. Тĕлĕнтеретĕн эс.
— Эпĕ сана манран такам тытса илесрен хăратăп.
— Мана-и, пенси карчăккине-и? Такама кирлĕ пуль?
— Эсĕ мана кирлĕ, çавăнпа хăратăп та ман хĕре урăх каччă, урăх пенси старикки çавăтса каясран.
— Çавăтсах кайма сурăх путекки мар вĕт.
— Çӳреççĕ унта, ăшă хӳтлĕх шыракансем. Пуçна çавăрса ярĕç те, вара ман мĕн тумалла?
— Сталин юратнă хĕрлĕ эрех терĕн-и? Хĕрлĕ эрех те пуçа çавăрать иккен. Сыпкăмăн-сыпкăмăн тутансах кĕленчене пушатрăмăр.
— Эпĕ сана киле çитичченех леçсе яратăп.
— Ан чăрман, хамах каятăп.
— Акă, таксишĕн тӳлеме.
— Таксишĕн тӳлеме çĕр тенкĕ те çитет, ку ытла нумай, илместĕп.
— Ан хирĕçле, тархасшăн, ил те чик.
— Ахаль те кĕсье телефонĕшĕн эсех тӳлесе тăратăн.
— Хам шăнкăравламасăр пĕрре те шăнкăравламастăн. Мĕншĕн?
— Кансĕрлес теместĕп. Эсĕ ман пек ĕçсĕр çын мар, хусах старик мар, кансĕрлес теместĕп.
— Шăнкăравла. Мана сансăр кансĕр. Эс шăнкăравланă кун эпĕ çиçсе çӳретĕп. Эсĕ ман пата çыру çыр, телефонпа.
— Эпĕ сан çырăвусене упратăп. Ёлĕкхисене те, хальхисене те.
— Атя ташлатпăр...
— Ташлатпăр? Çамрăксем мĕн тейĕç?
— Стариккипе карчăкки çамрăклăха аса илнĕ тейĕç, çавă çеç. Атя пĕр çавра çаврăнса илетпĕр. Астăватăн-и, эпир санпа ташланă чухне, чăваш ташши-и, вальс-и, пире алă çупатчĕç.
— Эсĕ ман тавра пĕрремĕш хут аллусене çĕклесе кăйкăр кайăкăн çаврăнни, сике-сике ура хуçса тапăртатни халĕ те куç умĕнче.
— Астăватăн-и, тепрехинче, ресторанра ташланă чух эпĕ сана ыйту панине?
— Хуравне те манса кайман.
— Эпĕ те пĕтĕмпех астăватăп. Атя, атя вĕлкĕшсе илетпĕр. Ман санпа вĕçсе каяс килет, юмахри пек, çӳлелле-çӳлелле, ирĕклĕн-ирĕклĕн, ĕмĕрлехе вĕçерĕнес килмесĕр çупăрланса сывлăшра ярăнас килет...
— Унталла-кунталла уйрăлса кайиччен ыткăнса илер эппин пĕр çавра — Çĕр тавра...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...